Министрпа – куçа-куçăн
Ĕнер ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ.
Михаил Владимирович çĕнĕ должноçа ларнă хыççăн министерство тытăмĕнчи организацисенчен чи малтан «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсемпе курнăçрĕ. Министр хăйĕн сăмахĕнче чăвашла кăларăмсен чи пысăк холдингĕнче вăй хуракансен шухăш-кăмăлне, вĕсене паян мĕн канăçсăрлантарнине пĕлесшĕн пулнине палăртрĕ. Калаçмалли те, пĕрле ĕçлемелли те сахал мар. Паян халăх сахал вуланине те пытарма кирлĕ мар, апла пулсан хаçат-журнал çырăнса илекенсен йышне чакарас мар тесен журналистсен вулакана кăсăклантаракан статья-тĕрленчĕк ытларах çырмалла.
Хаçатçăсене тепĕр пулăм та — Шупашкар тата Красноармейски районĕсен хаçачĕсене «Хыпар» Издательство çурчĕпе пĕрлештересси — ыйту пама хистерĕ. Ун пирки Михаил Анисимов министр çапла хуравларĕ: «Çакă хаçатсене те, унта ĕçлекен журналистсене те, вулакансене те пырса тивмест, редакцисем малтан мĕнле ĕçленĕ, çаплах аталанĕç, сăмах кунта ĕç йĕркеленĕвĕн саманчĕсемпе бухгалтери пирки çеç пырать. Вĕсене централизацилеме палăртнă».
Надежда СМИРНОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