Комментировать

11 Июл, 2018

Бройлер чĕпсем мĕнле чире пула вилнĕ-ши?

Çак ыйту паян республикăри Ял хуçалăх министерствине те, Патшалăх ветеринари службине те канăç памасть. Патăрьел районĕнчи Патăрьелти кил хуçалăхĕнче - 11, Комсомольски тăрăхĕнчи икĕ кил хуçалăхĕнче харăсах 43 чĕпĕ вилнĕ.

Хуçисем аптраса ÿкнĕ: "Предпринимателе шанса туянтăмăр та - усси пулмарĕ, тăкак çеç куртăмăр!" Аптранипе инкек çинчен асăннă районсен чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцисене пĕлтернĕ. Вĕсенчен бройлер чĕпсем вилсе выртнă хуçалăхсене çийĕнчех çитнĕ, биоматериал илсе республикăн чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен лабораторине çитернĕ. Унтан ăна тĕпчеме Владимир хулинчи лабораторие ăсатнă. 

Бройлер чĕпсем кайăк-кĕшĕк грипне пула вилме пултарнă тесе шухăшлаççĕ. Паянхи кун унтан тĕпчев ирттерсе палăртнă диагноза республикăна пĕлтермен. Çавăнпа кайăк-кĕшĕк грипĕ тесе пĕтĕмлетмĕпĕр.

"Апла пулин те асăннă районсенче ветслужбăн кайăк-кĕшĕк грипне профилактикăлассипе, чире палăртнă ялсенче унăн çулне пÿлессипе çыхăннă ĕçсене паянах пурнăçлама тытăнмалла", - терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Сергей Артамонов паян Правительство çуртĕнче ирттернĕ эпидемие хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче.

Ял хуçалăх министерстви тата ветслужба чире сарăлма парас мар тесе паянах ĕç планне çирĕплетеççĕ.
 

Рубрика: