Комментировать

22 Июн, 2018

«Сывă юлсан киле таврăнăп...»

«Савнă юлташăм Анфиса. Савнă чунăм, юратнă çыннăм…» — шăпах çапла çырнă Сергей Андреев фронтран хăйĕн мăшăрĕ Анфиса Павловна патне. Ачисем Марчепе Петя пирки пăшăрханнă. Сергей Андреевич Елчĕк районĕнчи Элпуç ялĕнче 1908 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕсенчех фронта илсе кайнă ăна.
Элпуç каччи пулеметчик пулнă. Вăл арăмне кил хуçалăхне пĕччен ертсе пыма мĕн тери йывăррине ăнланнă, çăмăл мар вăхăтра хăй юнашар пулманшăн куляннă. Çакă унăн çырăвĕсенчен лайăх сисĕнет. Рядовой киле хăвăртрах таврăнасса шаннă. Шел, ĕмĕчĕ пурнăçланайман Сергей Андреевăн: вăл 1944 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнчи çапăçура пуç хунă. Ăна Новгород облаçĕнчи Чудово районĕнчи Карловка ялĕнче пытарнă. Сергей Андреевичăн фронтран янă çырăвĕсем Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи шкулта упранаççĕ. «Питĕ пуян вĕсем. Хамăр тăрăхри ытти çыннăн çырăвĕсем те пур пирĕн шкулта. Малтан, паллах, вăрçăра çапăçнисен тăванĕсемпе калаçрăмăр, салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсене пухрăмăр. Çак материалпа ачасене патриот воспитанийĕ парас ĕçре усă куратпăр», — пĕлтерчĕ историпе обществознани учителĕ Нина Васильева.
Сергей Андреевăн 75 çул каялла шăрçаланă çырăвĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене те паллашма сĕнетпĕр. «1943 çул. Мартăн 13-мĕш кунĕнче çыратăп ку çырăва. Ну, савнă çемьесем, эпĕ сире савса, юратса питĕ пысăк хĕрÿллĕ салам яратăп. Савнă юлташăм Анфиса, эпĕ халь те пульницарах пурăнатăп-ха. Эпĕ сирĕнтен çыру илменни чылай пулать. Кунтан тухса кайиччен илсе пулать-и е пулмасть-и ĕнтĕ? Анфиса, суран тÿрленсех çитмен-ха. Кунтан хăçан кăларассине пĕлместĕп. Савнă юлташăм Анфиса! Малашне çуркунне енне каять, ачасене сыхланма хуш. Марчепе Петяна кала: шыв юхнă вăхăтра ун хĕррине питех ан пыччăр. Ну тата çавăн пекех выльăхсене хире кăларнă чухне ас тăвăр. Ну, хаклă çемьесем, сывă пулăр. Эпĕ те ку çырупа сывă юлатăп».
«1943 çул. Мартăн 29-мĕш кунĕ çыратăп ку çырăва. Çыру çыраканĕ Андреев Сергей. Ну, чунтан савнă çемьесем, эпĕ сире чунтан-чĕререн савса, юратса питĕ пысăк салам яратăп. Тата хуньăмсене, хамăр Микуласене çемйипех тата кÿршĕсене питĕ пысăк салам яратăп. Савнă юлташăм Анфиса! Марче çырнă çырăвăра илтĕм. Вăл тĕрлĕ хыпар çырса пĕлтерчĕ. Çырасса та пит аван çырать. Çав çырăва илсен питĕ савăнтăм. Çапах тата шутсăр сирĕнпе курса калаçас килет. Ну, Анфиса, çапах пăртак çырам. Ачасем пулăшаççĕ-и? Марче çырнă-ха йĕтемрен улăм туртса килетпĕр тесе. Анфиса, ачасемпе пĕрне пĕри ан вăрçăр, вĕсене хăвна пулăшма вĕрент. Тен, сывă пулсан хам та киле таврăнăп. Яланах сывă пулас тесе ĕмĕтленетĕп. Турă сыхлатăр ĕнтĕ. Ну, Анфиса, манăн суран тÿрленсех çитмен-ха. Цементпа хытарнă та, ну кунта ăна гипс теççĕ. «Перевязка» туни чылай пулать ĕнтĕ, пĕр уйăх çитет. Сурана хам та курман. Малалла ăçта яраççĕ — пĕлместĕп. Халь пурнăç пăсăклă мар, сывă пурăнатăп, эсир те сывă пулăр. Ну, савнă çемьесем! Сирĕн алла чăмăртатăп, тепĕр хут салам калатăп».
«Ырă кун! 1943 çул. Ноябрĕн 12-мĕш числинче çыратăп... Анфиса, санран эпĕ çыру илтĕм октябрĕн 31-мĕшĕнче янине. Анчах хам часах яраймарăм, мĕншĕн тесен вăхăт пулмарĕ, яланах занятире пултăмăр. Кĕçĕр татах тухса каятпăр пулмалла нимĕçе хирĕç. Ну, савнă юлташăм Анфиса, Турă мĕн хушĕ ĕнтĕ халь. Пĕркун каялла сывă тухрăмăр, халь те Турă сывлăх патăр. Сывă пулăр, эпĕ те сывă юлатăп!»
«Ырă кун! Ырă сехет! 1943 çул. Ноябрĕн 13-мĕш числинче çыратăп… Эпĕ ĕнер сирĕнтен икĕ çыру харăс илтĕм. Пĕрне Марче çырнă, тепĕр енне хăв çырнă… Марчерен малтан та пĕр çыру илнĕччĕ, анчах хирĕç çыраймарăм, вăхăт пулмарĕ. Çырусене илсен питĕ савăнтăм. Сирĕн пурнăçăр çинчен пĕлтĕм. Эсир пăрăва сутса хăвăра пурăнмалăх тырă тунă, вăл аван пулнă. Ĕне начар мар-и, хĕл каçас пек-и? Пĕр сысна çури илнĕ тенĕччĕ, вăл пурăнать-и? Ну, юлташăм Анфиса, эсĕ çырнă хĕл каçасси çинчен. Ну хам та пĕлетĕп сире хĕл каçма йывăр пулассине. Улмăра чипер сыхлăр, çавăн пекех ытти япалана та. Ну, кĕскен çырăва пĕтеретĕп. Сывă пулăр, эпĕ те сывă юлатăп. Ку çыруран манăн нимĕнле улшăну та çук. Ку çырăва илсенех çыру ярăр. Ну, хаклă çемьесем, пурсăра та сылтăм аллăма паратăп».
«Ырă кун! Ырă сехет! 1943 çул. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче çыратăп ку çырăва. Ну, юратнă çемьесем! Эпĕ сире ытарайми савса салам яратăп! Савнă чунăм, юратнă çыннăм Анфиса! Паян пушăрах кун сире пĕр-ик-виç сăмахпа та пулин çыру çырса ярас терĕм. Эх, мĕскĕнсем, ылтăн вырăнне хунă ачамсем, чечек пек юратнă çемьесем, мĕнле пурăнатăр-ши паянхи куна çитиччен? Эпĕ сиртен уйрăлни чылай вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Сире питĕ курас килет. Ну юрĕ ĕнтĕ, Турă сывлăх патăр. Сывлăх пулсан пĕрне пĕри куратпăрах. Çапах пит хăраса ан тăрăр, паянхи куна сывă-ха. Анфис, ачасене колхозран пăртак пулăшаççĕ-и, çавна çырса пĕлтер-ха. Патшалăхран пособи параççĕ-и? Çăкăр та пĕçерсе çиейместĕр пуль? Ачасене пăхса усрасси кансĕр — хам та пĕлетĕп. Анчах нимĕн те тума çук. Анфиса, эсĕ хуньăмсемпе пĕрле пурăнмалла пулать пуль тенĕччĕ. Пĕрне пĕри пулăшса пурăнăр. Хамăр сывă пулсан вĕсене ĕмĕр пăрахмăпăр. Ну, Анфиса, пăртак хам курни çинчен çырса пĕлтерем. Эпир халь пĕр 3 километр каярах тăратпăр, канатпăр. Канатпăр та, вĕренетпĕр те. Эпĕ халь пулеметчик-ха, икĕ çул çурă хушшинче тĕрлĕ вырăна çитсе куртăмăр. Апат-çимĕç енчен пурăнма вĕрентĕмĕр ĕнтĕ. Хамăр Микула адресĕ пулсан çырса ярăр. Матвин хыпарĕ пур-и — çавна та пĕлтерĕр. Сире пурне те ыталаса чуп тăватăп».
Шел, Сергей Андреевичăн «сывă пулсан киле таврăнăп» тени чăна çаврăнайман. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, ачисен тата килес ăрусен çутă пуласлăхĕшĕн кĕрешсе пуç хунă вăл.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.