Сиплевçĕ, чи лайăх наставник
Пĕлтĕр, Медицина ĕçченĕн кунĕ умĕн, Хулари стоматологи поликлиникинче ирттернĕ професси ăсталăхĕн конкурсĕнче тĕп поликлиникăн терапи уйрăмĕн заведующийĕ, пародонтологи центрĕн ертÿçи Нина Алексеева «Чи лайăх наставник-врач» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕччĕ.
Тухтăр — сăваплă професси
Пултарулăха тата чун туртăмне кура суйласа илнĕ професси пурнăçра кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕклех ырă кăмăллă тухтăр пулас, шурă халатпа çÿресе çынсене чир-чĕре сирме пулăшас, сывлăхлă тăвас ĕмĕтпе çунатланнă вăл. Çавăнпах-тăр пуканисене те «больницăлла» выляса сипленĕ: укол тунă, «суранĕсене» бинтпа чĕркесе çыхнă.
Нина Алексеева Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ аппăшĕ-пиччĕшĕ йăмăкне вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренмеллине аса илтерсех тăнă. Аттестат илнĕ хыççăн нумай шухăшласа пуçа ватман, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне кĕмешкĕн документсем панă, тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса студент пулса тăнă. Стоматологи уйрăмĕнче ăс пухас тенин сăлтавĕ те ансат: хăй мĕне пултарнине çийĕнчех çирĕплетес, пациентсем йышăнуран çĕкленÿллĕ кăмăлпа, йăл кулăпа çиçсе тухса кайнине курас килнĕ унăн.
Дипломлă çамрăк специалист 1996 çулта Шупашкар хулинчи стоматологи больницине /ун чухне вăл Зоя Яковлева урамĕнчи 44-мĕш çуртра пулнă. Сăмах май, халĕ «Хулари стоматологи поликлиники» АУ тытăмне кĕрет/ шăл тухтăрне вырнаçнă. Унта пародонтологипе ытларах кăсăкланма тытăннă. Ăсталăха ÿстерес тĕллевпе Санкт-Петербургра ятарлă курсран вĕренсе тухнă.
Стоматологсен хăйсен йăли çирĕпленнĕ: пĕрремĕш пациента çывăх тăван хушшинчен суйласа илмелле. Нина Карловна инкĕшне амальгам-пломба чи малтан лартса янă. Мĕнех, алли çăмăл пулнă çамрăк специалистăн, ăна тепĕр 20 çул иртсен çĕннипе хăех улăштарнă.
Çамрăксене пулăшать
Нина Карловна улттăмĕш çул стоматологи терапийĕн уйрăмне ертсе пырать. Коллектив ăста та пултаруллă, пысăк стажлă медицина ĕçченĕсене тата çамрăк специалистсене пĕрлештерсе тăрать. Унсăр пуçне вăл поликлиникăн Пародонтологи центрĕн ертÿçинче 10 çул ытла тăрăшать. Çакна уйрăммăн палăртмалла: клиникăри пародонтологсем шăл чирĕпе нушаланакансене комплекслă майпа сиплессине тĕпе хураççĕ: шăл тасатмалли хальхи çĕнĕ мелсемпе усă кураççĕ /хирурги мелĕпе сыватнă чухне — пĕчĕк инвазитивлă технологисемпе, остеопластика мелĕсемпе/.
Çын сывлăхне упрассипе çыхăннă специалистăн нумай пĕлмелле, хальхи пысăк технологиллĕ пулăшупа тивĕçтермешкĕн, малта пыракансен опытне алла илмешкĕн пĕлĕве пуянлатсах тăмалла. Нина Карловна çĕнĕлĕхсене хăй те ăса хывать, çамрăксене те вĕсен наставникĕ пулнă май çакăн пирки аса илтерсех тăрать. Вăл пулăшса пынипе вĕсенчен чылайăшĕ пултаруллă та ăста стоматолог-терапевт пулса тăчĕ. Тĕрлĕ тупăшăва хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илекен те сахал мар. Акă, Оксана Андреева «Стоматологи гигиенисчĕ» конкурсра Раççей шайĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Наталия Астренина, Алефтина Никифорова асăннă конкурсăн регионти тапхăрĕнче палăрнă.
