Комментировать

5 Июл, 2018

Тракторпа арăм шырани, е Çынсен хапхисем мĕнпе айăпа кĕнĕ?

Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан 52 çулти арçын суд сакки çине ларнă. Ăна пуçтахланса ют çынсен пурлăхне юрăхсăра кăларнăшăн айăпланă, условлă майпа 3 çуллăха ирĕксĕр хăварнă.
Танк килет-им?
Çак ĕç-пуç Лапри Чăрăшкасси ялĕнче пĕлтĕрхи раштавăн 12-мĕшĕнче пулнă. Арăмĕ тахçантанпах килте çуккишĕн тарăхнă арçын Т-40М трактор рулĕ умне ларнă та хĕллехи сивĕ каç ял çыннисен хапхисене çĕмĕрме тытăннă. «Списокра» чи пĕрремĕшĕ — пĕр кил урлă пурăнакан кÿрши. Пĕтĕмпе вăл çав кун Лапри Чăрăшкассисене 120 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Арçын судра хăйĕн айăпне йăлтах йышăнман, тăкакне вара вăхăта тăсмасăр пĕтĕмпех саплаштарнă. Суд ăна условлă майпа 3 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă, 2 çуллăха юсанмашкăн вăхăт панă. Ку информацие республика прокуратурин сайтĕнче куртăмăр.
Çак кунсенче ятарласа Лапри Чăрăшкассине çитрĕмĕр. Яла пырса кĕрсен чăлăш-чалăш хапха, карта тавраш куç тĕлне пулмарĕ. Унтанпа çур çул иртнĕ те юсама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Лапри Чăрăшкасси пысăках мар, кунта пĕр-пĕрне палламан çын çук. Çыннисен хапхисене çĕмĕрсе çÿренĕ арçын ăçта пурăннине кăтартакан та тупăнчĕ. Вĕсен çурчĕ ял вĕçĕнчех. Кил умĕнче пĕр трактор ларатчĕ. Çак тракторпа преступлени тунă-ши Александр? Хапха алăкĕнчен шаккасан та уçакан пулмарĕ. Сыхланакана Турă та сыхлать тени пулчĕ-ши? Лавкка умĕнче хытах хăратрĕç те, пирĕн водитель асăрханса машинăна айккинерех лартрĕ. Кам пĕлет, арçын тарăхса кайĕ те тракторĕпе туххăмра лапчăтса хурĕ. Эх, хапха алăкĕ уçăласса кĕтсе илесси пулмарĕ. Урамра курăк çулакансем Александр ĕçе кайнине пĕлтерчĕç.
2017 çулхи раштавăн 12-мĕ¬шĕнче вăл ÿсĕр пулнă. Арăмĕ яланхиллех килтен тухса тарнă. Çавна пулах арçын никампа та хирĕçеймен-и е чăннипех те ăна шырама тухнă-и? Çиллине ниçта хурайманни Александра трактор тапратса тухма хистенĕ. Пĕр кил урлă пурăнакан кÿрши патне вĕçтернĕ. Юрать, урамри хăйăр купи тытса чарнă, çавăнпа çеç картишне кĕрсе «тикĕслеймен». Ĕç тухманнине кура малалла ыткăннă — çĕр варринче тракторпа арăм шыранă-çке вăл. Çывăхри тепĕр кил хуçалăхне çитнĕ. Ку — сăтăр кÿнĕ пĕрремĕш об±ект. Кил хуçи арăмĕпе урамра тĕл пултăмăр, вăл ĕç-пуç мĕнле пулса иртнине каласа кăтартрĕ. «Çĕр варринче çывăрнă çĕртен темĕн кĕмсĕртетнипе вăрантăм. «Танк килет-им?» — мĕлтлетрĕ ыйхăллă пуçăмра. Урамалла пăхрăм та — трактор хыттăн кĕрлет, кил умĕнче çап-çутă! «Вçо, пĕтрĕмĕр, тĕпĕ-йĕрĕпе ишсе тăкать», — терĕ упăшка. Кил умĕнчи хайхи трактор пирĕн ВАЗ-2107 маркăллă машинăна айккинелле сирпĕнтернĕччĕ. Унччен те пулмарĕ — «бомбардир» хапхана çĕмĕрме пуçларĕ. Гараж алăкĕн тăпсисем вĕçсех кайрĕç. Хуняман кивĕ çурчĕ силленет çеç. «Хăвăртрах тăхăн, пÿрт ишĕлме пултарать кĕçех!» — кăшкăрчĕ мăшăр. Урамра сивĕччĕ, çил-тăман вĕçтеретчĕ. Хайхискер тракторĕпе хапхана миçе хутчен кĕрĕслеттерчĕ-ши, юрать, юписем тимĕртен те, картишне кĕрсе каяймарĕ. Хапхана пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкрĕ. Упăшка тăхăнса тухнă çĕре тракторĕпе тарма ĕлкĕрчĕ арçын. Çав каç çывăрасси пулмарĕ. Манăн юн пусăмĕ 220 таран ÿссе кайрĕ. Тепĕр кунне ÿсĕрле хайхискер пирĕн пата каçару ыйтма килчĕ. «Ку машинăна тахçанах «муталаса» тăкасшăнччĕ-ха эпĕ, мĕн туса ларать вăл урамра? Çапла кирлĕ те. Сире Турă тавăратех», — кăшкăрма, хамăра вăрçма пуçларĕ кайран. Мĕншĕн, ăнланмалла мар, хамăрах айăплă пулса юлтăмăр ун умĕнче? Çемье кивĕ машинăна нумай пулмасть çеç 35 пин тенкĕлĕх юсанă. Юрать, çĕнĕмарскере страховка тума ĕлкĕрнĕ. Александр вĕсен умĕнчи парăма çийĕнчех татнă.
