Юлашки рейс
Çак инкек — унта лекнисемшĕн, ăна курнисемшĕн, вилнисен тăванĕсемшĕн ÿт илми суран пек. Тивсе кайнă маршруткăна сÿнтерес, унта хĕсĕнсе ларнисене çăлас тĕллевпе кашниех хăй тума пултарнине пĕтĕмпех тунă, анчах тăватă çын пурпĕр çунса кайнă. Кунашкалли республикăра пулман та пуль. Халь текех ан пултăр темелли çеç юлать…
Паян та куç умĕнче…
2015 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ, 13 сехет те 45 минут. Шупашкар районĕнчи çав вырăна, Кÿкеçрен тухнă çĕрти çул сыпăкне, транспорт хатĕрĕсенчен пĕрин видеорегистраторĕ сăнланă. Микроавтобус пыракан йĕр çине кĕтмен çĕртен МАН грузовик сиксе тухнă. Хăрушă авари. Пассажирсене кăларас тесе çынсем маршрутка алăкне те уçса ĕлкĕреймен — салона вут-çулăм ярса илнĕ. Вăл питĕ хăвăрт сарăлнă, кĕске вăхăтра «Пежо» микроавтобуса пĕтĕмпех ярса илнĕ — унта пухăннă çынсем пĕри те тепри çулăма сÿнтерме тăнă пулин те транспорт хатĕрĕ пысăк кăвайта çаврăннă.
Пассажирсенчен хăшĕсем хăйсемех салонран сиксе тухма пултарнă. Анчах машинăсем çапăннă май чылайăшĕ тăн çухатнă — вĕсене ыттисем сĕтĕрсе кăларнă. 16 çынна, çав шутра ачасене, çăлнă. Аманнисене кунта чарăннă автомобилистсем васкавлă медпулăшу çитессе кĕтмесĕрех больницăна илсе кайнă.
Анчах кабинăра тата салонăн хыçалти пайĕнче тăватă çын хĕсĕнсе ларнă. Вут-çулăм вара вĕсем патнех çывхарать, лапчăннă металл «читлĕхне» лекнисене ятарлă инструментсăр çăлма çук. Ахаль огнетушительсем усăсăр, вĕсене пĕр 15 штук та саптарнă пуль — кăлăхах, кунашкал пушара машина багажникĕнче илсе çÿрекен огнетушительпе кăна сÿнтереймĕн. Водителĕн тата виçĕ пассажирăн çăлăнас шанăç юлман — вĕсем вун-вун свидетель куçĕ умĕнчех çунса кайнă. Çав çынсем мĕскĕнсене çăлайманшăн паян кунчченех хăйсене каçараймаççĕ, инкеке манаймаççĕ.
Кам айăплă?
Çав самантра маршруткăра 20 çын пулнă. Ытларахăшĕ авари мĕнле пулнине курман, машина çапăннине туйнă — çавă çеç. Ун чухне транспорт юхăмĕ пысăк пулнă, машинăсем пĕрин хыççăн тепри пынă темелле. Çавăнпа та грузовик микроавтобуса пырса çапнă май хыççăн пыракан ВАЗ-21099 автомобиле те лексе сиенленĕ. Маршруткăпа МАН сылтăмалла сулăнса кайнă, унта вĕсемпе ГАЗ-24840 çапăннă. Çапах груз турттаракан транспорт хатĕрĕн куçăмĕн калама çук пысăк хăвачĕ «Шупашкар — Çĕрпÿ» маршрутпа çула тухнă «Пежо» çине лекнĕ.
Арăмĕпе хĕрĕ 38 çулти арçынна кĕтсе илеймен, ял хуçалăх академийĕн 21 çулти студентки килне çитеймен — аслă хĕрĕн телефонĕ çине шăнкăравланă амăшне авари пулнă вырăна пĕр тăхтамасăр килме сĕннĕ. Хĕрарăм тепĕр кунне хĕрне моргра аран-аран палланă. Техникумра вĕреннĕ 17-ри хĕр амăшĕн те хурлăхлă çак процедурăна хутшăнма тивнĕ. Унăн телефонĕ сас паман, каçхине вара ашшĕ-амăшĕ Шупашкар районĕнчи авари пирки телехыпарсенчен пĕлнĕ. Арканнă маршруткăра Çĕрпÿре пурăннă 53 çулти хĕрарăм пурнăçĕ те татăлнă, унăн 17-ри ывăлĕ тăлăха юлнă…
МАН рулĕ умĕнче 47-ри арçын, Чулхула çынни, пулнă. Чулхулари фирмăра ĕçлекенскер Хусана груз леçнĕ те каялла таврăнма тухнă. 30 çулпа танлашакан стажлăскер ăнлантарнă тăрăх, вăл хăйĕн грузовикне хыçалтан «Шкода» пырса çапнă хыççăн çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса кайнă. Çăмăл машина рулĕ умĕнче Канаш районĕн 18 çулти çамрăкĕ пулнă. Эппин, виçĕ уйăх каялла кăна водитель удостоверенийĕ илнĕ каччă айăплă-и?
Йĕкĕт авари хыççăн виçĕ кун иртсен те тăна кĕрсе çитеймен-ха — калаçайми пулса ларнă темелле. Анчах пирвайхи экспертиза кăтартăвĕсемех çынсен вилĕмĕшĕн вăл айăплă маррине çирĕплетнĕ. Вăл грузовик хыççăн пынă май хăрушă мар дистанцие уяманшăн кăна айăплă.
