Комментировать

23 Июл, 2018

10 ачаллă Тимонинсене патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ

«Халĕ çемйипех утă хатĕрлетпĕр, пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасататпăр. Ыранхи кун йĕркине, сăмахран, паянах палăртма хăнăхнă. Ĕне кĕтĕвне каймалли черет шăпах пирĕн пата çитрĕ. Электричество кĕтÿçĕпе усă курма пуçланăранпа выльăх пăхма çăмăлланчĕ, пур пĕрех тимлĕхе çухатма юрамасть. Çав вăхăтрах Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине çитсе килмелле. Унта тренерпа тĕл пулмашкăн калаçса татăлнă», — пур çĕре те ĕлкĕрнине çирĕплетсе калать 10 ача амăшĕ Наталья Тимонина. Эпир пынă чухне Егора çăватчĕ вăл. Шăпăрлан выляма кайсан вараланса таврăннă. Виççĕри Кира амăшĕ хыççăнах çÿрет-мĕн. Хальхинче вăл пирĕнтен — ют çынсенчен — вăтанса пÿлĕме кĕрсе пытанчĕ. Акă чи кĕçĕнни Антон çывăрса тăчĕ. Ăна çиччĕри Яна куçран вĕçертмест кăна мар, ăнсăртран ÿксе алли-урине ыраттарасран та сыхлать.

Çак кунсенче Тимонинсем Антон çулталăк тултарнине паллă тăвĕç. Амăшĕ каланă тăрăх, вăл 11 уйăха çитичченех утма пуçланă. Телее, ку килте камăн та пулин çуралнă кунĕ çитессе вăрах кĕтмелле мар. Повара вĕреннĕ Наталья Эдуардовна яланах тутлă пĕçерет, ачасен уявĕнче вара уйрăмах тулăх сĕтел хатĕрлет вăл. Тĕпренчĕкĕсем тортсăр пуçне кукăль, какай юратнине шута илет амăшĕ.
Пысăк çемье Етĕрне районĕнчи Ямозра панель çуртри пĕр хваттерте тĕпленнĕ. Вĕсен выльăх витисемпе çĕр лаптăкĕ инçех мар вырнаçнă. Ĕне, вăкăр, сысна, кролик, кăркка-кăвакал усрама ÿркенмест çак йыш.
Тимонинсен ачисенчен аслисем университетра, техникумра пĕлĕвне тарăнлатаççĕ. Çуллахи каникулта ĕçлеме те, ашшĕ-амăшне пулăшма та ĕлкĕреççĕ вĕсем. Вăтаммисем шкулта тăрăшса вĕреннине калать Наталья Эдуардовна. Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскерсене, паллах, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма çăмăлрах пулĕ. Кĕçĕннисем ача садĕнче тата амăшĕ çумĕнче аталанаççĕ.
Наталья Чурпайри ташă каçĕнче шăпа пÿрнипе — Николайпа — тĕл пулнă. Ун чухне аякрах мар вырнаçнă культура керменне хĕр-тантăшĕпе пĕрле çитсе кĕнĕ вăл. Çамрăксем тÿрех пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни те хĕрпе каччăн туслăхне çирĕплетни иккĕлентермест.
Çак мăшăрăн ачисем те спортпа туслашнине, тĕрлĕ конкурсра хăйсен ăсталăхне кăтартнине палăртмалла. Çĕнтерме ăнтăлакансем медальсене, Хисеп хучĕсене тивĕçни пĕлтерĕшлĕ. Шкулта, районта кăна мар, республика шайĕнче те ят-сум çĕнсе илнĕ Тимонинсен ывăл-хĕрĕ.
«Эсир нумай ача çуратма малтанах палăртнă-и?» — Наталья Тимонинăран ыйтмасăр чăтаймарăмăр. «Пирĕн йăхра пысăк çемьеллисем йышлă. Эпĕ те тăван ытти хĕрарăм пекех варта тĕвĕленнĕ пепкене çут тĕнче кăтартнă. «Эсир пĕр-пĕр сектăна çÿреместĕр-и?» — те шÿтлесе, те чăнласа çакнашкал ыйтакан та пур. «Çук, эпир хамăр пĕлнĕ пек пурăнатпăр», — хуравлатпăр калаçу пуçаракансене.
Йышлă çемьере аслисем кĕçĕннисене пăхма пулăшнăран амăшне канлĕ, лăпкă. Пĕчĕккĕллех яваплăха туйса çитĕнеççĕ вĕсем», — чунне уçать çаврăнăçуллă та вăр-вар хĕрарăм.
Халĕ нумай ачаллă Тимонинсем патшалăх çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерессе кĕтеççĕ. Поселокрах уйрăм вырăн шантарнăшăн савăннине пытармасть кил- йыш. Çав лаптăкра, чи малтанах, мунча çĕклесшĕн. Унта милĕкпе чун каниччен çапăнĕç вĕсем. Сăмах май, Тимонинсем Николай Николаевичăн Чурпайри амăшĕ патне мунча кĕмешкĕн нумай çул çÿренĕ. «Йышпа çула тухма та хаклă», — тет перекетлеме хăнăхнă Наталья Эдуардовна. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.