Комментировать

6 Июн, 2018

"Самант" журнал, 5 №, 2018 çул

 "САМАНТ" журналăн çĕнĕ номерĕнче:

Çуллахи вăхăтра инкеке лекес мар тесен хамăра мĕнле тытмалла? Çак ыйтăва Шупашкарти ача-пăча 3-мĕш больницин анестези-реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ Александр Федоров хуравларĕ.

Иван Шинжаев хĕрне юрă-кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарасшăн пулман, çавăнпа Ирина пĕрремĕш юррине ашшĕнчен вăрттăн çыртарнă. Валентина Кузнецовăн хĕрĕ Юлия Анисимова мĕн пĕчĕкрен сцена çинче, анчах пуласлăхне юрăпа çыхăнтарасшăн мар. «Çăлтăрсен» юрлакан тăваĕсем» тишкерӳре ытти тĕслĕхпе те паллашма пулать.

Андрей Заволжский хăйĕн ятĕнчен тум кăларасшăн. Александр Ред 50 çынран чаплă концерт йĕркеленĕ. Андрей Кузнецов — 4 ача ашшĕ. Пăшăл пăттипе «Культура хуранĕ» сăйлать.

«Туслăх кăшăлĕ» рубрика хăни — Марокко çĕршывĕнчен килнĕ Реда Бузагу. Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче вĕренекен каччă бербер халăх пурнăçĕ çинчен питĕ кăсăклă каласа кăтартрĕ.
Дубайра метропа кайнă чухне арçынсемпе хĕрарăмсен пĕр вакуна кĕме юрамасть, унсăрăн пысăк штраф тӳлеттерĕç. «Пуласлăх хули» тата мĕнпе тĕлĕнтернине Евгения Мурзуковăн çул çӳревĕпе паллашсан пĕлме пулĕ.

ЮТВ телеканалăн «Пĕрле пулар-и?», «Çăмăллăн вăран, «Мисс Шарм», «Çулталăк персони» кăларăмĕсен продюсерĕ, ертсе пыраканĕ, «Чăваш Ен пики» илемлĕх конкурсĕн ертӳçи Данила Ленский — «Самант» хăни. Мускавра Останкинăра семинарсенче, тренингсенче, ăсталăх класĕсенче час-часах пулаканскер куракана тĕлĕнтерме, илĕртме пĕлет. Интервьюра вăл хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи кăсăклă самантсене уçса пачĕ.

«Эпĕ ку таранччен сан пек тĕлĕнтермĕш çын курман. Ухмах пек сĕт ĕçетĕн. Кăшт та пулин чакарма пулать пуль хăнăхнă шая?» — тенĕ каччă хĕре. Малалла мĕн пулса иртнине пĕлес килет-и? Апла сирĕн «Качча каяймасăр юлаттăм» калава вуламалла.

«Самант» журналăн 5-мĕш номерĕнче вуласа тĕлĕнмелли чылай. Эппин, хăвăртрах ăна алла тытма васкăр.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.