Комментировать

19 Июн, 2018

Библиотека 65 çулта

Паян Комсомольски районĕнчи ача-пăча библиотеки хăйĕн 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вулавăша саламлама Светлана Гордеева ÿнерçĕ, журналист, çыравçă, Елена Светлая актриса, çыравçă, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пулăшаканĕ, Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, информаци тивĕçтерĕвĕн, культура тата архив ĕçĕ пайĕн пуçлăхĕ Светлана Долгова, «Хыпар» ИÇ ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова, корреспонденчĕ Валентина Федорова тата библиотека ветеранĕсем килсе çитрĕç.

Ачасене нумайрах кĕнеке вулама сĕнчĕç, асăнмалăх парнесем парнелерĕç. Инна Ядрова директор хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Республикăри конкурссене тăтăшах хутшăнать вулавăш. Акă Елизавета Зайцева «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке — 2018» республикăри конкурсра «Вулавăн лидерĕ» номинацире çĕнтернĕ.

Библиотекăра вулама çеç мар, ÿкерме, сĕтелçи вăййи выляма, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталама пулать. Комсомольскинчи 1-мĕш шкул директорĕ Георгий Перьев библиотека ĕçченĕсемпе хор йĕркеленĕ. Мероприятире вĕсем янăравлă юрăсем шăрантарчĕç. Каярах Инна Петровна хастар вулакансене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ. Вĕсен шутĕнче София Тимофеева, Диана Громова, Анна Салаева, Мария Маслова, Анастасия Горбунова. «Вулакан пулсан библиотека пурăнатех», — теççĕ.

Диана Басникова, Кристина Пикеева, Катя Ишатова Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Вĕсем шкул çумĕнчи «Хĕвел» çуллахи лагере çÿреççĕ. «Вуласан эсĕ вĕçейĕн», — тенĕ бразили çыравçи Пауло Коэльо. Çÿлĕк çинче выртакан кĕнекене тусан ан хуплатăр, çамрăк вулакансем кашни страницăна перекетлĕн уçса тавра курăмне пуянлатчăр, хайлавсен асамлă тĕнчи кăмăл-туйăма çĕклетĕр. Кĕнеке шăрши савăк кăмăл парнелетĕр. Ешер, библиотека! Санăн алăку патне илсе пыракан сукмак нихăçан та ан çухалтăр!
 

Рубрика: