Комментировать

13 Июл, 2018

Пурнăç таппинчен юлмасăр

Ял корреспонденчĕсен 3-мĕш съезчĕн делегачĕсем. Шупашкар, 1926 ç.

Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитрĕ. Çак куна паллă туса эпир истори çыхăнăвне тата 1923 çулхи утă уйăхĕнче йĕркеленнĕ Журналистсен тата писательсен «Канаш» союзĕн ырă йăли-йĕрки ăруран ăрăва куçса пынине çирĕплететпĕр.
Аваллăх чатăрĕ витĕр
Историксем çирĕплетнĕ тăрăх — Чăваш Енре журналистика XVIII ĕмĕр вĕçĕнче никĕсленнĕ. Ăна пуçарса яракансен йышĕнче Охадер Томеев, Еремей Рожанский, Спиридон Михайлов, Николай Золотницкий, Иван Яковлев, Алексей Рекеев, Никифор Охотников, Иван Юркин публицистсем тата ыттисем пулнă. Чăвашла тухакан хаçат-журнал пулманран вĕсем хăйсен хайлавĕсене кĕпĕрне хулисенче, çĕршывăн тĕп хулинче кун çути куракан кăларăмсенче вырăсла пичетленĕ. 1899 çулта И.Юркин писатель «Пăлхар» хаçат кăларма хатĕрленнĕ, анчах ăна влаçсем чарнă. Пĕрремĕш революци çулĕсенче çеç правительство «Хыпар» хаçат кăларма ирĕк панă. Вăл Хусанта 1906-1907 çулсенче тухса тăнă. Пĕрремĕш чăваш хаçатне никĕслекенĕ тата унăн пĕрремĕш редакторĕ — Николай Никольский профессор, общество деятелĕ. Граждан вăрçи хыççăн республикăра чăвашла уес хаçачĕсем тухма пуçланă. 1920 çулта Чăваш автономине туса хурсан облаç кăларăмĕсем уçăлнă.

