Тупăшу ăса çивĕчлетет
Республикăри клиника больницин урологи уйрăмне Евгений Ундрицов аслă шкул хыççăнах ĕçлеме килнĕ. Тарăн пĕлĕвĕпе практикăра кирлĕ пек усă курма пуçлани çамрăка тухтăрăн пĕтĕмĕшле ĕçĕнче те, ансăр специальноçа хăнăхса пырассинче те çитĕнÿсем тума пулăшнă. Опытлă уролог Минвалей Газымов ĕнерхи студентран ăста тухтăр «пиçессе» малтанхи кунсенчех шаннă. Вăл йăнăшманни халĕ, Евгений Петрович тухтăрăн чыслă тивĕçне 15 çул пурнăçланă май, тÿрре тухать.
— Ĕç кăткăсси куç кĕрет. Çамрăк ăна йывăрлăхран хăрамасăр кÿлĕнсен малашлăхра сулмаклă утăмсем пуласси паллă. Ĕçтешĕм мĕн пĕлнипе, ăса хывнипе кăна çырлахмасть, хăйне аталантарас тесе тăрăшать. Практика хăнăхăвне анлăлатса пынипе пĕрлех ăслăлăх ĕçне те хутшăнни Евгений Ундрицов хăйĕн ĕçне чунпа парăннине çирĕплетет. Ертÿçĕ пахалăхĕсем те сахал мар унра, ахальтен мар пĕр хушă уйрăма та ертсе пычĕ, — çапларах хакларĕ хăйĕн вĕренекенне Минвалий Мингалиевич, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп урологĕ.
Чир никама та тиркемест: арçынна та, хĕрарăма та. Сывă ашшĕ-амăшĕ вара — çемье тĕрекĕ, ачасен хÿтлĕхĕ. Сывă çемьере кăна савăнăç, телей хуçаланать. Инкеке лекнисене вăхăтра пулăшас тесе тăрăшаççĕ те шурă халатлисем. Çынна эмелпе кăна мар, сăмахпа та сыватмалла. Кулленхи ĕçре çак шухăша пуçра лайăх тытать тухтăр. Çирĕп кăмăллă пулин те çынсемпе ăшшăн калаçма тăрăшни хăш-пĕрин чир тапхăрне чăннипех кĕскетме пулăшать.
— Пÿре сывă маррипе килме тиврĕ ку уйрăма. Икĕ эрне каялла операци турĕç. Вăл ăнăçлă иртрĕ. Хама аван туясси сăнаса тăракан тухтăр Евгений Петрович тимлĕ пулнинчен килет. Тĕрлĕ амак чирлекенĕн чунне пусăрăнтарнине аван ăнланать вăл, лăплантарма пĕлет, — кăмăллăн калаçать уйрăмра сипленекен Елена Дюкина.
Пултаруллă тухтăр — Чăваш Ен сывлăх сыхлав хутлăхĕн чи пуçаруллă хастарĕсенчен пĕри. Çакна Е.Ундрицов республикăра пуçласа иртнĕ «Сывлăх сыхлав лидерĕсем» конкурса хутшăнса финала тухни çирĕплетрĕ. Асăннă ăмăртăвăн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче иртрĕ.
— Конкурс çинчен пĕлтерсен пирĕн сыватмăш администрацийĕ унта хутшăнма мана сĕнчĕ. Хирĕçлемерĕм: унашкал тупăшусем хамăрăн пĕлĕве, çаврăнăçулăха тĕрĕслеме, çĕнĕ опытпа паллашма май параççĕ- çке. Вăйăсенче хамăр тĕллĕн те, ушкăнпа та кăсăклă тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр. Конкурс ăса çивĕчлетет, ертÿçĕ паха енĕсемпе пуянланма пулăшать, — шухăшне уçрĕ Республика клиника больницинче вăй хуракан ăста уролог. Малалла вулас...