Комментировать

Пирĕн ентеш, пултаруллă ăсчах, патшалăх деятелĕ, историк, педагог, карап ăсти Алексей Николаевич Крылов Раççейре, тĕнчере пысăк хисепе тивĕçнĕ.
Вăл Пăрачкав районĕнчи Висяга — халĕ Крылово — ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шăпах çакăнта тĕвĕленнĕ те, ахăртнех, унăн ĕмĕчĕ. Пурнăçне карап тăвас ĕçпе çыхăнтарас тĕллевпе вăл çамрăклах тăван тăрăхран тухса кайнă. Анчах çуралнă çĕршыва нихăçан та манăçа кăларман, час-часах килсе çÿренĕ, ватăсемпе калаçнă, вĕсен ĕмĕр тăршшĕпе пухнă ăс-хакăлне ăша хывнă.
Академик пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ паянхи шкул ачисемпе студентсемшĕн, кун-çулне ăслăлăхпа çыхăнтарма хатĕрленекен аспирантсемпе çамрăк ăсчахсемшĕн тĕслĕх пулса тăма тивĕç. Н.Исаченко 1943 çулта СССР Ăслăлăхсен академийĕн ларăвĕнче пирĕн ентеш пирки «карап тăвакансен ăслăлăх шкулĕн ашшĕ» тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.
Алексей Крылов — чăн-чăн патриот. Октябрь революцийĕчченех вăл академик пулса тăнă. Кирек хăш ют çĕршыв патшалăхĕ те ăна хапăл туса йышăннă пулĕччĕ. Ентешĕмĕр Раççейрех юлнă, Совет влаçне йышăннă, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн ĕçлеме пуçланă, карап тăвас тытăма пысăк тÿпе хывнă. Совет правительстви унăн ĕçне пысăк хак панă: Сталин премийĕпе, Ленин орденĕпе виçĕ хутчен наградăланă, «Социализм Ĕçĕн Геройĕ» хисеплĕ ят панă.
Ăсчах анлă тавра курăмпа, хăйне евĕрлĕ шухăшлама пĕлнипе, «практикăран — теори патне» принципа тĕпе хунипе ыттисенчен уйрăлса тăрать. «Ку ĕçре эпĕ ыйтăвăн математика енĕсене мар, чи малтан пурнăçра усă курма май пуррине пĕрремĕш вырăна кăлартăм», — çырнă пĕррехинче Алексей Николаевич. Математика модельне хатĕрленĕ хыççăн вăл яланах тĕпчев меслечĕсене сĕннĕ, таблицăсем тунă, ĕçе вĕçне çитернĕ. Вăл сĕннĕ мелсенчен чылайăшĕ хальхи вăхăтра та пĕлтерĕшне çухатман. Çав çулсенче компьютер та, арифмометр та пулман. Логарифм линейки тата таблицăсем пулăшнипе шутланă, апла пулин те питĕ тĕрĕс шутласа кăларнă. Корпусĕ сиенленнĕ карапа путасран çăлмалли меслетсене тупас енĕпе Алексей Крылов уйрăмах çине тăрса ĕçленĕ.
Алексей ТЕРЕНТЬЕВ,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ
ЧПУ профессорĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.