Иномарка çăлăнса юлнă
Урса кайнă Александр çав каç кунпа çеç çырлахман — тăкăрлăкпа малалла ыткăннă. Куçĕ умне лавкка тĕл пулнă, унăн картишне самантра аркатса тăкнă. Çакăн хыççăн тракторпах куçĕ тĕлне пулнă гаража кĕме хăтланнă. Мураковсене те айккинче хăварман пуçтах арçын. Вĕсен картишне çĕмĕрсе кĕнĕ чухне газ пăрăхне авнă. Ниепле лăпланайман Александр тепĕр касри пуçанăшĕ пирки аса илнĕ. Хайхискер нумай пулмасть çеç 65 пин тенкĕлĕх автомат-хапха /кнопка пусса хăй тĕллĕн уçăлса хупăнаканни/ лартнă. Александршăн çав самантра хуть ылтăнран туни пулсан та çавах мар-и? Газ педалĕ çине мĕн пур вăйран пуснă та пысăк хăвăртлăхпа картише кĕрсе те ларнă — хаклă хапха йăтăнса аннă. Вăт сана автомат-хапха! Телее темелле-ши, ывăлĕ 1 сехет маларах çеç çĕнĕ иномаркипе хулана тухса кайма ĕлкĕрнĕ. Александрăн Турра тав тумалла куншăн, хаклă машинăна тÿлесе татма миçе çул пилĕк авма тивĕччĕ-ши?
Пуçанăшĕ патĕнче «пăнчă» лартнă арçын. Тăватă киле аркатса тăкса халтан кайнăскер арăмне тупаймасăрах ир енне килне таврăннă.
«Ÿкĕннине илтмен унран. «Пĕр каçра йăлтах ĕлкĕреймерĕм. Татах ишсе-ватса тăкмалли картишсем юлчĕç-ха. Шуршăлта та пĕр кил хуçалăхĕ пур — унта та çитмелле», — усал ĕçе татах тăвасси пирки сăмах пуçарчĕ Александр. «Ялта никам та кÿрентермен, тарăхтарман ăна. Çиллине хăй ниçта хурайман-и çав каç? Арăмĕ усал ĕçкине чăтайманнипе килтен тăванĕсем патне тухса тарать. Ачисем пĕчĕк чухне те ăçта май пур, çавăнта çавăтса чупатчĕ. Епле чăтать-ши мĕскĕн, çав арçынпа пĕр ырă кун та курмасть», — лавкка умне пуçтарăннă ял çыннисем çак çемье пирки вăрахчен калаçса тăчĕç.
Александрпа телефонпа çыхăнма май килчĕ. «Кам ертсе кайнă, кам хуçаланнă манпа çав каç — хам мар пуль. Ăслă-тăнлă çын çавнашкал хăтланас çук. Сывлăха психика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслерĕç — йĕркеллех. Пуçăм пачах та ĕçлемен çав кун. Шуйттанĕсем трактор çине лартса сĕтĕрсе кайрĕç-ши? Ытлашши эрех ĕçни ухмахла утăм тума хистерĕ пуль тетĕп, чуна лăплантарма хаяррине сыпнăччĕ. Хама çав тери усал çын тесе калаймастăп, паллах, çылăхăмсем çук мар. Ĕмĕрех чуна ыраттарса пурăнатăп. Арăмпа иксĕмĕр пĕр-пĕрне каçарайманнипе те çыхăннă пуль ку. Вăхăт сиплет теççĕ те», — ÿкĕнсе, çав вăхăтрах аванмарланса калаçрĕ карта-хапха аркатнă арçын.
Кил умĕнчи тракторĕ Александрăн пулман-мĕн. Ăна пиччĕшĕ пырса лартнă. Александрăн правине туртса илнĕ хыççăн трактор — картишрех. Юлташĕсемпе тăванĕсене унпа çÿреме, усă курма чармасть кил хуçи. Ял çыннисен умĕнчи пысăк парăма татас тĕллевпе Александр килĕнчи мĕн пур выльăха сутнă. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарта слесарь-сантехникра тăрăшать. Ĕçлеме ÿркенменскер выльăх-чĕрлĕхне çĕнĕрен ĕрчетес шухăшлă.
Елена АТАМАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.