Комментировать

8 Июн, 2018

Сергей АРТАМОНОВ: Çурхи ĕçсене вĕçлерĕмĕр

Республикăра çурхи ĕçсен хĕрÿ тапхăрĕ иртрĕ. Хура тул акса, купăста лартса пĕтермен хуçалăхсем пур. Пĕтĕм ĕçе çак кунсенче вĕçлеççĕ. Акана «Хыпарта» ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕтĕмлетме килĕшрĕ.

Улшăнусем хăш енĕпе?

— Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем ăна агротехника ыйтакан кунсенче тата пысăк пахалăхпа ирттерчĕç, — терĕ Сергей Геннадьевич. — Кашни ял хуçалăх культурине йĕркеллĕ çитĕнме çу каçиччен ăшă çителĕклĕ кирлĕ. Сăмахран, хĕвел çаврăнăшне — 2000-2300°, тĕшĕлĕх куккуруса — 2000-2800°, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене — 1000-1700°, кĕрпелĕх культурăсене — 1200-1900°, çĕр улмине — 1200-1800°С. Вегетаци тапхăрĕнче çак температурăна пухса çитерччĕр тесен вăхăтра акмалла. Тăпрана куккуруспа хĕвел çаврăнăшне паян тин варăнтарсан пулса çитеймеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне 13 район ака планне тултарнă, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 96% акнă. Вăрнар, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар районĕсенче плана тултарайман. Малта палăртнисем тĕллеве пурнăçласса шанатпăр, юлашкинчен асăннă икĕ район ĕçсене вĕçлесси иккĕлентерет.
Çуракин лайăх тата «тĕплесе çитереймен» енĕсемпе паллаштараймăр-ши?
— Вăрлăха тăпрана нÿрĕк çителĕклĕ чухне варăнтарнă. Вăл халĕ те самаях. Кĕрхи культурăсене 80 пин ытла гектар акни тухăç çурхисенчен пысăкрах пуласса халех шантарать. Заявка вăхăтра çитернĕ хуçалăхсем кĕске вăхăтлăх кредит çурхи ĕçсем пуçланичченех илчĕç. Çапах та банксенчен кивçен илме питĕ йывăррине палăртас килет. Ку АПК экономикине ура хурать тесех каламалла. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен дизтопливо 12% хакланнă, сутлăх сĕтпе тырă хакĕ чылай ÿкни хуçалăхсене акана хатĕрленме чăрмантарчĕ. Сĕтĕн сутлăх хакĕ пĕлтĕрхи шайран чылай чакнă пирки республика аграрийĕсем кунне 6 млн тенкĕ çухатаççĕ. Хуçалăхсен умĕнче ытти йывăрлăх пур.
Çĕртмен 5-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕн пур йышши хуçалăхсенче çурхи тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 207,5 пин гектар е пĕлтĕрхи çав кунхинчен 3,5 пин гектар /1,7%/ ытларах акнă. Çав шутра çурхи тулă — 67317 /иртнĕ çул — 71279/, урпа — 104515 /2017 ç. — 96216/, тĕшĕлĕх куккурус — 1444 /пĕлтĕр — 2933/, хура тул — 1604 /иртнĕ çул — 978/, тĕшĕлĕх бобы йышшисем — 11838 гектар /2017 ç. — 10785/. Çурхи культурăсене 324,3 пин гектар акма-лартма пăхнă. 53,1% — тĕш тырăпа пăрçа йышши, 37,2% — выльăх апачĕлĕх культурăсем. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене Елчĕк /15,6 пин га/, Çĕрпÿ /14,7 пин/, Патăрьел /14 пин/ районĕсенче чи нумай акнă.
Халĕ мĕнле ĕçсене тăваççĕ?
— Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнекен 59033 гектар /пĕлтĕр — 54079/ çинчи çум курăка, вĕсене сăтăрлакан хурт- кăпшанкăпа чир-чĕре 16464 гектар /иртнĕ çул — 24741/ çинче хими им-çамĕпе пĕтернĕ. Шел, çумăр тата вăйлă çил çак ĕçе вăхăтра пурнăçлама кансĕрлет.
Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми 7491 гектар /çулталăк каялла — 6739/ е 2017 çулхинчен 752 гектар /11,2%/ нумайрах лартнă. «Иккĕмĕш çăкăр» акакан-лартакан мĕн пур лаптăкра 5,4% йышăнать.1315 гектар çинчи рет хушшине кăпкалатнă /2017 ç. — 1001/. Патăрьел /1400 га/, Комсомольски /968 га/ районĕсенче вăл самай пысăк лаптăк /31,6%/ йышăнать. Хуçалăхсенче унтан пысăк тупăш илнине пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр рентабельноçĕ 27,4% таран ÿсрĕ /2016 çулта вăл 8,6% кăна пулнă/. Çав кăтарту тĕш тыррăн, техника культурисен, теплицăри пахча çимĕç рентабельноçĕнчен пысăкрах, уçă вырăнта çитĕнтерекен пахча çимĕçпе çеç танлашаймасть.

