Комментировать

28 Мая, 2014

Лайăххине ырларĕç, начаррине хурларĕç

Кĕçнерни кун Правительство çуртĕнче ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе пурлăхпа çĕр специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Министр çумĕ Ирина Устенко ЧР патшалăхăн унитари предприятийĕсен /ПУП/, акцисен 50% ытла Чăваш Ен тытса тăракан оществăсен пĕлтĕрхи укçа-тенкĕ çаврăнăшне, муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пурлăхпа еплерех усă курнине тишкерчĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ПУП - 12, хыснан унитари предприятийĕ - 3, асăннă общество 21 шутланнă. Вĕсем иртнĕ çул 7,5 млрд тенкĕ /виçĕм çулхинчен 15% сахалрах/ ĕçлесе илнĕ. ЧР Транспорт, Строительство, Ял хуçалăх, Сывлăх сыхлав министерствисене пăхăнакан организацисем услам чи нумай илнĕ.

ПУПсемпе обществăсем таса тупăш 2012 çулхинчен 2,1 хут сахалрах тунă. Çапах та 27-шĕ пĕтĕм тăкака саплаштарса çулталăка таса услампа вĕçленĕ. Муниципалитет пурлăхне приватизациленинчен, унпа усă курнинчен хыснана укçа виçĕм çулхинчен 6% ытларах куçарнă. Шупашкар хула бюджетĕнче мĕн пур çăл куçран пухăнакан тупăшра унăн тÿпи - 57, Çĕнĕ Шупашкар хыснинче - 15,8, ытти 24 муниципалитет бюджетĕнче 27,2% йышăннă. Налук шутланман тупăш хыснана Çĕрпÿ районĕнче - 2,8, Елчĕксен - 2,1, Шупашкар районĕнче 1,85 хут нумайрах пырса кĕнĕ. Муниципалитет пурлăхне приватизациленинчен /35,1%/, çĕре тара панинчен /35%/, муниципалитет пурлăхне тара панинчен /20,5%/ услам вырăнти хăй тытăмлăх бюджетне чи нумай тата 2012 çулхинчен ытларах куçарнă. Приватизаци программине Çĕнĕ Шупашкарпа Комсомольски районĕ - 80, Куславкка, Вăрмар, Етĕрне, Пăрачкав, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Улатăр, Çĕмĕрле, Муркаш, Элĕк районĕсем - 40-6, Çĕмĕрлепе Канаш хулисем 29-22% çеç пурнăçланă.

Муниципалитетăн унитари 82 предприятийĕ кĕмĕл 2012 çулхинчен 13,2% нумайрах ĕçлесе илнĕ. Çапах та пĕлтĕр 19,7 млн тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Апла пулин те çак предприятисен 65,9% таса тупăш илнине палăртас килет.

Министр çумĕ Светлана Иванова вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, килти хуçалăха аталантарма е дача тума çĕр тÿлевсĕр уйăрмалли тĕллеве еплерех пурнăçланине пĕлтерчĕ. Республикăра - виçĕ тата çакăнтан ытларах ача çитĕнтерекен 9639 çемье. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне лаптăк илес тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче черете 4519 çемье тăнă. Вĕсен 65% - пÿрт тума, 28% - килти хуçалăха аталантарма, 7% дача лартма çĕр илесшĕн.

Шупашкарта - 1534, Çĕнĕ Шупашкарта - 447, Шупашкар районĕнче 482 çемье черетре. Паянхи кун тĕлне 4519 çемьерен 54% лаптăкпа тивĕçтернĕ. Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче черетрисене пурне те çĕр панă. Куславкка, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче вĕсен 80% ыйтăвне татса панă. Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Элĕк районĕсенче шутра тăракансен 7-30% çеç лаптăк илме пултарнă.

Республика Пуçлăхĕ нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерме хушнине вăхăтра пурнăçламаннин пĕр сăлтавĕ - çурт-йĕр çавăрма, дача лартма е килти хуçалăха аталантарма начар вырăнта лаптăк уйăрни. Докладçă 80 ытла çемье çавнашкал çĕрте илме килĕшменнине пĕлтерчĕ.

Канаш, Шупашкар, Тăвай районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владислав Софронов, Георгий Егоров, Владимир Ванерке, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Зайцев муниципалитет пурлăхĕпе мĕнлерех усă курни çинчен отчет турĕç.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин ларăва пĕтĕмлетсе нумай ачаллă çемьесене çĕр тÿлевсĕр уйăрас тĕлĕшпе начар ĕçлекен муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчен республика Пуçлăхĕн хушăвне пурнăçлама, уйрăммăн илсен çывăх вăхăтрах кашни çемьене лаптăк уйăрма ыйтрĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.