Комментировать

6 Июн, 2018

Красноярск тăрăхĕнчи чăвашсем пурăнакан Восток поселок 100 çула çитнĕ

Красноярскри чăвашсен наци-культура автономийĕн ертÿçи Геннадий Храмов çак тăрăхри Восток поселок пуçланса кайнăранпа 100 çул çитни çинчен пĕлтерет.

Андриян Николаев «Восток-3» караппа космоса вĕçнĕ хыççăн 1963 çулта çакăнта пурăнакан чăвашсем поселок ятне улăштарма ыйтса çырнă. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Çавăн чухне Чăваш нацийĕ вырăнне Восток ят панă çак вырăна.

Çакăнта пурăнакансене 100 çулхи юбилейпе влаç çыннисем саламланă. Геннадий Иванович чăвашсен автономийĕ, Красноярск крайĕн кĕпĕрнаттăрĕн общество çыхăнăвĕн управленийĕ, халăхсен Туслăх çурчĕ ячĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене парнесем панă.

Уявра чăвашла тата вырăсла юрăсем янăранă.

 

Рубрика: