Комментировать

18 Июл, 2018

Вутпа тăвăл витĕр

Чăваш автономи облаçĕ: 100 çул

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче С.Г.Отрыванов çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Саламлатпăр!

Станислав Гурьевич ОТРЫВАНОВ 1948 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Калинино районĕнчи Калинино /Нурăс/ ялĕнче çуралнă, çывăхри Хăмăш ялĕнче çитĕннĕ. Вăл — «Сăвар» /1997/, «Ярмушка» /2006/, «Калининская общеобразовательная школа» /2007 тата 2015/, «Край Норусовский» /2009/, «Тучи над рекой Хирлеп» /2012/, «Приговорен на гибель» /2013/, «Чужие на своей земле» /2014 тата 2015/, «Танец журавля» /2017/, «Первый директор» /2017/ кĕнекесен авторĕ. Пĕрремĕш калавĕ 1961 çулта Пĕтĕм Союзри ачасен «Пионерская правда» хаçатĕнче кун çути курнă.

1918 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Рабочисемпе хресченсен депутачĕсен совечĕ ирĕк панипе сылтăм енчи социалист-революционерсен /эсерсен/ «Хыпар» хаçатне хупса «Канаш» кăларма пуçланă. Унтанпа 100 çул çитрĕ. Совет тапхăрĕнче çак хаçат редакторĕсенчен пĕри — Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнче 1892 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче /кивĕ календарьпе — 15-мĕшĕнче/ çуралнă Платон Захарович Львов. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ЧР Писательсен союзĕн членĕ, халăх академикĕ, тавра пĕлÿçĕ, Иван Ивник тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ, К.В.Элле ячĕллĕ диплома тивĕçнĕ Станислав ОТРЫВАНОВ каласа парать.

