Комментировать

16 Мар, 2018

Суя укçаран асăрханăр

Юлашки вăхăтра республикăра суя укçасем тупни çинчен пĕр хутчен çеç мар илтме тÿр килчĕ. Укçа чăн пулнине мĕнле майпа пĕлме пулать?
А.СТЕПАНОВА.
Çĕнĕ Шупашкар хули.
Раççей Банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх — 2017 çулта Чăваш Енре 185 суя укçа тупнă. Ку малтанхи çулхинчен 28 процент нумайрах. Ытларах 1000 тата 5000 тенкĕлĕххисене «ÿкереççĕ».
Укçа чăн е суя пулнине кирек кам та ятарлă приборсемпе усă курмасăрах виçĕ паллăна тĕрĕслесе палăртма пултарать. Тĕслĕхрен, çутă çине тытсан укçа çинче шыв паллисене, хÿтĕлев хăйăвне тата микроперфорацие курма май пур.
2010 çулта кăларнă 5000 тенкĕлĕххине тĕрĕслесе пăхар-ха. Укçана чалăштарсан Хабаровск хулин гербĕ çинчи горизонтальлĕ йĕр çÿлелле е аялалла куçать /хÿтĕлев хăйăвĕ çинче темиçе хутчен «5000» тесе çырнине курма пулать, вĕсем укçана чалăштарсан унталла-кунталла куçаççĕ/.
Çутă çинче шыв паллине — Н.Н.Муравьев-Амурский портретне, микроперфорацие /Хабаровск гербĕнчен аяларах вĕтĕ-вĕтĕ шăтарса çырнă 5000 хисепе/ асăрхама пулать. Пÿрнесемпе сăтăрсан укçа хĕррисенче куç курманнисем валли тунă паллăсене туйса илме май пур. Пысăклатса пăхсан Амур шывĕн аякри çыранне вĕтĕ графика элеменчĕсенчен ÿкерни курăнать.
Укçан чăнлăхĕ иккĕлентерсен ăна кирек хăш банка та экспертизăна пама юрать. Е шалти ĕçсен органĕсенчен пулăшу ыйтмалла.
2017 çул вĕçĕнче Раççей банкĕнчен Чăваш Ене 200 тата 2000 тенкĕлĕх укçасем килчĕç. Вĕсене те хÿтĕлев паллисемпе тивĕçтернĕ. Çĕннисен шутĕнче: 2000 тенкĕлĕх укçа çинчи хĕвел таврашĕнче ÿкернĕ кĕперлĕ ылтăн ункă. Укçана унталла-кунталла хускатсан ункă куçнине асăрхама пулать. Тепĕр паллă — модернизациленĕ голографи хăйăвĕ. Çавăн пекех укçа çине пуçласа QR-кодсем вырнаçтарнă. Вĕсене укçан пиччĕн енчи сылтăмри аялти кĕтесре курма пулать, унтах Раççей банкĕн сайчĕн страницин адресне /www.cbr.ru/ кăтартнă.
Хальхи вăхăтра Раççей укçине хÿтĕлесси тĕнче шайĕнче пулса пырать. Раççей банкĕ ку енĕпе вĕçĕмсĕр çĕнĕлĕхсем шырать, хÿтĕлевĕн çĕнĕ паллисене шухăшласа кăларать, модернизациленĕ укçасене çаврăнăша кĕртет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.