Комментировать

7 Июн, 2018

Çăлтăрсем патне çывхарассишĕн чи çÿллĕ йывăç çине хăпарнă

Хальхи саманари çамрăк пулас тăк вăл çухалса каймĕччĕ. Чун çирĕплĕхĕ, ашшĕ-амăшĕ, шкул, ял-йыш панă тĕрĕс воспитанийĕ, ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ пурнăç çине çирĕппĕн тăма пулăшĕччĕçех. Ун пек çынсем чунпа нихăçан та ватăлмаççĕ. Чăваш халăх артисчĕпе Иван Ивановпа çывăхрах паллашар-ха.

Професси шырани

Эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашран, анне шкулта тирпейлÿçĕре ĕмĕрлерĕ, атте — колхозра. Çемьере 4 ывăлпа /эпĕ виççĕмĕшĕ/ 2 хĕр ÿснĕ. Ирпе вăрансанах пирĕн килте пурте юрланă. Шкулпа юнашар пурăннăран эпĕ мĕн пĕчĕкрен унта ÿснĕ, ачасемпе пĕрле тăрса юрланă, физкультурăра чупнă.
8-мĕш класс хыççăн професси суйлама тытăнтăм. Вĕрентекен физкультура учительне кайма сĕннĕччĕ. Спортсмен пулнăран хамăн та кăмăл пурччĕ. Анне хирĕçлерĕ: «Ĕмĕр тăршшĕпе ăмăртма тивĕ, сивĕ сывлăшра чирлетĕн», — тесе çине тăчĕ. Вăл мана врача ярасшăн, эсĕ юнран хăрамастăн, чăх та, сысна та правур пусатăн терĕ. Пичче мана Шупашкарти медучилищĕне çавăтса килчĕ. Пĕр кунра 2 экзамен тытса çавăнта кĕтĕм. Авăн уйăхĕнче килмеллеччĕ. Тантăшăм Викентий Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумне вĕренме кĕнĕ. «Улпут, вăрман хуçи пулăп», — астарчĕ хайхискер. Мĕн пĕчĕкрен вăрманта ĕне çитерсе çÿренĕ, унта кайман кун çукчĕ. Тусăм мана хăвăртах ÿкĕте кĕртрĕ. Атте-аннене каламасăрах унпа пĕрле калаçма кайрăм. Документсăр, сăмах вĕççĕн каланипех, мана йышăнчĕç. Килтисене техникума вĕренме кĕнине пĕлтертĕм. Анне эпĕ ялта пурăнма юлатăп тесе питĕ савăнчĕ. Авăн уйăхĕнче Сĕнтĕрвăррине кайрăмăр, 2 уйăх вĕрентĕмĕр. Канмалли кунсенче яла таврăнсан тантăшсем Хуракасси шкулĕнче вĕренме мĕнле лайăх тесе астарчĕç. Унта вĕренессишĕн 9 çухрăм утмаллаччĕ. Хĕлле интерната юлма май пурччĕ. Манăн пуçа çавăрса ячĕç. Кĕркуннехи каникул пĕтсен килтисене каламасăрах ачасемпе пĕрле эпĕ те Хуракасси шкулне кайрăм. 1 кун вĕрентĕм. Каçхине атте-аннепе калаçрăм, Сĕнтĕрвăррине каяс килменнине, унта выçăллă-тутăллă пурăннине, укçа çитменнине пĕлтертĕм. Çамрăксен хушшинче лидер пулса тăтăм, «3-сĕр» вĕрентĕм.

Старшина

Çар ĕçне вĕрентме тытăнчĕç. Ку мана питĕ килĕшрĕ, командир турĕç. Военрук мана çар училищине вĕренме кайма сĕнчĕ. Юлташпа Оренбургри авиаци аслă çар училищине кайма палăртрăмăр. Манăн питĕ çăлтăрсен хушшинче вĕçес килетчĕ. Вĕсем патне çывăхрах пулас тесе вăрманти чи çÿллĕ йывăç çине хăпараттăм. Туратсене ава-ава пĕр юман çинчен теприн çине Маугли пек сикеттĕм. Пирĕн район каччи Андриян Николаев тĕнче уçлăхне хăпарнине кура та çапла хăпартланнă пуль. Çÿçе шакла кастартăмăр, военкомата çитрĕмăр. Унтан — Канашри сбор пунктне... Оренбургра хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Пыр шыçнăччĕ те медкомисси тухаймарăм. Шкулпа сыв пуллашнă ятпа Атăл хĕрринче пулă шÿрпи çинĕччĕ, çавăнта сивĕ шыв ĕçсе ларнăччĕ. Тухтăр: «Кун пек пырпа космонавт пулаймастăн», — тесен хÿре вĕçне тĕвĕлерĕм те çав кунах пуйăса ларса килелле вĕçтертĕм. Хам вара çапла каласа хăвартăм: «Çара каятăп та çавах офицер пулма май тупатăп». Эпĕ килнĕшĕн анне хĕпĕртерĕ. «Тракториста вĕренсе тухан, ял ĕçне юрататăн», — тет. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.