Комментировать

19 Июл, 2018

Пулас энергетиксене чысланă

Шкул ачисен «Энергетика
шанăçĕ» олимпиади Раççей
Вĕрентÿ министерстви йĕр-
келенипе иртет. Çĕршыври
энергетика профессине алла
илме пулăшакан аслă шкул-
сем кашни çулах чи-чи мат-
туррисене палăртаççĕ. Лай-
ăх кăтартусемпе палăрни-
сен йышĕнче Чăваш Респу-
бликинчи çамрăксем те пур.
Шăпах çак кунсенче Шупаш-
карта асăннă олимпиада
çĕнтерÿçисене тата призерĕ-
сене дипломсемпе, мухтав
хучĕсемпе, парнесемпе чыс-
ланă. Шупашкар ГЭСĕн му-
зейне кайса курни те пулта-
руллă та маттур ачасемшĕн
хăйне евĕрлĕ парне пул-
нă. 11-мĕш класран вĕрен-
се тухакансем, олимпиа-
да çĕнтерÿçисем, Мускав-
ри энергетика институтне
вĕренме кĕрес тесен çăмăл-
лăхсемпе усă курĕç.
Çакна палăртма кăмăллă:
чăваш ачисем Раççейри аслă
пĕлÿ паракан шкулсем ирт-
терекен олимпиадăсене ха-
стар хутшăнаççĕ. Çакă вĕсе-
не пуласлăхри çул-йĕре уçса
пама пулăшать — çамрăксен
çĕршыври чи лайăх универ-
ситетсен студенчĕсен ретне
тăма шанăç пур. 2017-2018
вĕренÿ çулĕнче Шупашкар
шкулĕсенче 7-11-мĕш клас-
сенче вĕренекен 456 ача
олимпиадăсен пĕтĕмлетÿ тап-
хăрне тухнă, вĕсенчен 286-шĕ
малти вырăнсене йышăннă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.