Комментировать

6 Июл, 2018

«Пирĕн ял старости»

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Ионова Çĕнĕ Атикасси ялĕн старости Галина Чангайкина пирки каласа кăтартрĕ:
«Галина Чангайкина староста тивĕçĕсене тахçантанпах пурнăçлать: 8 çул ытла. Унăн чунĕнче кашни кунах уяв пуль: ывăнма та, тунсăхлама та пĕлмест, пурнăçа ÿпкелемест. Вăр-варскер халăхпа пĕр чĕлхе тупма, ял уявĕсене хаваслă йĕркелеме, çынсене пĕрлехи ĕçе хутшăнтарма аван пултарать. Мăшăрĕ те питĕ ĕçчен. Туслă çемье виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕ Надежда халĕ çемьеллĕ, Галина мăнукĕпе вăхăт ирттерме кăмăллать.
Темиçе çул вăл Çĕнĕ Атикасси клубĕнче методистра ĕçлерĕ. Çав вăхăтра çамрăксене те, аслă ăрурисене те ахаль лартмарĕ. Вăл ертсе пынипе ачасем, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç спектакле, тĕрлĕ концерта хастар хутшăнчĕç. Халĕ те ял уявĕсене питĕ кăсăклă ирттерме тăрăшать. Çамрăксем тĕрлĕ юмах сăнарне çаврăнаççĕ — таçтан чаплă артистсем килнĕ пекех курăнать. Галина юрлама ăста. Вăл Кивĕ Атикасси ял тăрăхĕнчи «Шупуç» фольклор ушкăнне çÿрет. Пултарулăх коллективĕпе пĕрле районти чылай уява çитет.
Вăл çынсене итлеттерме пĕлет, такамăн кăмăлне те çавăрать: çамрăкпа — çамрăк пек, ватăпа — ватăлла. Çавăнпа ăна юратаççĕ те. Акă çуркуннесерен çынсене йывăç лартма ертсе тухать. Çĕнĕ Атикассирен Чурпая каякан çул хĕррипе йывăçсем лартас ĕçе халăха хастар хутшăнтарчĕ, субботниксем те йĕркелет. Хушнине яланах итлет. Шанчăклă çын. Çĕнĕ Атикассинче пурăнакансем пирки мĕн те пулин пĕлес тенĕ чухне тÿрех ун патне шăнкăравлатăп. Вăл кирлĕ информацие хăвăртах тупса парать. Вăхăт çук тесе айккинче юлни пулман. Галина Чангайкинăна Кивĕ Атикасси ял тăрăхĕн Хисеп хучĕпе чысланă.
Манăн шухăшпа, ял старости халăхпа çыхăнма кирлĕ. Кирек мĕн пулсан та тÿрех ун патне шăнкăравлатăп. Ялта çавнашкал çын кирлех. Субботник йĕркелес пулсан, масара тирпейлес чухне халăха пуçтармалла-çке. Галинăпа çапла тачă çыхăну тытатпăр. «Çынна вĕрентни кирлĕ мар, тĕслĕх кăтарт çеç», — теççĕ. Галина Чангайкина ял халăхĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче».

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.