Чăваш çĕрне мăнаçлăх кÿчĕç: тăванлăх, туслăх, юрату!
Юхр. юрă Атăл урлă
Пĕтĕм чăвашсен 6-мĕш Акатуйĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ. Уява хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов саламларĕç.
Михаил Игнатьев ял хуçалăхĕнче палăрнă çынсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Валентина Григорьева рабочи /Тăвай районĕнчи Сергей Илларионовăн хресчен-фермер хуçалăхĕ/, Галина Кондратьева пăру пăхакан /Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăх/, Станислав Сулагаев водитель /Патăрьел районĕнчи «Батыревский» хуçалăх/ «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕç. Çавăн пекех Михаил Васильевич чылай ĕçчене ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕ. Каярахпа сцена çинче юрă-кĕвĕ шăранчĕ, тĕрлĕ лапамра спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç.
Çак кунах Сĕнтĕрвăрри хулинче ал ĕç ăстисен конкурсĕ уçăлчĕ. Унта 20 яхăн регионтан 80 яхăн маçтăр хутшăнчĕ, хамăр республикăран вара — 13 ăста. Пĕрисем тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, теприсем йывăçран касса илемлĕ кÿлепесем хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕсем пир тĕртеççĕ. Кăçал Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă ĕçсене те тăратнă.
«Руç ăстисем» конкурс çĕнтерÿçи, гран-прие тивĕçекенĕ вара Коми Республикинчен килнĕ Евгения Сурина пулчĕ. Вăл ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тĕп парнине илчĕ. Республика ертÿçи çавăн пекех Ÿнер музейне, Академи симфони капеллине, Вырăс драма театрне ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ май свидетельство пачĕ.
Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раç¬çейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хамăр республикăн тата çĕршывăн 20 ытла регионĕнчи 40 ытла коллектив тата Болгарири ташă ансамблĕ хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Хĕрлĕ тÿремре тĕрлĕ халăх юрри-кĕвви шăранчĕ. Уяв программине чăваш эстрада çăлтăрĕсем те илем кÿчĕç.
Наци музейĕнче вара Раççей этнографи музейĕн /Санкт-Петербург/ экспоначĕсен «Йĕппе эрешлени…» куравĕ пирвайхи хут уçăлчĕ. Кунта Атăлçи, Урал тăрăхĕнче, Вăтам Азире, Казахстанра, Çĕпĕрте, Аякри Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан 40 ытла халăхăн эрешлесе илемлетнĕ тумтирне кăтартрĕç. Раççей этнографи музейĕнче чăваш халăхĕн 4 пин ытла хатĕрĕ упранать. Вĕсенчен пĕр пайне Шупашкара илсе килнĕ. Куравра — XVIII-XX ĕмĕрсенчи япаласем.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев курава мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа килсе курчĕ. Выставка пуриншĕн те, çав хушăрах ачасемшĕн те, кăсăклă пулнине пĕлтерчĕ.
Раççей этнографи музейĕн пуçлăхĕ Владимир Грусман Питĕрте Чăваш культурин кунĕсене йĕркеленĕ чухне ЧР Культура министерствипе Раççей этнографи музейĕ пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тунине аса илчĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Питĕр хăнине эрешлĕ шупăр тăхăнтартрĕ. Вулакансене пĕлсе тăма çакна палăртатпăр: курав авăн уйăхĕн вĕçĕчченех ĕçлет.
Уява пухăннисене Чăваш Енри ача-пăчан пĕрлештернĕ хорĕ те саламларĕ. Республикăри искусство тата музыка шкулĕсенчи 50 хор пĕр тĕвве пĕрлешнĕ. Ăна Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пычĕ. Хор Чăваш Ен гимнне тата ытти юрра шăрантарчĕ.
Шупашкарта фейерверксен XI фестивалĕ те иртрĕ. Унта Шупашкар, Мускав, Санкт-Петербург, Симферополь тата Казахстан Республикин командисем хутшăнчĕç. Фестиваль çĕнтерÿçине республикăра пурăнакансем суйларĕç. Çапла вара гран-прие Мускав команди тивĕçрĕ.
Упи паттăр йăх.нче
Республика кунне Красноармейскинчи «Факел» стадионта та хаваслă ирттерчĕç. Ентешсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ: салари çул-йĕрпе тротуарсене юсанă, Çĕнтерÿ паркне, тĕп стадиона тирпей-илем кÿнĕ. Ял çынни те кил-çуртне капăрлатнă.