Комментировать

6 Дек, 2013

“Оперăпа балет театрĕнче ĕçлес килет”

Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Алексеева мĕн пĕчĕкренех юрлама юратнă. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те юрă шăрантарма ăста, анчах вĕсем ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен. Галина вара хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме шухăшланă. Ăна инçе çул та хăратман - вăл Шупашкара çитнĕ.

- Чăннипе, университета ăнсăртран лекрĕм. Чăваш Ене хăнана килсен экзаменсем тытрăм - хама, сасса тĕрĕслемешкĕн. Вĕренме йышăнчĕç, - калаçу пуçарчĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн искусствăсен факультетĕнче академипе опера юррисен уйрăмĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен Галина. Кĕвĕ тĕнчине парăннăскер эстрада юррисене мар, арисене, оперăсене, романссене ытларах килĕштерет. Вăл каланă тăрăх, эстрадăпа профессионаллă юрлани - пачах расна. Иккĕмĕшĕнче сасă постановки те, тытăмĕ те урăх.

Галина Алексеева 3-мĕш класра юрлама тытăннă. Ашшĕ-амăшĕ кунĕпех ĕçре тăрмашнă, хĕр пĕрчине кукамăшĕ пăхнă. Ватă хĕрарăм юрра ăста пулнă. Раиса Степановна чăваш халăх юррисене кăмăлланă, пушкăртла та шăрантарнă. Вăл вĕсене ятарласа пухнă: хăй юрă сăмахĕсене каласа пынă, мăнукĕсем тетрадь çине çырнă. Шел те, Галинăн кукамăшĕ 76 çула кайсан çĕре кĕнĕ.

- Çав тетрадь халĕ аннен сейфĕнче упранать. Вăл пирĕн - çемье реликвийĕ. Кукамай питĕ хурланса юрлатчĕ. Пурнăçа шутсăр юрататчĕ вăл, анчах чире пула пирĕнтен уйрăлчĕ. Унпа пĕрле юрлани асрах-ха. Мунчана çăвăнма пĕрле каяттăмăр та 3-4 сехетсĕр те тухмастăмăр. Эх, шăрантараттăмăр юрă! «Угадай мелодию» вăйă выляттăмăр. «Чĕрех-и эсир унта?» - килсе пăхатчĕç çывăх çыннăмсем, - иртнине аса илсен Галина пичĕ йăл кулăпа çуталчĕ. - Асаннепе такмаксем ăмăртмалла калаттăмăр. Эпĕ, пĕчĕкскер, юрă çаврăмĕсене çавăнтах шухăшласа кăлараттăм. Выляса яма юратмастăм, анчах мĕн тăвăн: асаннен «пухмачĕ» пуянрахчĕ.

Конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илни Галинăн асĕнче яланлăхах çырăнса юлнă. Ун чухне шкул шайĕнче «Тăван сăмах» конкурс ирттернĕ. Галина илемлĕ юрă шăрантарнă, ăна çитекен пулман. Ун чухне Вера Васильевна хĕрĕ валли ятарласа чăваш тумĕ çĕленĕ, тухья ăсталанă. Галина ялти шкултан вĕренсе тухсан Çтерлĕ хулине пурăнма куçнă. Унта та юрă тĕнчинчен писмен: «Сарпи», «Тавах» ансамбльсене çÿресе ăсталăхне туптанă. Халĕ вăл мероприятисенче университет сцени çине тухать. Галина палăртнă тăрăх - эстрада юррисене вăл тахçанах шăрантарман. «Çамрăксен хаçачĕ» ирттернĕ уявсенче çеç çак кĕвĕпе ял халăхне савăнтарать. Галина Алексеева Пушкăртстанра мар, Чăваш Енре вĕренес килнине палăртрĕ.

- Чăваш патшалăх университечĕпе манăн вĕренÿ вĕçленетех-ши? - йăл кулчĕ пĕлĕвне тата та тарăнлатас шухăшлă Галина. - Диплом илсен хамăн профессипех ĕçлес килет. Халĕ мана иккĕленÿ шухăшлаттарать: вĕренсе тухсан Шупашкарта юлмалла-и е çурланă тăрăха каймалла-и? Оперăпа балет театрĕнче ĕçлес килет. Çтерлĕ хулинче кунашкалли çук, Ĕпхÿре çеç пур, - терĕ çамрăк юрăç.

Галинăн тăванĕсем пĕрле пухăнсан юрă шăрантарма юратаççĕ. Хăйсем ывăнаççĕ те Галинăна юрлаттараççĕ. 4-мĕш курс студентки сăвăсем çырать, хăшĕ-пĕрин валли кĕвĕ шухăшласа тупать. Кăмăлĕ пур тăк - нотăсем те çырать. Анчах ку ĕç питĕ кăткăс. Галина Светлана Белоусран тĕслĕх илме тăрăшать. Мари Эл хĕрарăмĕ малтан университетра вĕрентнĕ, халĕ студентка Валерий Семенов патĕнче ăсталăхне туптать. Вăл та питĕ пултаруллă çын. Вĕренÿре, паллах, йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Кун пек чухне вăл ашшĕ-амăшĕ патне шăнкăравлать. Çывăх çыннисем ăна ырă сăмах каласа лăплантараççĕ. Галинăшăн савнийĕ Олег Сидоров та - пысăк тĕрев. Вăл аякра пулин те чунран савакансем пĕр-пĕрин патне кашни кун шăнкăравлаççĕ. Ырă кăмăллă Олег Мускавра ĕçлет. Галина каласа кăтартнă тăрăх - вăл повар, питĕ тутлă апат пĕçерсе çитерет. Икĕ çул каялла Галина хĕрне Аделинăна Чăваш Ене илсе килнĕ. Халĕ вăл Шупашкарти 31-мĕш шкулта 5-мĕш класра вĕренет. Амăшĕпе хĕрĕ çуралнă тăрăхне çулталăкра икĕ хут çеç каяççĕ: Çĕнĕ çулта тата çуллахи каникулта.

- Шупашкар манăн иккĕмĕш тăван кил пулса тăчĕ. Çуралнă тăрăха кайсан пĕр-икĕ кун иртсенех хулашăн тунсăхлама тытăнатăп. «Киле каяс килет», - тетĕп атте-аннене. «Мĕнле кил тата?» - тĕлĕнеççĕ вĕсем. Шупашкар чунăма питĕ çывăх, - калаçăва вĕçлерĕ Галина Алексеева.

Çамрăк юрăç пуласлăхра пысăк çитĕнÿсем тăвасси иккĕлентермест. Тĕллев патне талпăнакан çын хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртетех.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.