Тăватă ачине пăрахса ăçта çÿренĕ?
Йĕпреç районĕнчи Пучинкери 27 çулти Алина çак кунсенче тăватă пĕчĕк ачине килте пĕчченех пăрахса хăварнă та темиçе кунлăха çухалнă. Упăшки çав вăхăтра Мускав тăрăхĕнче шапашра пулнă. Сисчĕвленсе ÿкнĕ кÿршисем полицие шăнкăравласа пĕлтернĕ. Темиçе кун ăша апат яман ачасене çĕрле районти тĕп больницăна вырнаçтарнă.
«Икĕ кунра тĕнче пĕтнĕ»
Ачисене пăхман амăшне шыраса Йĕпреç районĕнчи Пучинкене çул тытрăм. Прокопьевсем патне кĕреймерĕм, алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Пучинке ял тăрăхĕн администрацине çитрĕм, Алина ăçта кайнине пĕлмеççĕ-ши тесе ыйтрăм. Чи кĕçĕннин 9 уйăхри пепкин харăсах икĕ шăл тухма тытăннăран ÿт температури ÿснĕ иккен. Амăшне ачисем патне больницăна чĕннĕ. Эпĕ те унпа курнăçас тесе Йĕпреçе кайрăм.
«Икĕ кунлăха килтен тухрăм та — тĕнче пĕтнĕ! Юлташ хĕрĕ патне кăна кайнăччĕ, ниçта та çухалман эпĕ. Ачасене тăван мар аттепе хăвартăм. Эпĕ вĕсене «васкавлă медпулăшупа» лартса кайнине те куртăм, карта хушăкĕнчен вăрттăн сăнаса тăтăм, анчах унта пыма хăрарăм. Участковăя та, тухтăрсене те мĕн тума чĕнмелле пулнă? Мĕн тума больницăна илсе килмеллеччĕ ачамсене? Кам шăнкăравланине пĕлетĕп-ха. Мана ăмсанса çапла хăтланнă пулĕ. Упăшка вăрçмасть, вăл ман майлах, ним япăххи те пулман-çке», — каласа кăтартрĕ Алина.
Йĕпреç районĕн администрацийĕн опекăпа попечительлĕх органĕн специалисчĕсем Лариса Демидовăпа Лилия Карасева каланă тăрăх, ачасен амăшĕ çĕртмен 1-мĕшĕнче тĕпренчĕкĕсене пĕччен хăварса эрех ĕçме тухса кайнă. Кайран киле пынă, тепĕр кунхине ачисем тăван мар кукашшĕпе юлнă. Çĕртмен 3-мĕшĕнче вăл Анатри Кĕлешкассине таврăннă. Выçăпа аптăранă ачасем валли килте çăкăр тĕпренчĕкĕ те пулман. Чи асли, 8 çулти арçын ача, кивĕ электроплитана хăра-хăрах çутнă. Хальччен апат пĕçерсе курманскер çатма çине тип çу янă, ун çине макарон силленĕ. Пĕчĕкскерсем выçă хырăмĕсене çак пиçмен хытă апатпа улталанă. 9 уйăхри хĕр пĕрчи çав кунсенче мĕн çинĕ-ши? Ăна сĕт ĕçтерекен, пăтă пĕçерсе çитерекен пулман. Юрать-ха, выçăпа вилмен. Ачасене больницăна илсе кайнă хыççăн тепĕр кунне Алинăна ялта часах шыраса тупайман. Вăл тĕпренчĕкĕсем патне таврăнма васкаман. Ăна полици ĕçченĕсемпе çул çитменнисен комиссийĕн специалисчĕсем çĕртмен 5-мĕшĕнче çеç тупнă. Ÿсĕрскер Пучинкерех, ĕçкĕçсен ушкăнĕнче, каннă. Эрех ĕçнĕ хыççăн ним туйми çывăрнă...
Алинăн пурнăçĕнче кунашкалли пĕрремĕш хут пулман, ачисене унччен те пăрахса хăварнă вăл. Хăй каланă тăрăх, ун пирки пустуй сăмах сараççĕ, хĕрарăмăн еркĕн çук. Упăшки килте мар чухне кумĕ, кил хуçин юлташĕсем пахча сухалама, хуçалăхри ытти ĕçе тума килеççĕ.
Эрех шăршласшăн мар
Алина çак районти Анатри Кĕлешкасси ялĕнче йышлă çемьере çитĕннĕ. Пулас упăшкипе Вадимпа тăватă çул çынсенчен вăрттăн çÿренĕ имĕш. Хĕрпе каччă пĕр-пĕринпе туслă пулнинче мĕн япăххи пур, ăна мĕн тума пытармалла? Тен, Алина хĕр чухне Çĕнĕ Шупашкарта технолога вĕреннĕ, кайран лавккара кассирта ĕçленĕ. Мăшăрĕпе пÿлĕм тара тытса пурăннăскерсем Пучинкене пĕччен амăшне пăхма таврăннă. «Пĕр-пĕр пĕлĕшĕ пирки каласа кăтартрĕ пулĕ сире. Алина алла специальноç илнине илтмен», — палăртрĕç хĕрарăма лайăх пĕлекенсем.
Больницăра калаçса ларнă чухне Алина хăйĕн пурнăçĕ пирки куçне мăчлаттармасăр каласа пачĕ. Вăл кăмака хутса килте пĕр эрне пурăнмалăх çăкăр, кукăль пĕçерет, плов янтăлама юратать имĕш. «Хур-кăвакал чĕпписем туянасшăн. Ĕçкĕпе иртĕхместĕп. Упăшка Мускавран уйăхсерен 80 пин тенкĕ илсе килет. Мăшăрпа вăрçăнасси пулкалать, анчах та вăл ман çине алă çĕклесе курман. Килте ялан пĕрле ĕçлетпĕр», — терĕ 4 ача амăшĕ. Упăшки хĕненĕрен арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнине, кĕçех суд пулассине пытарчĕ.
Ăнăçсăр çемьесен шутне мĕншĕн кĕртнине ыйтсан темиçе çул каяллахи пăтăрмаха кулкаласа аса илчĕ. Вăл тĕпренчĕкĕсене пĕччен пăрахса хăварса юлташ хĕрĕпе унăн йăмăкĕ патне Вăтаелне хăнана кайнă-мĕн, каялла часах таврăнайман. «Халь ман тек эрех сыпас та, шăршлас та килмест. Юлташ хĕрĕпе урăх çыхланмастăп, пĕрмай мана ухмаха тăратса хăварать. Хăй таса юлать, чаплă çынсен хĕрĕ те. Унăн пепкисене хуняшшĕпе хунямăшĕ пăхаççĕ. Ачамсене судпа туртса илсен эпĕ пурăнмастăп та», — куççуль кăларчĕ çамрăк хĕрарăм. Малалла вулас...