Испанири кĕрÿ чăваш ялĕнче ĕне сунă
Кĕтмен çĕртен ют çĕршыва каймашкăн май тупăнсан эколог дипломне тин çеç алла илнĕ Елена Иванова тĕплĕн шухăшланă. Акăлчан, нимĕç чĕлхисене лайăх пĕлнĕ хĕр вăхăтлăха Чăваш Енпе сыв пуллашма тĕллевленĕ. Лена хĕр тусĕпе Испание вĕçнĕ, куçаруçă гидра вăй хунă. Аякри çĕршыв чăваш пикисене янкăр тÿпеллĕ хĕвеллĕ кунпа, ăшă кулăллă çынсемпе кĕтсе илнĕ. Вырăс турисчĕсем чылай пулни тĕлĕнтернĕ Ленăна. Совет Союзне кĕнĕ республикăсен çыннисем йышлине, вĕсем вырăсла калаçнине асăрханă.
Венчет тăмасăр çемье çавăрмаççĕ
Çĕнĕ вырăна часах хăнăхнă, тус-юлташ тупма ĕлкĕрнĕ çамрăксем пĕр каçхине ташă каçне çул тытнă. Турă çырнипе клубра паллашасса шухăшлама пултарнă-ши ун чухне Лена? Шăпа ун валли çав каç кĕтмен парне хатĕрленĕ... Çÿллĕ, кĕрнеклĕ, хура çÿçлĕ Альберт сăпайлă та ăшă кулăллă Ленăна пĕрре курсах куç хывнă. Унпа сăмахланă вăхăтра хĕр чĕри те хăвăртрах тапнă. Вĕсем телефон номерĕсемпе ылмашăннă. Каярахпа Альберт Лена патне тăтăшах шăнкăравланă, СМС-çыру вĕçтернĕ. Çулталăкран, контракт вĕçленсен, хĕр Чăваш Ене таврăннă. Кунта нумай вăхăт тытăнса тăрайман вăл. Кунсеренех шăнкăравлакан Альберт Испание таврăнма ÿкĕтленĕ, качча тухма ыйтнă. Пике чĕри патне çул тупма пĕлнĕ вăл. Лена каласа кăтартнă тăрăх, испансем — питĕ çине тăма юратаканскерсем.
Пабло Пикассопа Сальвадор Дали çĕршывĕнче Лена вунă çул пурăнать ĕнтĕ. Телейлĕ мăшăрăн хĕрпе ывăл, Патрисийăпа Альберт, çитĕнеççĕ. Испанире хĕрсем качча тухсан упăшкин хушаматне илмеççĕ-мĕн. Ачисен вара икĕ хушамат — ашшĕн тата амăшĕн. Сăмахран, Патрисия Гамез Иванова. Пĕрлешекен мăшăрсен чиркÿре венчет тăмалла, унсăрăн туй туни шутланмасть. Çавăнпах малтан çырăннă Ленăпа Альберт çулталăкран венчет тăнă, çак ятпа чаплă кафере уяв кĕрлеттернĕ. Вырăнти йăлапа хăнасем мăшăра парнесене туй кунĕнче мар, маларах валеçеççĕ. Вĕсен хушшинче хăйне евĕрлисем те тупăнаççĕ: Ленăпа Альберта пĕр тăванĕ килте лартса çитĕнтермелли хурăн парнеленĕ. Кунтан хĕрĕн амăшĕ уйрăмах тĕлĕннĕ. Ара, пирĕн тăрăхра çак йывăçа, халăх каларăшне ĕненсен, кил таврашĕнче пачах лартма юрамасть теççĕ-çке. Пĕрлешнĕ хыççăн çамрăк çемье Раççее, Ленăн çуралнă тăрăхне, Канаш районĕнчи Ачча ялне, вĕçнĕ. «Чăваш ялĕ Альбертăн кăмăлне кайрĕ. Хăй те ялта çуралса ÿснĕрен уншăн пĕтĕмпех кăсăклă пулчĕ, уйрăмах ĕне сăвасси тата сысна пусасси. Анне ĕне сума вĕрентнине халь те аса илет вăл. Пирĕн Манькка, ăслăскер, ют çынсене çывăха ямасть, сутармасть те. Альберт çине тăрсах ăна алла хăнăхтарасшăнччĕ. Анне мăшăра хăйĕн курткине тăхăнтартрĕ, тутăр çыхтарчĕ. Ĕне тумтире шăршласа пăхсан çеç сума ирĕк пачĕ, вырăнтан тапранмарĕ. Çак историе Альберт Испанири юлташĕсене кашнинчех каласа кăтартать. «Епле ăслă-çке чăваш ĕнисем», — тет», — каласа кăтартрĕ Елена унпа интернет урлă çыхăнсан. Вырăсла та, чăвашла та ăнланман кĕрÿшĕпе пикен тăванĕсем вăл пулăшнипе кăна хутшăнма пултараççĕ. «Эпĕ скайп урлă е телефонпа килтисемпе калаçнă чухне Альберт: «Мĕншĕн вăрçăнатăн?» — тесе шÿтлет. Испан чĕлхипе танлаштарсан чăваш тата вырăс чĕлхисем кăнттамрах илтĕнеççĕ», — терĕ Лена.
Кашни вырсарникун — ашшĕ-амăшĕ патне
Çемье Каталони провинцийĕнчи Льейда хулинче кун кунлать. Елена кунти çанталăка кĕске вăхăтрах хăнăхса çитнĕ. Хăй каланă тăрăх, Раççейре вăл тăтăшах шăнса пăсăлнă. Сивĕ çанталăка кăмăлламанскере шăпа хăех хĕвеллĕ те ăшă Испание илсе çитернĕ тейĕн. Мăшăрĕ — фермер, персик, груша, улмуççи ĕрчетет, хăй пĕр организацире вăй хурать. Çак çĕршывра ача çуратнă хĕрарăмсен декрет отпускĕ виçĕ уйăха çеç тăсăлать. Мăнукне пĕр вăхăт Ленăн амăшĕ пăхнă, вăл Испанире виза вĕçлениччен пурăннă. Алевтина Петровна аякри тăванĕсене çĕр улми нимĕрĕ хатĕрлесе сăйласан хайхискерсем ăна кăмăлласах çинĕ. «Хăнăхнă апатсенчен пицца янтăлаççĕ. Ытларах улма-çырла, пахча çимĕç, тинĕс апачĕ, ăшаланă какай, пăрçа йышши çимĕçсене хатĕрлеççĕ. Пĕçернĕ шуй та анлă сарăлнă блюдо. Çу уйăхĕнче унпа сăйланмашкăн ятарлă уяв йĕркелеççĕ, унта тĕнчипех шуй юратакансем, туристсем пуçтарăнаççĕ. Испанире çак моллюска ĕрчетекен ятарлă фермăсем те пур», — аякри çĕршывпа кĕскен паллаштарчĕ Лена. Вырăнти халăх йăла-йĕркене çирĕп пăхăннине, ватăсене хисепленине палăртрĕ вăл. Сăмахран, ачисемпе мăнукĕсем кашни вырсарникун ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулаççĕ, паэлья /олива çăвĕ, тинĕс çимĕçĕ е чăх какайĕ хушнă рис/ хатĕрлеççĕ. Раççейри пекех Испани çыннисем те Кăшарнире, Мăнкунра канаççĕ. Малалла вулас...