Комментировать

17 Июл, 2018

Амак ересрен сыхланма пулать

Пирĕн республика территорийĕнче кайăк грипĕ чăх-чĕпе ернĕ темиçе тĕслĕхе тупса палăртнă. Асăннă амак хăрушлăхĕ пысăк паллах, çапах унран сыхланмалли мерăсене пăхăнсан инкеке сирме май пур. Вĕсемпе Хулари ача-пăчан 2-мĕш больницин инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Надежда ЖУКОВА паллаштарать.

Чи малтанах, инфекциллĕ кайăк-кĕшĕк çывăхĕнче пулмалла мар, ачасене те вĕсем патне яма юрамасть. Чĕрĕ шыв ĕçни, пĕвере е кÿлĕре шыва кĕни сисчĕвлентермелле — унта кайăк хурсем ишме пултарнă.
Кайăк-кĕшĕк ашне, çăмартине пысăк температурăра пĕçерсе çимелле, унсăр пуçне харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнмалла: алла час-часах супăньпе çумалла.
Килти чăх-чĕп продукцине уйрăм çынран е санкцилемен вырăнсенче сутакансенчен илмешкĕн тăхтамалла, вĕсене лавккара кăна туянмалла.
Енчен те килти хуçалăхри чăх-чĕп гриппа чирлесе ÿкрĕ тĕк, çийĕнчех ветеринари службине пĕлтермелле, унăн специалисчĕсем пырса çитиччен кайăка çара алăпа тытмалла мар. Выльăх тухтăрĕсем санитарипе профилактика мероприятийĕсене ирттерĕç.
Асăрханаймасăр кайăк грипĕ çаклатрăр пулсан асра тытăр: унăн симптомĕсем 5 талăкран кăна палăрма тытăнаççĕ: ун пек чухне шăнтса пăрахать, пуç ыратать, температура 38 градусран ытларах ÿссе каять, пыр канăçсăрлантарать, иккĕмĕш е виççĕмĕш кун ÿслĕк пуçланать, çăра сурчăкпа пĕрле юн тухать, сывлама йывăрланать, сывлăш пÿлĕнет. Сăмах май, çакнашкал симптомсем пачах сисĕнмесен те пултараççĕ. Амакран хăвăр тĕллĕн сипленме ан та шухăшлăр, çавăнпа диагноза çирĕплетмешкĕн çийĕнчех тухтăра чĕнсе илĕр. Вăл кăна тĕрĕс сиплев палăртать. Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕ те яваплă пулăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.