Комментировать

8 Июн, 2018

Чăваш каччи йĕркеленĕ «юмах тĕнчи»

«Десантниксем яланах уйрăмах яваплă çар тĕллевĕсене пурнăçланă, çирĕп кăмăл-туйăмпа, чăтăмлăхпа, хăюлăхпа, паттăрлăхпа, пĕр шухăшлă пулнипе тата пĕр-пĕрне пулăшма хатĕррипе палăрса тăнă. Пирĕн çĕршывăн нумай çĕнтерĕвĕ сывлăш-десант çарĕсенче пулнисемпе çыхăннă», — тенĕччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче «кăвак беретлисене» РФ Сывлăш-десант çарĕсен кунĕпе саламланă май.

«Пирĕнсĕр пуçне никам та»

Канаш хулинче пурăнакан Сергей Прокопьевшăн та çав кун — чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен вăл 1990-1992 çулсенче Туçи Карабахра сывлăш-десант çарĕсенче пулнă, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне шăпах унта пурнăçланă. «Пурнăç тути-масине çамрăклах астивме тиврĕ çав, 18 çултах автоматпа тусем тăрăх чупрăм. Пирĕн çарсене Афганистанран 1989 çулта кăларнă, çапах асăннă çĕршывра пирĕн çар çыннисем, тĕпрен илсен летчиксемпе техника специалисчĕсем, юлнă. Эпир, десантниксем, вĕсене ан печчĕр тесе çÿлтен сыхлаттăмăр. Патшалăх автоинспекцийĕн тытăмĕнче ĕçленĕ чухне Чечняна командировкăна икĕ хутчен ячĕç. Çав çулсенче юлташсене çухатни те пулнă. Паллах, темĕн те курнă. Халĕ эпĕ çынсене наци тăрăх пайламастăп. Чăваш-и, тутар-и, вырăс-и е ытти халăх çынни-и — маншăн пĕлтерĕшлĕ мар, чи кирли — вăл лайăх çын пултăр», — каласа кăтартрĕ Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Васильевич.
Çакна та палăртса хăварас килет: десантниксем яланах малтисен ретĕнче пулма хăнăхнă. Вĕсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ хирĕç тăрăва, контртерроризм тата миротворец операцийĕсене хутшăннă: кирек ăçта та чи малтан «кăвак беретлисене» яраççĕ- çке. Ахальтен мар ĕнтĕ «Герой» ята илнисен йышĕнче сывлăш-десант çарĕсенче пулнисем сахаллăн мар. Вăрçă нуши-тертне хăй туйса курнăранах Сергей Прокопьев: «Пĕтĕм тĕнчере тăнăçлăх хуçалантăрччĕ», — тет.
Ытти десантник пекех, вăл та «Пирĕнсĕр пуçне никам та» чĕнÿпе пурăнать. Кашни ĕçе тĕплĕ пурнăçлать. ЧР Десантниксен союзĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн правлени членĕ пулнă май пĕтĕм мероприятие хастар хутшăнать. Вĕсем шкулсене кайса тĕлпулусем, паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ, çапла майпа çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ. «Кăвак беретлисен», Раççейĕн чăн-чăн патриочĕсен, вĕренекенсене каласа кăтартмалли темĕн чухлех. Канаш районĕнчи десантниксем тĕрлĕ хирĕç тăрура пуç хунă салтаксене асăнса мини-футбол тата волейбол енĕпе турнирсем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Унсăр пуçне вĕсем тăван тăрăха таврăнайман юлташĕсене халалласа стела тăвасшăн. Çакăн валли хула администрацийĕ лаптăк уйăрса пама шантарнă. Хастарсем ăна та хăтлăх кĕртесшĕн, брусчатка сарасшăн. Ку ĕçсем валли хăйсемех укçа пуçтараççĕ. Паллах, пуçаруллă çынсене пур çĕрте те асăрхаççĕ. Хастар десантниксене ветерансен юхăмĕн, çар-патриотизм воспитанийĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тĕрлĕ медальпе наградăланă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.