Комментировать

3 Июл, 2018

Пирĕн опыта Австри, Германи... профессорĕсем хаклаççĕ

Шупашкарти федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ паян пациентсене тĕнче шайĕнчи медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта сипленмешкĕн çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен çĕр-çĕр çын килет.
Чăн та, учрежденире чирлĕ çынна сыватмалли май çителĕклех: паха та сиенсĕр имплантатсем, хальхи йышши кăткăс оборудовани, хăтлă палатăсем. Тухтăрсем ăста та пултаруллă: пĕлĕве тĕнчери ятлă-сумлă клиникăсене стажировкăна кайса пуянлатаççĕ, чикĕ леш енчи ĕçтешĕсемпе час-часах тĕл пулса эндопротезировани ыйтăвĕсене тишкереççĕ. Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕсем Шупашкарти центрта хăнасене йышăнса пысăк сыпăсен амакĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче уçăлнă Регионсен хушшинчи «Пысăк сыпăсен эндопротезированийĕн çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăх-практика конференцине хутшăнчĕ.
Раççейĕн 20 ытла регионĕнчи 150 травматолог-ортопед тата чикĕ леш енчи ăсчахсемпе сиплевçĕсем травматологипе ортопедин çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явмашкăн, пĕр-пĕрин опытне ăса хывмашкăн Чăваш Ен тĕп хулинче вуннăмĕш хут пухăнчĕç. Ĕçлĕ тĕлпулăва федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев уçрĕ, пысăк технологисемпе ăнăçлă сиплекен медицина учрежденийĕн çитĕнĕвĕсемпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Михаил Игнатьев ăслăлăх-практика конференцийĕсем хальхи медицинăна аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнине палăртрĕ. Тухса калаçакансен кашни сăмахĕ пухăннисен опытне пуянлатма тата малта пыракансен ĕçĕ-хĕлне ăса хывма май парать. «Травматологи медицинăн хальхи çĕнĕ технологийĕсем çинче никĕсленнĕ. Федераци центрĕн специалисчĕсем професси шайне ÿстерсех тăраççĕ, кăткăс операцисем тума хăнăхаççĕ тата хăйсен опычĕпе ыттисене паллаштараççĕ», — терĕ вăл.
Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне упрас енĕпе регион ертÿлĕхĕ тимлĕ пулнине, республикăри сывлăх сыхлавĕ Раççейĕн 85 регионĕ хушшинче кăтартуллă шутланнине палăртрĕ. 2017 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх, Чăваш Ен федерацин Атăлçи, Тĕп тата Çурçĕр-Хĕвел анăç округĕсен хушшинче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн эффективлăхĕн рейтингĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Республикăра сывă пурнăç йĕркине çамрăк ăрăва пĕчĕкрен хăнăхтарнине, экологи тĕлĕшĕнчен таса та тĕрĕс апатлану пĕлтерĕшне ача садĕнчен тытăнсах хаклама вĕрентнине çирĕплетрĕ. Сăмах май, Чăваш хутлăхĕнче вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ÿссе пырать, юлашки 6 çулта нумай ачаллă çемьесен хисепĕ 45 процента яхăн пысăкланнă. Çынсем медицинăн пахалăхлă пулăшăвне хăйсем пурăнакан вырăнтах тивĕçеççĕ: 2013 çултанпа республикăра фельдшерпа акушер пункчĕсенчен кашни тăваттăмĕшне çĕнетнĕ, 2018 çул вĕçленнĕ тĕле кашни виççĕмĕшне модульлĕ ФАПсемпе улăштармалла. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн центр хастарĕсене регион Пуçлăхĕ тав турĕ, çитĕнÿсемшĕн ят-сумлă тухтăра, асăннă центрăн операци блокĕн заведующине, Игорь Григорьев травматолог-ортопеда «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» ятпа чысларĕ.
Ĕçтешĕсене хăйсен опычĕпе Джавад Парвази /АПШ, Филадельфи/, Раинер Бадер /Германи, Росток хули/, Зигмунд Хоффман /Австри/, Фридрих Тилеман /Германи/ профессорсем, больницăсен тытăмĕн тĕп тухтăрĕ Джозеф Альмаси /Словаки/ тата Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ ăсчахсем паллаштарчĕç. Конференцире çавăн пекех пысăк сыпăсен эндопротезированийĕн ыйтăвĕсене, операци хыççăн çивĕчленме пултаракан лару-тăрăва тишкерчĕç, диагностикăн тата сиплевĕн хальхи пысăк технологиллĕ çитĕнĕвĕсене сÿтсе яврĕç. Хăнасем пирĕн центртах медицина оборудованийĕн тата эндопротезировани имплантачĕсен куравĕпе паллашрĕç, центр сиплевçисен ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕç.
Валентина СМИРНОВА
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.