Комментировать

20 Июл, 2018

Юрий КАРПОВ: Пирĕн спортсменсене пĕтĕм тĕнче пĕлет

Спортра пысăк ят-сума тивĕçнĕ çынпа тĕл пулма яланах кăмăллă. Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансен федерацине 1995 çултанпа ертсе пыракан Юрий КАРПОВПА эпир тĕрлĕ ăмăртура пĕрре мар курса калаçнă, темиçе çул каялла хаçатра пысăк интервью та хатĕрленĕччĕ. Паян ăна редакци тĕпелне тепĕр хут чĕнтĕмĕр. Ахальтен мар: çитĕнĕвĕсем курăмлă.
Юрий Михайлович, юлашки çулсенче спорт организацийĕ епле ĕçлесе пычĕ? Спортсменсем мĕнлерех çитĕнÿсем турĕç?
— 2016 çулта Казахстанра тĕнче чемпионачĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен чысне 5 спортсмен хÿтĕлерĕç: Канашри Владимир Понихидкин, Шăмăршăри Владимир Шуряков, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи Анастасия Александрова, Александр Павлов тата Алексей Иванов. Пиллĕкĕшĕ те ăмăртуран ылтăн медальпе таврăнчĕç. Питĕ пысăк çитĕнÿ ку. Çакнашкал йышши турнирта мала тухма пĕрре те çăмăл мар. Пĕлтĕр тĕнчери чи вăйлă спортсменсене Сеул йышăнчĕ. Унта 3 ентеш хутшăнчĕ. Пирĕн пăхаттирсем унта та çухалса каймарĕç, лайăх кăтартупа палăрчĕç. 2017 çулта Раççей спорт мастерĕн ятне 7 атлет тивĕçрĕ, 2 çын спортăн тĕнче класлă мастерĕ пулса тăчĕ. Спорт тата Вĕрентÿ министерствисемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Ку ведомствăсем пирĕн организацине нумай пулăшаççĕ. 2006 çулта шкул ачисен спартакиадине ирттерме тытăнни кире пуканĕн спортне çĕкленме май пачĕ. Пирĕн çамрăк пăхаттирсем «Раççей çамрăкĕсем» турнирта кашни çулах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ырă ĕç тăваççĕ. Калăпăр, Юрий Попов хăй ячĕпе ятарлă ăмăрту ирттерет, Олег Мешков Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи шкулсем валли спорт хатĕрĕсем туянса пачĕ. Çакăн хыççăн, чăн та, çав районсенче кире пуканĕн спорчĕ лайăх аталанма пуçларĕ. Сăмахран, Шăмăршăра ку енĕпе нумай ĕç турăмăр пулин те ниепле те секци ĕçне йĕркелесе яраймарăмăр. 6 çул каялла вăтам шкула Константин Кусаинов /вăл Кăркăсстанра çуралса ÿснĕ/ ĕçлеме килчĕ те ĕç вырăнтан тапранчĕ. Сăмах май, ун патĕнче ăсталăха туптакан хĕрачасен команди республикăра чи лайăххисен йышне лекрĕç. Çурла уйăхĕнче Шăмăршăра Физкультурниксен кунне халалласа пысăк ăмăрту ирттерме палăртаççĕ. Патăрьел районĕнче те пуçаруллă çынсем пур. Сăмахран, Станислав Белков тăрăшнипе Кивĕ Ахпÿртре кире пуканçăсен фестивалĕ йĕркелеççĕ.
Елчĕксен, Куславккасен, Йĕпреçсен, Канашсен пархатарлă ĕçĕсене палăртмасăр хăвараймастăп. Çак районсенче тимĕр вăййипе кăсăкланакансен йышĕ самай пы-сăк, вĕсен çитĕнĕвĕсем те пире савăнтараççĕ. Юлашки вăхăтра Хĕрлĕ Чутайсем, Çĕрпÿсем çĕкленме тытăнчĕç. Улатăрсен команди /тренерĕ — Валерий Притуленко/ республикăра иртекен пĕр мероприятирен те юлмасть. Шупашкар районĕнче те спортпа питĕ туслă. Сергей Тунгулов пулăшса пынипе çамрăксем пĕрремĕш утăмĕсене тăваççĕ. Çав вăхăтрах пире пăшăрхантаракан ыйтусем те пур. Калăпăр, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсем юлса пыраççĕ. Комсомольскинче те лава вырăнтан тапратаймастпăр. Унта турнирсем те, семинарсем те ятарласа ирттернĕ, çапах нимле улшăну та пулмарĕ. Районăн çĕнĕ ертÿçи, спорт çынни пулнă май, çак ĕçе йĕркелесе ярасса шанатпăр. Çĕнĕ Шупашкарти лару-тăру та чуна ыраттарать.