Кашни иккĕмĕш çын чирлет
Мĕн-ха вăл, пародонтологи тата ăна сиплес енĕпе юлашки çулсенче еплерех мелсемпе усă кураççĕ? Кун пирки Нина Карловна тĕплĕн ăнлантарчĕ: стоматологин шăл çумĕнчи тĕртĕмĕн /пародонт/ патологийĕпе тата ăна сиплессипе, профилактикăлассипе çыхăннă пайĕ иккен. Шăл çумĕнчи мĕн пурри — унăн туни, тымар вырнаçнă шăмă тĕртĕмĕ, шăла çыхăнтаракан хатĕр — асăннă ăнлава кĕрет. Сăмах май, пародонтоит стоматологин анлă сарăлнă амакĕ шутланать. Кун пек чухне тĕртĕм шыçса тăртăнать. Чи хăрушши — шăла çухатма пултарасси, çав шутра сыввине те. Паянхи кун çак амак кашни иккĕмĕш çынна нушалантарать. Клиника специалисчĕсем пулăшу ыйтакан пациентсене пахалăхлă сиплевпе тивĕçтерме яланах хатĕр.
Юлашки çулсенче пародонт тытăмне компьютер диагностикипе тĕплĕн тишкереççĕ. Асăннă меслет шăл-çăварăн усал шыççине тата плазмолифтинга малтанхи тапхăртах туса палăртма, имплантаципе тата шăмăпа пластика хирургийĕпе усă курнă чухне шăмă тĕртĕмĕн регенерацине хăвăртлатма май парать.
Нина Карловна ĕнентернĕ тăрăх, тухтăрăн диплом илнипех çырлахса лармалли çук, лайăх сиплевçĕ пулмашкăн ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме тивет, кирек мĕнле лару-тăрура та пациента пулăшмашкăн хатĕр пулмалла. Çынсен те хăйсен сывлăхĕшĕн яваплăха туймалла, çур çулта пĕр хут стоматолог патне çитсе килмешкĕн вăхăт тупмаллах — шăл та сывă пулĕ, инкеке те çийĕнчех сирме май килĕ.
Ăнсăртран мар паллах...
Кун-çулне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленни — шухăшламасăр тунă утăм мар. Иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ, инкĕшĕ медсестрара тăрăшнă, иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕн арăмĕ тухтăр пулнă. Нина Карловнăран тĕслĕх илсе халĕ авă тăван пиччĕшĕн хĕрĕ те тухтăр специальноçне кăмăлланă.
Ăсталăха пуянлатмашкăн, пултарулăха ÿстермешкĕн çамрăк специалистсене куллен хавхалантарса пыни те унран тухнă йăла мар: хăйне те ырă çынсем сахал мар пулăшнă. Нина Карловнăн çамрăк чухнехи наставникĕсем — ăш пиллĕ те кăмăллă çынсем: сиплев учрежденийĕнче практика, интернатура ирттернĕ тапхăрта Стаси Федорова заведующи, Александра Николаева тухтăр /йывăр тăпри çăмăл пултăр, кăçал пурнăçран уйрăлчĕ/ пародонтологи вăрттăнлăхĕсене алла илме хăнăхтарнă.
Хулари стоматологи поликлиникин коллективĕ те хапăлласа йышăннă ăна. Кунта вара пĕтĕм йыш наставник пулса тăнă: кашнинчен лайăххине, пархатарлине пĕрчĕн-пĕрчĕн ăса хывса професси ăсталăхне пуянлатнă, пултарулăха ÿстернĕ, ĕçтешĕсем пулăшса, хавхалантарса пынипе стоматологи терапийĕн уйрăмĕн ертÿçи таран çĕкленнĕ. Çакăн пек туслă та шанчăклă, ăш пиллĕ çынсемпе çума-çумăн тăрса ентешсен сывлăхне упрамашкăн пĕрлехи вăйпа тăрăшма пÿрнипе Нина Карловна савăнать те, мăнаçланать те.
Вăл — пултаруллă тухтăр, общество пурнăçне хастар хутшăнакан хастар кăна мар, кил ăшшин управçи те. Мăшăрĕпе пĕрле ывăл çитĕнтереççĕ. Çав вăхăтрах çуралнă тăрăха та манмаççĕ, ерçÿллĕ самант тупăнсанах Вăрмар тăрăхне çул тытаççĕ. Унта вĕсене ашшĕ-амăшĕ кĕтет. 80 çул урлă каçнă ватăсене те хĕрĕпе кĕрÿшĕн, мăнукĕн ăшши, хÿтлĕхĕ кирлĕ.
Валентина СМИРНОВА