Комментировать

21 Июн, 2018

Волонтерлăхăн чикки çук

Ырă кăмăллăх ĕçне аталантарас тĕллевпе патшалăх шайĕнче грантсем парса пулăшаççĕ. Ахаль çынсен хушшинче иртекен Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурсĕнче Чăваш Енрен тăратнă 17 проекта пурнăçламашкăн укçа уйăрчĕç. Хăш-пĕр проектăн çĕнтерÿçисемпе паллашар-ха.
Ачасемпе тĕнче уçасшăн
Юристсен çемйинче ÿснĕ Анастасия Емелюковăна ÿссен кам пулас ыйту канăçсăрлантарман, вăл ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайма ача чухнех палăртса хунă. Çавăнпа шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетне кайнă. Акă 3 курса хыçа юлчĕ ĕнтĕ.
Тĕрлĕ енлĕ аталанакан пикешĕн студент пурнăçĕ кăсăклă иртет. Вăл наукăра çитĕнÿсем тăвать, конференцисенче хутшăнса пĕрре мар çĕнтерÿçĕ, призер пулса тăнă. Культура мероприятийĕсене те хаваспах хутшăнать. Унашкаллисем пайтах пулнă, анчах чи асра юлни — «Студентсен çуркунни». Вĕренмелли, пурнăçламалли мăй таран пулсан та общество ĕçĕ валли Настя вăхăт тупатех. Шкулта вĕреннĕ чухнех волонтер пулнăскер университетăн волонтерсен центрĕн ыр кăмăллăх комитетне çырăннă.
Пĕлтĕр хĕр Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăхçăсен форумне Мускава кайнă. Шăпах çавăнта ăнланнă: унăн çут тĕнчене ырăлăх кÿрес, çынсене пулăшас килет. «Ун чухне манпа хуçаланнă кăмăл-туйăма çырса кăтартмашкăн сăмах çитмест. Аса илсен халĕ те кĕлетке тăрăх ăшă хум чупса иртет!» — пытармрĕ студентка.
Кăçал Настьăн «Тĕнчене пĕрле уçатпăр» проекчĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен конкурсĕнче палăрнă, ăна пурнăçа кĕртмешкĕн 100 пин тенкĕ грант уйăрнă. Унăн тĕллевĕ — йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшасси. Настя комитетри волонтерсемпе пĕрле Чăваш Енри социаллă учрежденисене çитет, реабилитаци центрĕнче, интернатра пурăнакан, психиатри больницинче сипленекен ачасемпе тĕл пулать. Çăмăл мар шăпаллăскерсемпе волонтерсем пĕр чĕлхе епле тупаççĕ-ши? «Кашни ача тĕрлĕрен. Пĕринпе 5 минут калаçсанах шанăçа кĕретĕн. Теприсем пытарăнчăк кăмăллă, ун пеккисемпе çывăхланмашкăн вăхăт ытларах кирлĕ. Ачапа пĕр чĕлхе тупман тĕслĕх пирĕн ĕçре пулман. Шăпăрлансен пĕчĕк çитĕнĕвĕшĕн те савăнатпăр. Пултарулăхăн пĕр-пĕр енне уçсан — пушшех те. 9-ти арçын ача лара-тăра пĕлместчĕ, ăна итлеттерме йывăрччĕ. Эпир май тупрăмăр, пĕрле ларса тĕрлĕ меслетпе ÿкертĕмĕр. Ку ăна питĕ килĕшрĕ, вăл хăйне лăпкă тытрĕ», — каласа пачĕ Анастасия.
«Тĕнчене пĕрле уçатпăр» проектпа университет волонтерĕсем темиçе çул ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Настя унта çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, унччен ирттермен акцисем йĕркеленĕ. Пĕлтĕр хастарсем 100 ытла ачапа тĕл пулнă.
