Ăратлă така хуçи Вăрнар районĕнчен
«Хыпара» е «Хыпар»-эрнекуна 2018 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннă çынсем редакцие квитанцисем ярса панă.
Хаçатра пĕлтернĕ пекех, çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче ятарлă комисси шăпа ярса парне выляттарчĕ. «Хыпар» хаçатăн парнине — Куйбышев ăратĕнчи такана — кам тивĕçнине палăртрĕ. Ăнланатпăр: вулакансен телейлĕ çак çыннăн ятне питĕ пĕлес килет.
Вăл — Вăрнар районĕнчи Отиккăвă ялĕнчи Светлана Стрелкова. Вăл 30 çул тĕп хулари Чăлхапа трикотаж фабрикинче ĕçленĕ. Халĕ 90 çула çывхаракан амăшне пăхать. Ентешĕмĕр «Çамрăксен хаçатне» те çырăннă. Хаклă парне сертификатне редакцире çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ хыççăн парăпăр, такана киле çитерме пулăшăпăр.
Палăртса хăварар: ĕнерех «Çамрăксен хаçатне» çырăннисен хушшинче те выляв иртрĕ. Редакцие ярса панă 300 ытла квитанци хуçисенчен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Арайкассинчи Зоя Алексеева чи телейли пулчĕ. Зоя Родионовна сенсор экранлă телефон илейрĕ. Вăл парне сертификатне те, телефона та редакцие килсе илĕ.
Надежда СМИРНОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.