Комментировать

17 Июл, 2018

Асфальт çинчи Акатуй...

Чăваш Енĕн чи сумлă та пĕлтерĕшлĕ уявĕ — Республика кунĕ хыçа юлчĕ. Тепĕр çулччен сыв пуллашрăмăр унпа. Тата икĕ çултан тăван республикăн 100 çулхи юбилейне паллă тăвăпăр.
Çак пулăм пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕн пуррине, ĕмĕр хушшинче тунă çитĕнÿсемпе йăнăшсене, савăнăçсемпе инкексене тепĕр хут тишкерсе хак пама кирлĕ. Тĕрĕссипе, Чăваш патшалăхĕн историне, кун-çулне тĕплĕнрех пĕлес тесен вĕсене иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕнчен пуçласа çеç мар, 1100 çултан та тарăнрах шырамалла.
Чăваш халăхĕн хăй тĕллĕнлĕхне тата хăйĕн культурине хаклама тытăннин çулĕ вăрăм пулнă. Истори çапла ĕнентерет: пин çул каялла Вăтам Атăл çинче, пилĕк ĕмĕре яхăн вăйлă аталаннă патшалăх — Атăлçи Пăлхар — пулнă. Çак патша-лăх хăйĕн йĕркисемпе, саккунĕсемпе, йăли-йĕркипе, культурипе пурăннă. Çав йăлари тĕп уявсенчен Акатуй чи пĕлтерĕшли пулнине çак йĕркесем лайăх ĕнентереççĕ:
Чăвашсемшĕн Акатуй
Сумлăх, чыслăх çулсерен!
Икĕ пин те пуль çак Туй
Пирĕн пурнăç йĕркинче!
Телее, паянчченех упранса юлнă вăл. Ял-сала, район, республика тата регион шайĕпе те ирттеретпĕр. Пурнăç малаллах ыткăнать, çĕнĕ йĕркесем, уявсем çуралаççĕ, хăшĕсем аваллăха юлаççĕ. Пирĕн Акатуй вара темле саманан саккăрла саламачĕ витĕр тухса 21 ĕмĕре те кĕчĕ. Тĕп хулара хăçан йĕркелеме пуçланине çирĕплетсе калаймастăп, анчах та хамăн пурнăçăмра республика шайĕнчи Акатуя И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра çитсе курнине астăватăп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варринче Берендей вăрманĕн уçланкинче пĕрлештернĕ хор Тăван çĕршыв çинчен шăрантарнă юрă халĕ те хăлхара янăрать. Темшĕн «Алран кайми аки-сухине» мар, çакна астуса юлнă. Тен, чăваш халăхĕн гимнĕ ун чухнехи влаçа тивĕçтермен, ăна Акатуй концерчĕн репертуарне кĕртмен? Тĕрĕссипе, çĕрпе суха туйĕ совет саманинче ĕçпе юрă уявĕ ятпа иртетчĕ. Ача чухне ăна ярмăрккă та теттĕмĕр. Ячĕ çеç урăхла пулнă, тĕшши — çавах: çĕр ĕçченĕсене чысланă, хăюллă çамрăксем уяв парнине тивĕçес тесе шалча тăрăх хăпарнă, кĕрешнĕ, чупнă… Чи-чи маттурри, вăйли, çĕнтерÿçи чи пысăк парнене — такана — тивĕçнĕ. Халĕ те куç умĕнче-ха инçĕшне çарранах чупакан Вася тетен — çуллахи Олимп вăййисен хăвăрт утас енĕпе бронза призерĕн Владимир Андреевăн ашшĕн — сăнарĕ. Кашни Акатуйра спорт ăмăртăвĕсене хутшăнатчĕ вăл, çарранах чупатчĕ. Çемçе çерем ура тупанне ыраттарман ĕнтĕ.
Çĕнĕ ĕмĕрте тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятпа çÿрекен паркра Раççейри тата чикĕ леш енчи ентешсем чăвашсен пĕрремĕш Акатуйне пуçтарăннăччĕ. Пĕчĕк вăрман лапамĕнче питĕ хăтлăччĕ, тăван çĕре, яла çывăх туйăнатчĕ. 2013 çултанпа Хĕрлĕ тÿреме куçрĕ. Шупашкарăн чи илемлĕ вырăнне, хула варрине уйăрса пачĕç. Пĕр енчен, çак пулăм Акатуйăн сумне çĕклет. Тепĕр енчен, вăл хăйĕн малтанхи сĕмне çухатма пуçланăн туйăнать. Мĕншĕн-и? Пурнăç, çимĕç парнелекен çĕре асфальтпа улăштартăмăр мар-и? Малтанхи вăхăтра Акатуй ялавне тĕрлĕ районти ĕç паттăрĕсем çĕклесе тухса юпа çине çĕклетчĕç. Кăçал çак тивĕçе чиперук хĕрсемпе маттур каччăсем пурнăçларĕç. Ĕçлекенсем юлман-им? Çĕрпе суха пуçĕн туйне сăнлакан ÿкерчĕксем те çухалса пыраççĕ. Паянхи Акатуйра мĕн упранса юлнă? Вăйă картисем, хисеплĕ мăчавăрсем ырă сунса калани, асфальт çине матсем сарса ирттерекен спорт ăмăртăвĕсем. Ытти — яланхилле гала-концерт.
Кăçалхи Акатуйра çанталăк питĕ шăрăх пулчĕ. Сехечĕ- сехечĕпе хĕвел айĕнче тăма тивнĕ коллективри юрăçсене питĕ хĕрхентĕм. «Эх, çакăнта йывăçсем пулнă тăк вĕсен сулхăнĕнче тăма мĕнле меллĕ пулĕччĕ», — вĕлтлетсе илчĕ шухăш.
Хăшĕ-пĕри çапла шухăшлама та пултарĕ: «Мĕн кутăнлашмалли пур-ши, Акатуй валли чи лайăх вырăна уйăрса панă. Савăнмалла кăна». Нăйкăшни мар ку. Мероприятие ячĕшĕн мар, тĕшшишĕн, пахалăхĕшĕн ирттермелле тени. Çакна никам та хирĕçлемест пулĕ. Акатуя тăван халăхăн чи сăваплă йăли-йĕркине малалла тăсас тесе ирттеретпĕр тĕк унăн саккунĕпе килĕшсе тăракан пулăмсем, ĕçсем кирлĕ. Вара вăл чăн чăвашла пулĕ.
Темиçе çул каялла Нурлата, унта регион шайĕнче иртекен Уява, çитсе курнăччĕ. Уяв вырăнĕ — хула çумĕнчи илемлĕ те пысăк тÿрем. Ятарласа хатĕрленĕ сцена патне çитиччен хăнасен темиçе «карта» витĕр тухма тиврĕ: чи малтанах вĕсене чăваш йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, унтан юрă-ташă ăстисем хупăрласа илчĕç, купăсçăсен ушкăнĕ чăваш кĕввисемпе тыткăнларĕ. Кунтах — Кама леш енче пурăнакансен историйĕн регионти музейĕн ĕçченĕсем тăратнă пир япаласем, çывăхрах — Элкел районĕнчи Хусанкай ялĕнчи Петĕр Хусанкай музейĕн экспоначĕсем, тепĕр темиçе утăмра — ача-пăча пахчи. Кунта Аслă вĕрентÿçĕ Иван Яковлев уçнă пĕрремĕш шкул, паянхи шăпăрлансене авалхи ача вăййисемпе паллаштараççĕ. Пĕтĕмпех чăн пурнăçра пулса иртет тейĕн. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.