Нумаях пулмасть Шупашкарти çул çитменнисен реабилитаци центрĕнче спорт акцийĕ ирттернĕ. Ку ачасене пиçĕхтерет кăна мар, ушкăнпа ĕçлеме вĕрентет. Ачасем мĕн вăл ГТО, кăкăр паллине илес тесен мĕнле норматив пурнăçламаллине каланă. Кайран хаваслă эстафета вылянă. 13-ри çул çитмен çамрăкăн капитан пулас туртăм çуралнине асăрханă Настя. Вăл ушкăна хавхаланса ертсе пыни çĕнтерме пулăшнă.
Настя ачасен умĕнче питĕ пысăк яваплăха туять. Унăн ĕçĕ вĕсене пуласлăхра усăллă пуласса шанать. Çавăнпа та кашни акцие тĕплĕ хатĕрленет. Мероприяти ачасен асĕнче ырăпа кăна асра юлтăр, тавра курăмĕ пуянлантăр тесе тăрăшать.
Пĕрремĕш медпулăшу пама вĕрентеççĕ
ЧПУри волонтерсен центрĕн хастарĕ, волонтер медиксен комитечĕн ертÿçи Светлана Михайловăн «Кашниех çăлайĕ» проектне те грантпа хавхалантарнă. «Медицинăн пĕрремĕш пулăшăвĕ пама вĕрентессипе çыхăннă вăл. Çын япăх туйнине курсан, инкеке лексен мĕн тумалла? Медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне пама пĕлеççĕ-и? Темиçе минут, çеккунт та çын пурнăçне çăлса хăварма пултарать-çке. Эпир халăх çÿрекен вырăнта — хула урамĕнчи картишре, суту-илÿ центрĕнче — акци ирттересшĕн. Камăн кăмăл пур, пурте хăйсене тĕрĕслесе пăхайĕç», — ăнлантарчĕ Светлана. Çавăн пекех волонтер медиксем Шупашкарти аслă шкулсене, техникум-колледжсене çитсе студентсемпе пĕрремĕш медпулăшу урокĕсем ирттерĕç. Грант укçипе общество транспортне, халăх çÿрекен вырăна çакмалли тематикăллă плакатсем хатĕрлесшĕн.
Нумаях пулмасть Светлана Михайлова Александр Ильин инструкторпа «МолГород» форум хăнисемпе тĕл пулнă. Пурнăçшăн хăрушă самантсенче пĕрремĕш медпулăшу парас енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Çамрăксем хăйсем мĕн пĕлнине манекен çинче кăтартнă. Волонтерсем техника йăнăшĕсене тÿрлетме пулăшнă, ыйтусене хуравланă.
Йытăсене — çемьене
Ял хуçалăх академийĕн студентки Анна Николаева пĕрремĕш курсранпах ыр кăмăллăх ĕçне хутшăннă. Малтанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем патне çÿренĕ. Вăхăт иртнĕ май хĕр ăнланнă: пулăшу такама та кирлĕ, волонтерлăхăн чикки çук. Урамра час-часах килсĕр чĕр чунсене куратпăр, Аньăн кашниншĕн чунĕ ыратнă. «Çыннăн тусне çемье тупма пулăш» проект çырас шухăш та çав сăлтавпах çуралнă. Вăл вăхăтлăх усракан пунктри йытăсене кил тупса парассипе, тискерленсе кайнă чĕр чунсене кулленхи пурнăçа хăнăхтарассипе çыхăннă.
Ял хуçалăх академийĕнче пĕлтĕр «Зверополис» ветеринари отрячĕ йĕркеленнине эпир пĕлтернĕччĕ. Пулас ветеринарсемпе кинологсем чĕр чунсемпе ĕçлеме пĕрремĕш курсранах хăнăхаççĕ. Йытăсене пăхаççĕ, уçăлса çÿреççĕ. Вăхăтлăх пурăнмалли пунктри йытăсен куравне йĕркелеме пулăшаççĕ. Çак кану кунĕсенче те Шупашкарти Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи пысăк суту-илÿ центрĕ умĕнче курав пулĕ.
Алина ИЗМАН.
Vk.com/21zmi
сайтри сăн ÿкерчĕксем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.