Чăваш интеллигенцийĕпе пĕрле

Станислав Гурьевич, Львов аслă пĕлÿ илмесĕрех патшалăх карьерин картлаçĕпе мĕнле хăпарнă?
— Çапла, парта хушшинче нумай ларман вăл. 1917 çул хыççăн влаçа лекнисенчен чылайăшĕ вузсенче вĕренмен. Пурнăç опычĕ пуянран, çынсене ертсе пыма пĕлнĕрен, ытти лайăх пахалăха пула вĕсем Чăваш автономи облаçĕн /ЧАО/ патшалăх органĕсенче ăнăçлă ĕçленĕ. Платун Етĕрне уесĕн Нурăс /1939 çултанпа — Калинино/ вулăсĕнчи Хăмăш ялĕнче хутла вĕрентекенсен тата Тивĕшри икĕ класлă чиркÿ-прихут шкулĕсенче çеç пĕлÿ илнĕ. Ашшĕ ăна вулăс кантурне писаре вырнаçма тĕксе: «Пуçунта çил вĕçтерме пăрах! Вулама-çырма вĕрентĕн ĕнтĕ, ÿлĕм çăкăр-тăвар тума хăнăх», — тенĕ. Платун çутталлах туртăннă, учительте ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕрен комисси ăна Хусан кĕпĕрнин лицейĕнче вĕренме йыхравланă. Анчах ашшĕ ют хулана кăларса яман. Платун тепĕр çул Етĕрнери чăн /реальное/ вĕренÿ училищине кĕме экзаменсем панă, анчах ăна йышăнман. Вырăсла çеç вĕрентекен заведение чăваш ачисем кирлĕ пулман. 1909 çулта Платуна Нурăс почтинче ĕçлеттерсе пăхнă, анчах хутла пĕлекенскере штата илмен. Çапах Нурăс почтин пуçлăхĕ ăна паспорт илме пулăшать. Çамрăк каччă ашшĕ-амăшне итлемест, 1910 çулта кĕсйине виçĕ тенкĕ чиксе Пушкăртстанри Бирск хулине тухса каять, вак халăхсен Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи учительсем хатĕрлекен шкулне вĕренме кĕрет. Куçĕ çывăхран анчах курнă пирки малалла ăс пухаймасть, укçа çукран куçлăх туянаймасть.
Вăт ăнмасть, э! Вара тăван ялне таврăннă-и?
— Билет туянмасăрах /контролертан пытанса/ пăрахутпа Хусана çитнĕ. Пĕр çын килне пасартан виçĕ пăт пан улми çитерсе панăшăн ăна пилĕк пус тÿленĕ. Çапла пуçланнă Платунăн ĕç биографийĕ. Трактире вырнаçать. Кунта мĕн кăна тума тивмен-ши?! Хуçи ăна пĕрмай: «Чухлома… Чувашская лопатка!» — тесе ятланă. Вун саккăрти яш хăйне кÿрентернине чăтаймасăр пăрахса кайнă. Ĕç шыраса унта-кунта кĕрсе пăхать — вырнаçаймасть, тăван тăрăхне таврăнса пĕр хушă çуралнă ялĕнче ĕçлет. 1911 çултанпа — каллех Хусанта. Нурăс чиркĕвĕн пачăшки ыйтнипе ăна мăнастире йышăнаççĕ. Хусанти архиепископ чиркĕвĕнче юрлать, хор ертÿçи таран ÿсет. Платун чиркÿре тутă пулнă-ха та, анчах чунĕ ирĕклĕхе туртать. Лаша завочĕн канцелярийĕн служащийĕнче ĕçлеме пуçлать.
Чăвашсем 1917 çулччен Хусанта ахальтен пуçтарăнман-тăр…
— Паллах! Интеллигенцишĕн вăл — вĕренÿ центрĕ. Унта промышленноç, медицина, вĕренÿ, культура Шупашкартинчен чылай лайăхрах аталаннă. Чăвашсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă, вĕреннĕ-ĕçленĕ. Чылайăшĕ 1905- 1907 тата 1917 çулсенчи революци юхăмне хутшăннă. Платун вĕсемпе пĕрле чăваш халăхĕн пуласлăхĕпе, культурипе, вĕрентĕвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма хутшăннă. Пуçтарăнса калаçакансен хушшинчен хăйне жандармери тăрă шыв çине ан кăлартăр тесе «Лява Платунĕ» хушма ятпа çÿренĕ, хушаматне 1915 çулта улăштарса аслашшĕн ятĕнчен «Львов» тунă.
Вăл «Хыпар» хаçат патне мĕнле çитнĕ?
— Чăвашсемпе тачă çыхăну тытнăран. Пристаньри рабочисене хÿтĕлесе хисепе те тивĕçнĕ. 1917 çулхи çулла йĕркеленнĕ Чăваш наци обществин хастарĕсемпе паллашнă. Вĕсенчен пĕринпе, сылтăм эсерсен «Хыпар» редакцийĕнче ĕçленĕ Иван Ундрицов-Ахахпа /Нурăс вулăсĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕнче çуралса ÿснĕ тăванĕпе, паллашнă.
Пăрахут-карап харпăрлăхçисем 1917 çулхи юпа уйăхĕнче Платуна рабочисене, хăйсен прависемшĕн кĕрешсе забастовкăна тухнăскерсене, хÿтĕленĕшĕн пăр ларсан ытти рабочи-служащипе пĕрле ĕçрен кăларса янă. Вĕсен профсоюзĕ саланнă. И.Ахах пулăшнипе П.Львова 1917 çулхи раштав уйăхĕнче «Хыпар» хаçата çырăнтаракан виççĕмĕш категориллĕ сотруднике илнĕ. Октябрьти революци хыççăн вăл эсерсен партине кĕнĕ. Вĕсем Учредительнăй Пухăва ĕçлеттерме, Раççейĕн демократи республикине туса хума, политика ирĕклĕхĕсене пурнăçа кĕртме, 8 сехете тăсăлакан ĕç кунне çирĕплетме, çĕре уйрăм çын харпăрлăхĕнчен туртса илсе халăх аллине пама, ăна сутма-туянма, национализацилеме, патшалăх харпăрлăхне пама чармашкăн тĕллев лартнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.