Ватăлнă йăмрасем…
Вут-шанкă ыйтăвĕ çивĕч-ши ялта? Ĕлĕкхи мар çав пурнăç. Пÿрт-çурт хăтлă-и, хăтсăр-и — газпа ăшăнать. Вут татса-çурса тертленме те кирлĕ мар. Çурăм тăрăх шăпăр-шăпăр тар та юхмасть. Тепĕр тесен, вучах умĕнче те тăпăртатса вăхăт иртмест. «Сенкер çулăм» çинче туххăмрах вĕри апат пиçет, сĕтел тулли çимĕç пăсланать.
Çак ырлăхранах хăш-пĕр çын тăрăшулăхне те çухатрĕ тесшĕн эпĕ. Ĕлĕкренех чăваш ялĕ йăмраллă пулнă. Вут-кăвартан сыхланă ку йывăç. Халĕ вара урамсенче урăхла ÿкерчĕк. Йăмра вырăнне — хурăнпа, çăкапа, каштанпа, кедрпа тата ытти çимĕç йывăçсемпе пуянланчĕ ялăм.
Шел те, хупăннă кил-çурт таврашĕнче йăмрасемех лăпсăртатса лараççĕ. Анчах вĕсем ватăлнă, хуçăлнă. Ял сăн-сăпатне пăсаççĕ халĕ.
Манăн шухăшăмпа «хуçасăр» хуçалăхсене вырăнти ял тăрăхĕсен ырă пуçарупа йĕркене кĕртмелле.
Вут-шанкă кирлех ял çыннине. Пĕри кăмака ăшши пултăр тесе, газ перекетлесе вутă çунтарать. Эрнесерен мунча хутса рехетленме те вутă кирлĕ. Йăмра мĕнрен кая?