«Çамрăк чухне алă усса ларнинчен хăрушши çук»
Атăл леш енче «Буревестник» кану базинче «МолГород — 2018» форум иртни пирки эпир иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă çамрăксем ăмăр çанталăка пăхмасăрах 5 каç та 6 кун унта вăхăта хаваслă та усăллă ирттерчĕç. Эпир вĕсен пурнăçне сăнасах тăтăмăр, хамăр та унта çитсе килтĕмĕр, лекцисем итлерĕмĕр, çамрăксемпе калаçрăмăр. Чăнах та, хула теме пулать: çуртсем вырăнне — палаткăсем, кафе-столовăй — йывăç айне вырнаçтарнă сĕтелсем, чĕртнĕ вучахсем, урамĕсене тĕрлĕ баннерпа капăрлатнă, сукмакĕсене хăмаран хывнă… Çак тĕлĕнмелле хулана яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн хаваслă кулли илемлетрĕ.
Константин Львов Шăмăршă районĕнчи Карапай-Шăмăршă шкулĕнче вĕренет. Вуннăмĕш класран вĕренсе тухнăскер пуласлăхĕ пирки шухăшлать, пулас профессие суйлать. Тĕллевĕ çирĕп — вăл пурнăçне бизнеспа çыхăнтарасшăн. Анчах ĕмĕтленнипе çеç ĕç пулмасть. «Чи малтанах, аталанма, пĕлĕве тарăнлатма, çĕннине пĕлме çитрĕм», — терĕ вăл мĕншĕн форума килнипе кăсăклансан. Малалла вулас...