Комментировать

6 Июн, 2018

Хурăн шывĕ сиплĕ

Галина Ильина Хĕрлĕ Чутай райповĕнче вăтăр пилĕк çул ытла ĕнтĕ вăй хурать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те пĕр хăнăхнă, пĕлнĕ ĕçрен уйрăлма васкамасть-ха.
Галина Александровна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсанах хĕр тантăшĕсемпе Шупашкара çул тытнă, пир-авăр комбинатне вырнаçнă. Хулари хаваслă пурнăçа пăхмасăр чун-чĕри тăван тăрăхах туртнă. Кашни канмалли кун яла васканă хĕр. Йăрă та ĕçченскере Уйпуçĕнчи Владислав куç хывнă. Кĕçех çамрăксем çемье çавăрнă. «Яла пурăнма куçрăм. Хĕрлĕ Чутай райповĕн тирпейлекен цехне вырнаçрăм, — аса илчĕ хĕрарăм. — Упăшка районти строительство организацийĕнче каменщик пулса ĕçлетчĕ. Ăна хваттер панă май Хĕрлĕ Чутай салине куçрăмăр. Майĕпен йыш та хушăнчĕ, Сашăпа Сергей çут тĕнчене килчĕç. Халĕ вĕсем çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Хам та иртнĕ çул тивĕçлĕ канăва тухрăм. Çапах пĕр хăнăхнă ĕçрен, коллективран уйрăлас килмест».
Галина Ильина чĕр тавар тирпейлекен цехра бригадирта ĕçлет. Ăна чылай вăхăт тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей потребкооперацин Хисеп грамотипе те наградăланă. Вăл ертсе пыракан коллективра ытларах çамрăксем-мĕн. Анчах яш-кĕрĕмпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. Вĕсен хушшинче хăйне çамрăкланнăн туять-мĕн. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени, пулăшма тăрăшни те малалла тăрăшма хавхалантарать ăна. Пĕрлешÿре чĕр тавара тирпейлесе тĕрлĕ продукци хатĕрлесе кăлараççĕ. «Вăтăр çул ытла ĕçленĕ май танлаштармалли пурах-тăр. Предприятире çак тапхăрта мĕнле çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç?» — терĕм ăна. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.