Омскри юлташ
Тĕлĕнмелле вăхăтра пурăнатпăр эпир. Интернет уçлăхĕнче виртуллă çул çÿреве тухма та, аякра тĕпленнĕ йăхташăмăрсемпе çыхăнма та пулать. Пĕр-пĕр çын е организаци çинчен хы-пар тупасси вара — чи ансат ĕç. Акă «Каçхи Омск» хаçат вырăнти чăвашсен «Юлташ» наципе культура автономийĕн ертÿçине Григорий Федорова сăмах панă. Тăватă çул каялла пичетленнĕ статьяра Омск хулинче тата облаçĕнче чăвашсем йышлă пурăннине, тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшнине каласа кăтартнă вăл.
Тĕрлĕ çĕрте чăвашсен общество организацийĕсем йĕркеленнине пĕлсе Омскри йăхташăмăрсене те пĕр тытăма пуçтарма шухăш тытнă çав хастар. Сас пама ыйтса хаçатра пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Çакăн хыççăн чăвашсем ун патне шăнкăравлама пуçланишĕн мĕнешкел савăннă. «Чи малтанхи хут Нефтяниксен культура керменĕ патĕнче çирĕммĕн тĕл пултăмăр», — аса илет вăл. Çутă ĕмĕтпе çунатланнăскерсем «Юлташ» автономие регистрацилемешкĕн 500-шер тенкĕ укçа пуçтарнă. 2008 çултанпа общество организацийĕн хастарĕсем хула, регион конкурсĕсене, куравĕсене, фестивалĕсене хутшăннă. «Юлташ» ятлă хаçат пичетлеме вăй çитернĕ çак йыш. Унта кулленхи лару-тăрăва çутатнă.
Григорий Титович Омск чăвашĕсем Машканка ялне çуллен çÿренине палăртнă. Унта пурăнакансем хăнасене чăваш сăрипе кĕтсе илнĕ. Йăхран-йăха куçакан уявсене пĕрле паллă туни, паллах, кашнин асĕнче юлнă. Тĕл пулура, ахăртнех, чăвашла тăраниччен калаçнă.
Вĕсем ытти тăрăхра та — Самарта, Тюмень облаçĕнче, Казахстанра... — юлташ тупнă. Туслă çыхăнăва çирĕплетсе пынă.
Григорий Федоров Чăваш Республикине килмессерен тăван халăхăн историйĕпе, йăли-йĕркипе, çи-пуçĕпе çыхăннă кĕнеке туяннă. Вĕсене йăхташăмăрсене кăтартнă, вулаттарнă. Сăмах май, ентеш хăй те сăвă-калав çырма пуçланă. Ĕçĕсене Титта Гришши хушма ятпа пичетленĕ.
Григорий Федоров Вăрнар районĕнчи Мăн Хирлепре çуралнине палăртса хăвармалла. Çĕпĕре роматика шыраса кайнине пытармасть вăл. Малалла вулас...