Комментировать

24 Июн, 2018

Куравра ĕлĕкхи пурнăç сăнланнă

Паян Наци музейĕнче Раççейри этнографи музейĕн /Санкт-Петербург/ экспоначĕсен «Йĕппе эрешлени...» куравĕ уçăлчĕ. Вăл республикăра пурăнакансене тата хăнасене XVIII-XX ĕмĕрсенчи япаласемпе паллаштарать.

Çак проект Питĕрте чăваш культура кунĕсене йĕркеленĕ чухне ЧР Культура министерствипе Раççей этнографи музейĕ пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тунăран пурнăçланса пырать. Кунта Атăлçи, Урал тăрăхĕнче, Вăтам Азире, Казахстанра, Çĕпĕрте, Аякри Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан 40 ытла халăхăн эрешлесе илемлетнĕ тумтирне кăтартнă. Сăмах май, Раççейри этнографи музейĕнче чăваш халăхĕн 4 пин ытла хатĕрĕ упранать. Пĕр пайне халĕ Шупашкара илсе килнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку курава ачасемпе пĕрле çитсе курма сĕнчĕ. Раççейри этнографи музейĕн пуçлăхĕ Владимир Грусман Шупашкара пĕрремĕш хут килнине палăртрĕ. Туслăх кĕперĕ хывма пулăшнăшăн чăвашсене тав турĕ вăл. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Питĕртен килнĕ хăнана эрешлĕ шупăр тăхăнтартрĕ.

Лев КУРАКОВ, республикăри Халăхсен ассамблейин ертÿçи:
— Куравра Раççей халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне сăнланă. Çакăнта çĕннине нумай пĕлтĕм. Экспонатсемпе паллашни чуна пуянлатрĕ.
Татьяна ШМЕЛЕВА, Санкт-Петербургри чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçин
çумĕ:

— Эпир Республика кунĕнче ентешсемпе пĕрле савăнмашкăн ятарласах килтĕмĕр. Ĕнер Акатуйĕнче юрă картине тăтăмăр. Паян курава çитсе курас килчĕ. Тĕрĕссипе, эпир ку экспонатсемпе Питĕрте паллашнă. Çакăнта ентешсемпе тата Санкт-Петербургран килнĕ хăнасемпе пĕрле пулни те пĕлтерĕшлĕ пирĕншĕн. Чăвашсен общество организацийĕ Раççейри этнографи музейĕпе килĕштерсе ĕçленине палăртас килет. Пĕрлехи мероприятисене çитĕнекен ăрăва явăçтарма тăрăшатпăр.
Ольга СЕРГЕЕВА, педагогика наукисен кандидачĕ:
— Куравра хĕрарăм çи-пуçне ытларах кăтартнă. Шăпах ун урлă чăн илеме сăнлама пулать. Тĕрлĕ халăхăн пуçа тăхăнмалли хатĕрĕ çинчен сахалрах пĕлетпĕр. Акă çакăнта йăлтах курма-пĕлме пулать.
 

Рубрика: 
Теги: