Юлашки куна ан хăварăр
Пурăнмалли уйрăм çурта çăмăллатнă майпа – халăхра «дача амнистийĕ» тенĕскере – харпăрлăха çырма уйăрнă вăхăт нумаях та юлмарĕ. Раççей реестрĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ку ĕçе туса ĕлкĕрейменнисене васкама хистет. Çурт-йĕр çавăрма е хушма хуçалăх тытма çĕр лаптăкĕ илсе ун çине çурт лартнисене пырса тивет ку. 2015 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен çеç ăна малтанхи майпа тума пулать. Регистрацилесси 5-10 куна тăсăлать, пошлина хакĕ 200 тенкĕ. Кайран пурăнмалли çурта харпăрлăха илесси кăткăсланать: çурта хута яма ирĕк илме тивĕ. Куна валли нумай хут пуçтармалла. Çĕр лаптăкĕпе хуçаланма ирĕк панине çирĕплетекен документран пуçласа çуртра электричество, канализаци, газ çыхăнăвĕсем епле вырнаçнине кăтартакан схема таранах.
Çĕр лаптăкне урăх тĕллевпе – хушма хуçалăхпа дача, пахча, сад, гараж тума илнĕ пулсан, ăна харпăрлăха кирек хăш вăхăтра та çырма май пур, уншăн ятарлă срок палăртман.
Кăçал кăна пирĕн республикăра «дача амнистийĕпе» килĕшÿллĕн пурăнмалли 1,5 пин уйрăм çурта регистрациленĕ. Саккун ĕçлеме пуçланăранпа вара 91 пин уйрăм çурта харпăрлăха илнĕ.