8 çул каялла Шупашкарта кире пуканçăсен Пĕтĕм Раççейри семинарне ирттерме тытăнтăмăр. Чăваш патшалăх педагогика университетне тĕрлĕ регионтан тĕпчевçĕсемпе паллă спортсменсем, наука ĕçченĕсем пухăнаççĕ. Пысăк кăтартусем тумалли, сурансенчен сыхланмалли мелсемпе меслетсене тишкереççĕ. Педагогика наукисен кандидачĕ Владимир Симень профессор йĕркелесе пырать ку ĕçе. Вĕсен материалĕсене пухса вĕренÿ кĕнекисемпе меслет кăтартăвĕсем пичетлесе кăларатпăр, спорт шкулĕсене салатса паратпăр. Хамăр ĕçе çĕнĕ меслетсене, хальхи йышши технологисене кĕртсе пыратпăр. Спортсмена çитĕнтернĕ чухне психологи тĕлĕшпе хатĕрлесси çинчен манмалла мар. Помост çине тухакан ан пăшăрхантăр, ан хумхантăр тесе тĕрлĕ мелпе усă курмалла.
Çамрăк спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă-и эсир?
— Хăйсен пултарулăхĕпе савăнтаракан яшсемпе хĕрсем сахал мар. Акă Вăрнар каччи Алик Волков РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Станислав Белковăн воспитанникĕсем тĕслĕх кăтартаççĕ. Ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Кунта Борис Глинкин тренерăн ĕçĕ пысăк паллах. Тимĕр вăййипе туслă ачасенчен нумайăшĕ хăйсен ĕçне çар ĕçĕпе çыхăнтарчĕç. Сăмахран, Елчĕк районĕнчи Тÿскел каччи Николай Петров çар училищине вĕренме кĕчĕ. Унăн ентешĕ Андрей Данилов та çак çула суйласа илчĕ. Ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Андрей Кузнецовпа Василий Кириллов хăй-сен ăсталăхне тата ÿстерессе шанатăп.
Кăçал Шупашкарти маунтинбайк центрĕ спорт ветеранĕсен чемпионатне йышăнчĕ…
— Пĕлтĕр Сеулта тĕнче чемпионачĕ вăхăтĕнче Пĕтĕм Раççейри федерацин ларăвĕ иртрĕ. Ун чухне мана РФ ветерансен юхăмĕн комитечĕн председательне суйларĕç. Яваплă ĕç ку. Çĕршыв чысне тĕнче ăмăртăвĕсенче хÿтĕлемешкĕн команда пухмалла. Кире пуканĕ йăтакан аслă ÿсĕмри çынсем çĕршывра нумай. Тĕрлĕ регионти вăйлă спортсменсене пĕтĕçтерес тĕллевпех чемпионата кăçал хамăр патра ирттерес терĕмĕр. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен вун-вун пăхаттир хутшăнчĕ. Ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ. Тĕрлĕ регионти спортсменсемпе туслă çыхăну тытатпăр. Ульяновск, Киров, Мордови, Тутарстан, Пенза, Санкт-Петербург, Коми тата ытти регионтан килеççĕ пирĕн пата. Хамăр та вĕсен йыхравне хаваспах йышăнатпăр. Мари Элти Михаил Бикбаевпа Александр Замков, Кироври Евгений Малков, Екатеринбургри Сергей Ашихмин, Ульяновскри Касим Гилязетдиновпа Алексей Михайлов пире манмаççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.