Комментировать

24 Июл, 2018

Аслă Таяпари ĕçсем

Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа çумĕнчи хулаша археологсем паян Ылтăн Урта вăхăтĕчченхи тапхăрпа палăртаççĕ.

Кунта пурăнакан чăвашсем ĕлĕкренех хулаш пулнă вырăна сухалама хушман, «хула пулнă» тесе чарса тăнă. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх чирлесен ку хулаш валĕ витĕр /«çĕр витĕр»/ выльăхсене хăваласа кăларнă, киремете пуç çапнă, çамрăк лашасене чÿк туса пуснă. Хура археологсем кунта ылтăн-кĕмĕл, укçа шыранă. Халăхра авалтан халап-юмах çÿренĕ: ку тăрăхри çĕр айĕнче ылтăн пур имĕш, çĕрлесерен çуталса тăрать… Истори наукисен докторĕ В.Д.Димитриев 1948 çулта таврари ял çыннисенчен хулаш çинчен çÿрекен халап-юмах сахал мар çырса илнĕ, халĕ вĕсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче упранаççĕ.
Аслă Таяпа çумĕнчи хулаш урлăш-тăршшĕ 525-шер метр, пурĕ 28 га йышăнать. Ăна икĕ хут валпа çавăрса илнĕ. Вĕсен сарлакăшĕ –\2 метр, çÿллĕшĕ паянхи кун – 3 метр, малтан валсем тата пысăкрах пулнă. Çÿллĕ вырăнта вырнаçнă тăваткăл лаптăк, виçĕ енчен Таяпа тата Кив çурт юхан шывĕсемпе çăвăнса ларать. Кунта йĕри- тавралăх ал тупанĕ çинчи пек курăнать.
Хулаша сахал мар тĕпченĕ темелле: пĕрремĕш хут С.Е.Мельников пулнă, 1856 çулта «Казанские губернские ведомости» хаçатра кунти валсемпе канавсен юлашкийĕсем пирки çырса кăларнă, çак авалхи хулаша Батый хан тапхăрĕпе палăртнă; 1877 çулта – С.М.Шпилевский, пичетленнĕ ĕçре вăл ку хулаша Хусан кĕпĕрнинчи пăлхар-тутар палăкĕсен чи авалхи хулисен шутне кĕртнĕ; 1892 çулта вырăнти тавра пĕлÿçĕсем – И.А.Износковпа И.Я.Зайцев /учитель, статистик, метеоролог, Социализм Ĕçĕн Геройĕ/ нумай вăй хураççĕ; 1927 çулта Аслă Таяпа хулашне тĕпчеме Ленинградран паллă ученăй-археолог П.П.Ефименко килсе çитет, вăл Хусанта тухса тă-ракан «Известия общества археологии, истории и этнографии» журналта кунта тупнă артефактсем пысăк пĕлтерĕшлине, анлă тĕпчев ĕçĕсем ирттерме кирлине палăртнă.
Археологи тĕпчевĕсем Аслă Таяпа патĕнчи хулаша халиччен тăватă хутчен ирттернĕ: 1948 çулта – истори наукисен докторĕ А.П.Смирнов. Вăл кунта Ылтăн Уртачченхи тапхăра /XI-XII ĕмĕр/ тата тутар-монголсен тапхăрне палăртнă. «Малтанах хулаш 200 тăваткал метр лаптăк çеç йышăннă. Ăна шалча картапа тата валпа çавăрса хÿтĕленĕ. Каярахпа вăл аслăланса пынă, çирĕплетнĕ çар хулашĕ пулса тăнă. Хулаш крепоçне тыткăна лекнĕ вырăс салтакĕсем тунă теме пулать», – тесе палăртнă ун чухне А.П.Смирнов. Çынсем кунта пураран хăпар-тнă пысăках мар хура пÿртсенче пурăннă; 1957 çулта – Г.А.Федоров-Давыдов /МПУ профессорĕ/ ертсе пыракан ушкăн. Вĕсем 1000 тăваткал метр лаптăка чавса тĕпченĕ, культура сийĕ 50-60 см пулнине палăртнă; 1984, 1992 çç. кунта чăвашсен паллă археологĕсем В.Ф.Каховский тата Б.В.Каховский тĕпчевсем ирттернĕ.
Мĕн тупнă-ха археологсем? Хулаш вырăнĕнче чавса бронза ĕмĕрĕнчи çынсем пурăннă вырăнне те палăртнă /пураш культурин ялĕ/. Вĕсем çеçен хирти скифсен тăхăмĕсем /индоиранецсем/ пулни паллă. Шыраса тупнă артефактсем /кинжал, çекĕл, чулпа пăхăртан тунă, X-XIII ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи эрешсемпе илемлетнĕ çар хатĕрĕсем евĕрлĕ пуртă/ халĕ Чăваш наци музейĕнче, Эрмитажра, Финлянди наци музейĕнче упранаççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.