Шупашкаршăн!
Çĕршыври чи илĕртÿллĕ хулана тупса палăртас тĕлĕшпе «город-россии.рф» сайтпа çулленех сасăлав ирттереççĕ. Чи нумай сасă пухакан хула çĕнтерÿçĕ пулса тăрать.
«Раççей хули — наци суйлавĕ» проект пуçласа 7 çул каялла ĕçлесе кайнă. Малтанхи тапхăрта Шупашкар чи нумай сасă пухакан 5 хула хушшинче пулнă. 2013 çулта 1-мĕш вырăн йышăннă.
Кăçалхи сасăлав кăтартăвĕсене раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Хальхи вăхăтра тăван хуламăршăн 30 пин çын сасăланă. Рейтингра вăл 11-мĕш вырăнта. Владикавказ — 1-мĕшĕ.
Юратнă Шупашкаршăн сасăлар!