Кăшт каярах пуçăнтăмăр

Ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк фермер хуçалăхĕсенче уçă вырăнта пахча çимĕç, çав шутра вăрлăх çитĕнтерме 1137 гектар е пĕлтĕрхинчен 320 гектар /39,2%/ ытларах акнă. Чи пысăк лаптăк Патăрьел районĕнче — 344 гектар, ку шутра вăрлăх — 269. Республикипе сахăр кăшманĕ 970 гектар /çулталăк каялла — 1410/. Ăна Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче ÿстереççĕ.
Çу юхтармалли культурăсен вăрлăхне туянма республикăна йышлăн килеççĕ. Иртнĕ çул рапс рентабельноçĕ — 25,8%, хĕвел çаврăнăшĕн 23,8% танлашрĕ. Асăннă культурăсенчен тупăш пысăкрах илнине тĕпе хурса вĕсене нумайрах акма тытăнчĕç. Кăçал республикипе рапс — 7846 /2017 ç. — 3127/, горчица 4321 гектар /пĕлтĕр — 1892/ акнă.
Выльăх апачĕлĕх куккурус — 7107 /иртнĕ çул — 5881/, севок 392 гектар /иртнĕ çул — 380/. Вăл хĕл каçиччен начар тата йÿнĕлле сутăннипе лаптăка кăштах пĕчĕклетме тиврĕ.
Тĕшĕлĕх хĕвел çаврăнăш сахалрах акнă — 3568 çулталăк каялла — 5547 . Мĕншĕн?
— Ăна федерацин Атăлçи округĕнче туса илесси нумай çул каяллах çĕр ĕç культурине кĕнĕ. Çĕршывра ÿстерекен пĕтĕм лаптăкра пирĕн округ тÿпи — 44%. Унăн хыçĕнче — федерацин Кăнтăр /23%/ тата Тĕп /17%/ округĕсем. Саратов /32,7%/, Оренбург /24,7%/, Самар /17%/ облаçĕсенче пĕрре виççĕмĕш пайне яхăн çитĕнтереççĕ. Ку культурăна пулса çитме Чăваш Енре хĕвел ăшши çитмест. Кунсăр пуçне ăна пăхса çитĕнтермелли, пухса кĕртмелли, типĕтмелли техника туянмасăр акасси çинчен шухăшламалла та мар. Çак хăйне евĕрлĕхе асра тытса сахалрах акаççĕ. Пирĕн пĕтĕм лаптăкра вăл кăçал 0,2% йышăнать. Чылай хуçалăхра тыр-пула типĕтмелли агрегат пулманран пĕлтĕр ăна 1000 ытла гектар çинчен пухса та кĕртмерĕç.
Пирĕн хуçалăхсем çу юхтармалли культурăсене ăçта сутаççĕ?
— Рапспа хĕвел çаврăнăшне — Хусана. Унта тирпейлемелли çĕнĕ комплекс хута янă. Халĕ малтанхинчен вăл чĕр тавар çулталăкра пĕр млн тонна нумайрах йышăнать.
Пĕр çул ÿсекен курăксем — 15888 /пĕлтĕр — 16233/, нумай çул çитĕнекен курăксем — 3356 /иртнĕ çул — 5167/, соя — 483 /çулталăк каялла — 819/, çу юхтаракан йĕтĕн — 918 /2017 ç. — 403/, çу юхтаракан кăшман 301 гектар /пĕлтĕр — 131/ акнă. Акакан-лартакан мĕн пур уй-хирте техника культурисем — 3,6%, пахча çимĕç 0,6% йышăнаççĕ. Хăмла 103 гектар çитĕнет /иртнĕ çул — 96/. Çĕртмен 5-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене выльăх апачĕ хатĕрлеме 252 гектар çулнă /2017 ç. — 105/, утă 24 тонна хатĕрленĕ. Кăçал акакан-лартакан пĕтĕм лаптăк 560 пин гек-тар /2017 çулхинчен 1,1% пысăкрах/. Симĕс апатлăх тата кĕрхи культурăсем 80,5 пин гектар. Тĕрлĕ сăлтава пула вĕсем пĕтнĕ лаптăк çулленхинчен ытла мар.
Кăçал çурхи ĕçсене иртнĕ пилĕк çулхинчен чылай каярах пуçăнтăмăр. Кĕрхи тĕш тырă культурисене апатлантарма 2017 çулта пуш уйăхĕн варринчех тухрăмăр, кăçал ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче çеç пуçланă. Тĕп культурăсене акма нумай çулăн вăтам кăтартăвĕнчен 10-15 кун каярах тытăнтăмăр. Çурхи ĕçсене çапла пикенме тивнĕрен агротехника нормативĕнче пăхнă вăхăтра вĕçлеме йывăр пулчĕ.
Çĕнĕлĕхсене çул памалла
Мĕнле вăрлăх акса-лартса хăвартăр?
— Хуçалăхсенче ăна ытлашшипех хатĕрленĕччĕ. 96% кондицие /пĕлтĕрхи чухлех/ лартнă, вăрлăха сăтăрçăсенчен хÿтĕлес тĕллевпе хими им-çамĕпе «наркăмăшлантарнă». Элита вăрлăх республикипе мĕн пур лаптăкăн — 12%, Шупашкар, Патăрьел, Елчĕк, Красноармейски районĕсенче ытларах та акнă. Тĕлĕнмелле: вăл Элĕксен — 2,7%, Йĕпреçсен — 3,2%, Шăмăршăсен 3,7% кăна. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.