Комментировать

4 Июл, 2018

Çĕнĕлĕх вĕсене пырса тивмест

РФ Пенси фончĕ пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра пенсие палăртнă ÿсĕм çитиччен тухма ирĕк пур тата çĕнĕ саккун вăй илсен те çăмăллăх сыхланса юлакан граждансен категорийĕн çĕнетнĕ списокне çирĕплетнĕ. Сăмах сиенлĕ те хăрушă условисенче тăрăшакансем — тĕслĕхрен, горняксемпе шахтерсем, çĕр айĕнчи пуянлăхсене кăларакансем, хура тата тĕслĕ металлургире ĕçлекенсем, чукунçулçăсем тата «пĕчĕк списока» кĕртнĕ ытти специалистсем — çинчен пырать.
Радиаци витĕмне лекнипе çăмăллăха тивĕçнĕ чернобылецсем — уйрăм категори. Унсăр пуçне страховани пенсийĕсене социаллă сĕмпе тивĕçекенсен /5 е ытларах ача çуратнă хĕрарăмсен, сусăр ачана 8 çулччен пăхса çитĕнтернĕ амăшĕсен, куç курманнипе пĕрремĕш ушкăна тухнă инвалидсен, лилипутсен/ çăмăллăхĕсем сыхланса юлаççĕ.
1. «Списока» кĕртнисен — сиенлĕ тата хăрушă условисенче ĕçлекенсен /вĕсемшĕн Пенси фондне страховани взносне ĕç условийĕсене ятарлă тишкерÿ тунă хыççăн палăртнă тариф тăрăх тÿлеççĕ/ пенсие тухмалли ÿсĕм улшăнмасть:
 çĕр айĕнче ĕçлекенсен; сиенлĕ условисенче тата вĕри цехсенче вăй хуракансен /арçынсен, хĕрарăмсен/;
йывăр условисенче ĕç­лекен локомотив бригадисен рабочийĕсен, турттарăва йĕркелемешкĕн тÿрремĕнех хутшăнакансен тата чукун çул транспортĕнче, метрополитенра, çавăн пекех шахтăри, разрезри, рудникри е карьерти технологи процесĕсене хутшăнакан груз турттаракан автомобиль водителĕсен /арçынсен, хĕрарăмсен/;
пир-авăр промыш­лен­но­çĕнчи пысăк интенсивлă тата йывăр ĕçсенче вăй хуракансен /хĕрарăмсен/;
экспедицисенче, партисенче, отрядсенче, участоксенче тата хирти геологипе разведка, шырав, топографипе геодези, геофизика, гидрографика, гидрологи, вăрман лартакан тата тупса палăртакан ĕçсенче тăрăшакансен /арçынсен, хĕрарăмсен/;
тинĕс, юхан шыв флочĕн тата пулă промышленноçĕн фло­чĕн ишсе çÿрекен карапĕсен тытăмĕнче ĕçлекенсен /ар­çынсен, хĕрарăмсен/, порт акваторийĕнчи, службăпа пулăшу, тухса çÿрекен, пулă тата тинĕс продукчĕсем тытакан тата тирпейлекен, промысласенче хатĕр продукцие йышăнакан карапсенчисĕр пуçне;
çĕр айĕнче тата уçă вырăнта çĕр кăмрăкĕ, сланец, руда тата ытти пуянлăха кăларакансен, шахта, рудник тăвакансен, ту çинчи çăлавçăсен тытăмĕнчи личнăй состав та унта кĕрет /арçынсен, хĕрарăмсен/;
граждан авиацийĕн вĕçев тытăмĕнче вăй хуракансен, граждан авиацийĕн сывлăш карапĕсен ĕçне йĕркелесе тăракансен, сывлăш карапĕсене инженерипе техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракансен /арçынсен, хĕрарăмсен/;
судпа айăпланнисен уголовлă наказани учрежденийĕсен рабочийĕсемпе служащийĕсен /арçынсен, хĕрарăмсен/;
ял хуçалăхĕнчи, экономикăн ытти отраслĕнчи тракторист-машинистсен машинисчĕсен /хĕрарăмсен/;
вăрман хатĕрлекен, йывăç юхтаракан рабочисен, çак ĕçе хутшăнакан механизмсемпе обо­рудование пăхса тăракансен /арçынсен, хĕрарăмсен/;
хулари пассажирсене илсе çÿрекен маршрутри автобус, троллейбус, трамвай водителĕсен /арçынсен, хĕрарăмсен/;
аварипе çăлавăн профессиллĕ службин тата формированийĕсен çăлавçисен /арçынсен, хĕрарăмсен/.
Валентина ИЛЬИНА
хатĕрленĕ.

/Малалли çитес номерте/

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.