Комментировать

10 Июл, 2018

Чăваш Ен курава хутшăнать

Ĕнер, утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Екатеринбургра IX Пĕтĕм тĕнчери «Иннопром» промышленноç куравĕ уçăлнă. Вăл 12-мĕшĕччен ĕçлĕ.

ИННОПРОМ — Раççейре иртекен Пĕтĕм тĕнчери промышленноç выставки. Ăна Екатеринбургра 2010 çултанпа ирттереççĕ.

Курава Чăваш Республикин официаллă делегацийĕ те хутшăнать. Йыша ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин, «Каскад» НПО», «ЭнергоМаш завод» ООО, «Проектэлектротехника» ООО, «Ортис» ООО тата ытти предприяти-организаци представителĕсем кĕнĕ.

Кăçалхи мероприятин тĕп теми — «Цифра производстви». Çавăн пекех промышленноçа автоматизацилессипе тата роботизацилессипе, транспорт машиностроенийĕпе, промышленноç инновацийĕпе, т.ыт.те çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç. Тăватă куна тăсăлакан программăна 12 тематикăпа 150 ытла уçă клаçу йĕркелессине кĕртнĕ. Унта Германири, Италири, Чехири, Китайри, Аслă Британири 500 ытла спикерпа тĕнче шайĕнчи экспертсем хутшăнĕç.

 

Рубрика: