Комментировать

Кам-ха вăл — староста? Тĕрлĕ хурав илтме пулать, анчах чи тĕрĕсси çакă — обществăн пур ĕçне хăй çине илме ÿркенмен, ыттисемшĕн те вăй хуракан çын — тенĕ пулăттăм.
Калама кăна çăмăл
Тен, çавăнпах ăна ялта хисеплеççĕ те. Калама кăна çăмăл — староста! Яваплăхĕ мĕн чухлĕ унăн. Пурнăç улшăнса пырать пулсан та ыйтăвĕсем çавах юлаççĕ: шыв пăрăхĕсене улăштарасси, çул юсасси, ял урамĕсене тирпейлесси, выльăх-чĕрлĕх валли кĕтÿ кĕтмелли вырăн йĕркелесси, йывăç лартасси… Вулакана паян каласа кăтартакан çын çак йышран. Сăмахăм Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски ял тăрăхне кĕрекен Пархикассинче 49 çул каялла кун çути курнă, унтах тымар ярса пурăнакан Валерий Романов çинчен. Çемьеллĕ, икĕ ачаллă, ватă амăшĕпе пĕрле пурăнать. Хĕрĕпе ывăлĕ шкул пĕтерсе аслă пĕлÿ илнĕ: Андрей — спорт аналитикĕ, Надя, ялти шкула — ылтăн медальпе, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскер, тĕп хулари ача-пăча поликлиникинче стоматологра ĕçлет. Çав вăхăтрах ординатурăра та вĕренет.
Валерий Геннадьевич хăй ялти шкулти сакăр класс хыççăн Ишлейри вăтам шкулта вĕреннĕ, унтан Шупашкарти электроаппарат заводне слесарь-ремонтнике вырнаçнă. Çар хыççăн та унтах таврăннă. 1994 çулта коммуналлă хуçалăх предприятине вырнаçнă та паян кунчченех унта вăй хурать. Унсăр пуçне унăн общество ĕçĕ пур. Валерий Геннадьевича ял тăрăхĕн депутатне виçĕ хутчен суйланă. Хальхи вăхăтра вăл хăй пурăнакан Шоссе урамĕн депутачĕ, çавăнпа пĕрлех — ял старости те.
Мĕншĕн шăпах ăна?
«Халăх ыйтать те — хирĕçлемен, — çапларах пулчĕ унăн хуравĕ. — Пĕрремĕш хутĕнче старостăна хамсăрах суйланă. Ял çыннисенчен ытларахăшĕ çулланнă, вĕсем вара çамрăксенчен пулăшу кĕтеççĕ, уссине курас теççĕ. Вун-вун çул юнашар тĕпленсе, килĕштерсе пурăнакансене мĕнле хирĕçлĕн-ха?» Тĕрĕссипе, староста пулман чухне те ялпа çыхăннă ĕçсене хастар хутшăннă Валерий Геннадьевич. Сăмахран, ял масарĕн картине, алăкне çĕннипе улăштарма пуçланă вăхăтра вăл староста пулман. Çак ĕçе ялăн ун чухнехи «хуçи» Юрий Сурков ертсе пынă, çапах Романов та пархатарлă пуçаруран пăрăнман.
Юрий Михайлович ĕçлеме пăрахсан «тилхепене» Романова тыттарнă. Юлашки çулсенче ял тăрăхĕн территорине тирпейлĕ тытасси çине тимлĕ пăхма пуçланă. Коммуналлă хытă каяшсен ял çывăхĕнчи татти-сыпписĕр купаланса выртакан куписене пĕтересси, халăхăн экологи тимлĕхне ÿстересси — ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе старостăсен чи çивĕч ыйтăвĕ. Пархикассисем ăна мĕнле татса параççĕ-ха? Çак ĕçпе çыхăннă яваплăха ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Рудольф Васильев Валерий Романов старостăна шанса панă. Кил таврашĕнче пуçтарăннă кирлĕ мар япаласене ял çыннисем малтан валеçсе панă михĕсене типтерлĕн пуçтараççĕ. Унтан Валерий Геннадьевич машина тата грузчик тытса хытă каяшсене Çĕнĕ Шупашкарти полигона ăсатать. Çак ĕçе çулталăкра 7-8 хут пурнăçлама тивет.
Шыв башни, пушар чанĕ
Ака, çу уйăхĕсенче ял старостин пуçарăвĕпе санитарипе экологи субботникĕсем йĕркелеççĕ. Çĕньял Покровски ял тăрăхĕнче пурăнакансем кăçал та питĕ хастар хутшăннă унта. Культура учрежденийĕсемпе шкул таврашне кăна мар, масара та, урамсене те тирпейленĕ. Унта ял тăрăхĕн администрацийĕнче, клубра ĕçлекенсем, ял çыннисем, шкул ачисем çанă тавăрса вăй хунă.
Тата çакна та палăртса хăвармалла: ял тăрăхĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ вырăнти пуçарусене тĕпе хурса общество инфратытăмне аталантармалли проектсен конкурсне хутшăнса çĕнтернĕ. Хальхинче мĕн тунă-ха? Шыв башнине, урамсенчи шыв пăрăхĕсене юсанă, улăштарнă. Кунта старостăн тивĕçĕ мĕнре тетĕр-и? Вăл халăхпа канашланă, ял-йыш шухăшне ыйтса пĕлнĕ. Çакă çеç-и? Юсав валли халăхран укçа пуçтарнă. Пархикассисем килĕрен 1000-шер тенкĕ панă, ытти 60 процентне — патшалăх. Республика кунĕ тĕлне подрядчиксем ĕçсене вĕçленĕ те ĕнтĕ.
Çуллахи вăхăтра пушар хăрушлăхĕ пысăк. Пархикассисен хăйсен пушар машини çук, Ишлейсен — пур. Ăна юсама пĕлтĕр ял çыннисенчен 100-шер тенкĕ пуçтарнă. Валерий Романов хăй вăйĕпе чан çапмалли хатĕрсем ăсталанă.
Пĕрле ĕçлеççĕ, канаççĕ
2016 çулта Çĕньял Покровски ял тăрăхĕнче Шупашкар районĕн Акатуйĕ иртнĕ. Çак чыса çĕнсе илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсра ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Уншăн уйăрса панă укçа-тенкĕпе урамсене юсама усă курнă. Ял тăрăхне кĕрекен кашни ялăн урамĕсен пĕр пайне вак чул сарма май килнĕ. Ĕç çакăнпа чарăнса ларман. Пĕлтĕр Пархикассинчи Октябрь урамĕн çулне пĕтĕмпех юсаса çитернĕ. Кăçал вара Шоссе урамĕнче ĕç кĕрлесе тăрĕ.
Ытти çул Ял кунне кашни ялтах йĕркеленĕ. Халĕ те иртеççĕ-ха вĕсем, анчах çĕнĕлле темелле-ши? Ял тăрăхĕнче — пĕрре. Палăртнă вырăнта кашни ял хăйĕн ретне тăвать, ăна ал ăстисен ĕçĕсемпе хитрелетет, куравсем, стендсем хатĕрлет. Пĕр-пĕрин еткер пуянлăхĕпе паллашни хăй мĕне тăрать. Унсăр пуçне юрă-ташă маçтăрĕсем ятарлă сцена çинче концерт кăтартаççĕ. Пĕрле ĕçлеме, пĕрле канма кăмăллă-çке!
Романовăн савăнăçĕ
Тата мĕн тумалла? «Ĕçлес тесен ĕçĕ тупăнсах пырать, — тет Пархикасси старости. — Культура çуртне те юсанă, ял центрĕ, малтанхипе танлаштарсан, питĕ илемлĕ, хăтлă. Ял Шупашкартан 18 çухрăмра кăна вырнаçнă, çавăнпа унта çамрăксем те йышлă. Ĕçе, паллах, хулана çÿреççĕ. Апла пулин те тăван кĕтесĕнчен тухса каймаççĕ. Май тупса çĕнĕ çурт-йĕр, хальхи йышшине, капмаррине, пур енĕпе те хăтлине, çавăрма тăрăшаççĕ. Çакă мана, ял çыннине, савăнтарать».
Хăйĕн хĕрĕ те, хулара ĕçлет пулсан та, каçсерен тăван кĕтесне, ашшĕ-амăшĕ патне çÿрет. Çитĕнекен ăру пĕчĕк çĕрĕ-шывĕпе çыхăнăва татманни чунне лăплантарать, çуралнă ялĕшĕн тата ытларах ĕçлеме хистет ăна.
Надежда СМИРНОВА.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.