«Опель» пулнă-и?
Следстви ыйтнипе тĕпчев ирттернĕ специалист çăмăл «Шкода» айккинчен пырса тăрăннă май йывăр МАНа çулăн сулахай енне тĕртсе кăларма пултарайманнине палăртнă. «Шкода» транспорт юхăмĕнче сехетри хăвăртлăха 50 километртан ытла ирттерейменнине шута илсен — пушшех.
Свидетельсем те ăнлантараççĕ: фура çулăн транспорт хирĕç енне ăнсăртран сулăнса кайман, вăл каялла хăйĕн йĕрĕ çине таврăнас, микроавтобуспа çапăнасран пăрăнас тени те сисĕнмен. Мĕншĕн çапла хăтланнине водитель тăван хулине çитсен ăнлантарса пани уçăмлатнă. Ун чухне вăл сылтăмран сиксе тухса унăн çулне пÿлнĕ «Опель» çине пырса кĕресрен асăрханса тăруках тормоз педалĕ çине пусрăм тесе çирĕплетнĕ. Çакă «Шкода» водителĕн кăтартăвĕсене хирĕçлемест: вăл та МАН тăруках хăвăртлăха чакарнипе ун çине пырса кĕни пирки калать. Çав «Опелех» грузовик водительне сулахаялла пăрса илме хистенĕ пуль. Чăн та, вăл хăй çакна ниепле те йышăнман.
Свидетельтен айăпланакан пулса тăнăскер кăштахран кăтартусем пама та хирĕçленĕ — Конституцин 51 статйи çапла тума ирĕк парать. Ĕçе пирвайхи хут суда ăсатнă хыççăн вăл суд ларăвĕсене те килме пăрахнă, телефонне сÿнтернĕ — ăна шырава пама тивнĕ. Анчах материалсене тĕпчеве малалла тăсмашкăн урăх сăлтава пула тавăрса панă. Суд пĕтĕмлетÿ тунă эксперта допрос тăвайман — вăл кĕтмен çĕртен йывăр чирленĕ те вилсе кайнă. Хÿтĕленекен ен вара анлă экспертиза ирттерме ыйтнă.
«Вăрттăнлăх» формули
ЧР ШĔМĕн Следстви управленийĕн çулсем çинчи аварисене тĕпчекен пайĕн аслă следователĕ юстици капитанĕ Иван Петренко кăткăс çак ĕçе тĕпчеме шаннă виççĕмĕш çын пулнă ĕнтĕ. «Чăннипе, шăпах ĕç алăран алла куçни нумай кăткăслăх кÿчĕ», — тет Иван Иванович. Çук, ĕçтешĕсене ÿпкелемест — вĕсен ĕçĕн пахалăхне хурламасть. Пĕтĕмпех пĕр тĕвве пухмалла-çке — следстви пĕтĕмлетĕвĕн тĕрĕслĕхĕ тĕлĕшпе никамăн та, чи малтанах судăн иккĕленÿ ан юлтăр. Вăл е ку ыйтăва татса парас енĕпе çине тăрса ĕçленĕ чух вара тупсăмĕ пач кĕтмен çĕрте тупăнма пултарать.
Петренко телевизорпа урăх регионта пулнă авари кадрĕсене ăнсăртран тенĕ пек курнă. Унта та пирĕн тĕслĕхри пек МАНа хыçалтан пĕчĕк грузовик пырса çапнă. Çапах машина малтанах сулăнса илнĕ пулин те водитель ăна самантрах тÿрлетме пултарнă. Çак видео следователь шухăшне çирĕплетнĕ: Кÿкеç патĕнчи аварире йывăр МАН çăмăл «Шкода» пырса çапнине туймасса та пултарнă. Кăçалхи кăрлач вĕçĕнче следователь ыйтнипе аваришĕн айăплăскере арестленĕ, СИЗОна вырнаçтарнă.
Анлă тĕпчев ирттернĕ экспертсен комиссийĕ те иккĕленÿсĕр пĕтĕмлетÿ тунă. Тĕпчев кăтартăвĕ, тĕрĕссипе, унран килнĕ. Çак ушкăна Йошкар-Ола специалисчĕ, Шупашкарти вузсенче ĕçлекен техника наукисен кандидачĕпе докторĕ кĕнĕ. Вĕсем çăмăл машинăн грузовик çулне улăштармашкăн мĕнлерех вăйпа пырса çапмалла пулнине шутласа палăртнă. Çав аварире ку вăй виçи чылай пĕчĕкрех пулнă.
Шупашкар районĕн сучĕ Чулхула çынни Уголовлă кодексăн 264 статйин 5-мĕш пайĕпе пăхнă преступленишĕн /водитель çул-йĕр правилисене пăснă май тăватă çынна вилĕм кÿни тата тăватă çын сывлăхне йывăр сиен кÿни/ айăплине çирĕплетнĕ. Ăна 6 çуллăха ирĕксĕр хăварма, колони-поселение ăсатма йышăннă. Анчах айăпланакан çак приговор тĕлĕшпе ЧР Аслă судне çăхав çырнă, çавăнпа та вăл вăя кĕмен-ха. Инкек тÿснисем унран сиене саплаштарма укçа шыраса илмешкĕн тавăçсем тăратман. Халь çапла тума пултараççĕ — гражданла тавăç тăратса.
Ольга ПАВЛОВА