«Канаш» — пирĕн союз
Анчах пултарулăх союзне йĕркелес ĕçе вĕçне çитереймен. Çак яваплăха «Канаш» хаçат журналисчĕсем хăйсем çине илнĕ. Вĕсем пуçарнипе 1923 çулхи çĕртмен 30 — утă уйăхĕн 1-мĕшĕсенче Шупашкарта пичет ĕçченĕсен пухăвĕ иртнĕ. Унта журналистсемпе писательсен «Канаш» союзне йĕркелеме йышăннă, организаци уставне, ертÿçĕсене çирĕплетнĕ. Союзăн бюро председательне çав çулсенчи паллă патшалăх деятельне Даниил Эльмен /Семенов/ журналиста суйланă, яваплă секретаре «Канаш» хаçат редакторне Николай Золотова лартнă.
1923 çул вĕçленнĕ тĕле «Канаш» союза 40 ытла пичет ĕçченĕ кĕнĕ. Етĕрнере, Канашра, Хĕрлĕ Чутайра, Кавалта пуçламăш организацисем йĕркеленнĕ. Союз пуçарнипе Шупашкарта «Сунтал» /1924/, «Капкăн» /1925/ журналсем, «Çамрăк хресчен» /1925/ хаçат тухма пуçланă, Чăваш радио тусĕсен пĕрлĕхне туса хунă /1925/.
Çав вăхăтра çĕршывра писательсен пултарулăх организацине йĕркелес юхăм пуçланнă. 1926 çулта «Канаш» союзăн виççĕмĕш с±езчĕ, республикăри чылай журналист хирĕçленине пăхмасăр, Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацийĕн учредительнăй с±езчĕ пулни çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Енри журналистсем виçĕ вунă çуллăха хăйсен пултарулăх организацийĕсĕр тăрса юлнă.
Иккĕмĕш çуралнă кун
Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ 1959 çулта çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă: парти органĕсен йышăнăвĕпе Чăваш Енре СССР Журналистсен союзĕн уйрăмне йĕркеленĕ. Каярахпа ăна ЧАССР Журналистсен союзĕ ят панă. Çав тапхăрта организацире 93 журналист шутланнă. Хальхи вăхăтра вăл 500 ытла пултарулăх çыннине пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчен чылайăшĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлет. Республикăри «Хыпар», «Советская Чувашия», хуласемпе районсен хаçачĕсен, «Чăваш Ен» телерадиокомпани çумĕнче союз уйрăмĕсем йĕркеленнĕ.
Чăваш Енри Журналистсен союзне тĕрлĕ çулсенче М.С.Семенов /1959-1971/, П.А.Крысин /1971-1984/, Д.Ф.Семенов /1984-1989/, И.П.Кириллов /1989-1990/, А.П.Казанов /1990-1992/ ертсе пынă, 1992 çултанпа союз председателĕ В.П.Комиссаров.
ЧР Журналистсен союзĕн правленийĕ организацие çирĕплетес, журналистсен професси пĕлĕвĕн шайне ÿстерес, вĕсен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлет. Унăн ĕç-хĕлĕнчи тĕп çул-йĕртен пĕри вăл — журналистсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси. Редакци ĕçченĕсем валли семинарсем, пресс-конференцисем, «çавра сĕтелсем», тĕп редактор кунĕсем иртеççĕ. Пултарулăх конкурсĕсем журналистсен професси ăсталăхне ÿстерме май параççĕ. Пирĕн кăларăмсем Раççей тата регион конкурсĕсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. ЧР Журналистсен союзĕ çулсерен Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕллĕ премисен конкурсĕсене йĕркелет. Пултаруллă вун-вун журналист республика премийĕсен лауреачĕсем пулса тăнă.
Малашлăх тĕллевĕсем
Чăваш журналистикин историйĕнче ку таранччен те тĕпчесе çитереймен вырăнсем сахал мар: хăш-пĕр информацие вуншар çул тĕпчевçĕсенчен пытарса усранă, теприсен чăнлăхне çирĕплетмелле пулнă. Çавăнпа темиçе çул каялла Чăваш Енри Журналистсен союзĕ республикăри информаци хатĕрĕсен историне, вĕсен хальхи вăхăтри аталанăвне, пултарулăх пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне халалланă кĕнеке кăларма пуçларĕ. Çак шутра — «Журналисты Чувашии» /2005/, «Городские и районные газеты» /2007/, «Говорят и показывают Чебоксары» /2008/, «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» /2014/.
Энциклопедие хатĕрлесе виçĕ çул иртрĕ. Ăна пухса кăларма хуласемпе районсен редакцийĕсем, республикăри чылай массăллă информаци хатĕрĕ, журналистика ветеранĕсем, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хутшăнчĕç. Архиври çĕр-çĕр документа пăхса тухнă, çав вăхăтра пурăннă,ĕçленĕ çынсем каланисене çырса илнĕ, вун-вун справочникпе ытти кăларăма тĕпченĕ. Фактсемпе пулăмсен чăнлăхне уçăмлатнă, çĕнĕ ятсем шыраса тупнă. Кĕнекене Чăваш Енре тĕрлĕ çулта тухса тăнă пичет тата электрон кăларăмĕсем çинчен каланисене, журналистсен, чăваш хаçачĕсемпе журналĕсен пĕрремĕш редакторĕсен биографийĕсем кĕнĕ. Кăларăмра 2400 ытла словарь статйи, 1400 ытла иллюстраци. Кĕнекене массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ăсчахсем, культура деятелĕсем, аслă шкулсен преподавателĕсем, студентсем, тăван тăрăхпа кăсăкланакансем валли кăларнă.
Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн малашлăх тĕллевĕсем те пысăк — çĕнĕ шухăшсем, проектсем, конкурссем, фестивальсем, кăсăклă семинарсем, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи ĕçтешсемпе йĕркеленĕ тĕлпулу нумай пулĕ. Çавăн пекех союз журналистсен организацийĕн пĕр ĕмĕрхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет.
n Валерий КОМИССАРОВ,
Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.