Комментировать

21 Июн, 2018

Ачасем те Акатуйра савăнчĕç

Ака-суха вĕçленсен чăвашсем Акатуйра савăннине пурте пĕлеççĕ паллах. Çак ырă йăла манăçа тухмасть. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Ача-пăча Акатуйĕ» фестиваль-конкурс иртрĕ.
Вĕренекенсен каникул пуçланнă, анчах та шкул çумĕнчи лагерьсем ĕçлеççĕ-ха. Унти ачасем ахаль лармаççĕ. Акă Акатуя та вĕсемех килнĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕсенчен, Елчĕк районĕнчи ача-пăча искусствăсен шкулĕн¬чен килнисем хутшăнчĕç кунта кăçал.
Шупашкар хула администрацийĕ уява пиллĕкмĕш хут йĕркелет. Мероприятире тĕрлĕ станци ĕçлерĕ. «Асамлă парне» ăсталăх класĕнче хĕр ачасем çипрен мăй çакки ăсталарĕç. «Ал ĕç тума çав тери çăмăл. Кĕске вăхăтрах çывăх çынсене валли парне хатĕрлерĕмĕр те», — чĕвĕлтетрĕç 60-мĕш шкул пикисем. Çав вăхăтра арçын ачасем «Чăваш паттăрĕ» лапамра вăй виçрĕç. Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕнчен килнĕ Михаил Соловьев ытти шкул вĕренекенĕсемпе вăй виçрĕ: «Йывăр пулчĕ. Анчах та кулянмастăп. Тепĕр çул вăйлăрах пулма тăрăшăп». Чи вăйли, чи патварри ятне вара Илья Суванов тивĕçрĕ.
Тăван республикăн паллă çыннисене, вырăнĕсене, йăли-йĕркине аван пĕлеççĕ-ши? Ку тĕллеве «Манăн Чăваш Ен» кроссворд шутларĕç. «Ай, ташлар-и чăваш ташшине?» ăсталăх класĕнче ура хуçса хаваслă хусканусем турĕç. Купăсăн янăравлă сассипе ташламашкăн мĕн тери аван. Унсăр пуçне «Чана чĕпписем», «Чăваш эрешĕсем», «Курăс вĕренĕ» вăйăсем иртрĕç. Вĕсенче тавçăрулăха, вăя, çаврăнăçулăха тĕрĕслерĕç. «Автан вăййине» вара арçын ачасем те, хĕр ачасем те хаваспах хутшăнчĕç. 62-мĕш шкулта вĕренекенсен хушшинче Полина Афанасьева çĕнтерчĕ. 3-мĕш класран вĕренсе тухнăскер арçын ачасенчен те хăватлăрах пуласса шанма та пултарайман. «Пĕрле вĕренекенсемпе ку таранччен чышкаланса курманччĕ. Паян автан евĕр çапăçса эпĕ 1-мĕш вырăна тухрăм. Кăштах ыраттарчĕ те, анчах та çĕнтерÿ тути пылак», — каларĕ 27-мĕш шкулта вĕренекен Саша Марков.
Сăн ÿкерĕнмелли ятарлă «Ял карти» вырăн пур. Илемлĕ тумтир тăхăннă ачасем пур çĕре те çитме тăрăшаççĕ. «Янра, чăваш юрри», «Айтăр пĕрле ташлар-и?» конкурссем парка илем кÿчĕç. Чăваш юрри янăрать — иртен-çÿрен çаврăнса пăхать. Илемлĕ чăваш ташши вăхăтĕнче сцена патнелле пырать. Хутшăнакансем сăвăсем те вуларĕç. Унсăр пуçне Акатуя пуçтарăннă хăнасем ачасен ÿкерчĕкĕсене курса савăнчĕç.
Татьяна Иванова 61-мĕш шкулта музыка вĕрентекенĕ пулса ĕçлет. «Акатуя 3-мĕш çул хутшăнатпăр. Кăçал вун иккĕн çитрĕмĕр. «Асамат кĕперĕ» юрă юрларăмăр. Пĕр арçын ача ятарласа «Чăваш паттăрĕ» конкурсра вăй виçме килчĕ. Пурте — кĕçĕн классен ачисем. Шкул çумĕнчи лагере çÿреççĕ. Эпĕ кăмăл тăвакансене кашни çулах çак уява илсе килме хатĕр».
Анна Григорьева Янăш шкулĕнчен килнĕ: «Чăваш уявне пурĕ 9 вĕренекен тата 3 вĕрентекен килтĕмĕр. Эпĕ паян «Вăйăра» ташă ташларăм. Тăваттăн тухмаллаччĕ сцена çине. Анчах ыттисем тĕрлĕ сăлтава пула килеймерĕç. Пирĕн ушкăн «Фантазия» ятлă», — пĕлтерчĕ Аня.
«Янра, чăваш юрри» вокал искусствин конкурсĕнче пĕччен юрласа Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕнче вĕренекен Анна Васильева çĕнтерчĕ. Ансамбльсен хушшинче 29-мĕш шкулти «Шăпчăк» ушкăн тата 4-мĕш лицейри «Хаваслă ачасем» çĕнтерчĕç. Хореографи искусствин конкурсĕнче вара 22-мĕш шкул вĕренекенĕсем чи чаплă ташлакансем пулчĕç. «Çамрăксен ташши» куракансен кăмăлне çавăрчĕ. «Эпир Акатуйра пĕрремĕш хут. Малти вырăна тухнăшăн савăнатпăр. Çитес çул та уява килĕпĕр», — йăл кулăпа калаçрĕç ташласа 1-мĕш вырăна тухнисем. Акатуя хутшăннă ушкăнсене, çĕнтерÿçĕсене дипломпа, парнесемпе хавхалантарчĕç.
«Чăваш Ен — çутă, ăшă, чаплă республика. Тăван чĕлхене юратмалла, йăла-йĕркене пĕлмелле. Чăваш çĕрĕнче пурăннишĕн мăнаçланмалла», — çакăн пек ырă сăмахсемпе вĕçленчĕ ача-пăча Акатуйĕ.

Валентина ФЕДОРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.