Комментировать

4 Июн, 2018

Çулла çитрĕ

— Çăва çине чĕнетĕн-и? Питĕ каймалла-ха! Хамăн та каяс килет-ха, — пăравус пек сасса пула коридор çĕр чĕтреннĕ пек кĕрлесе кăна тăрать. Тухса пăхмасăрах пĕлетĕп — пирĕн ĕçри çын мар. Пирĕн патра кун пек аслати евĕр сасăллă арçын çук. Çавăнпа татах та вĕчĕрхентерет ку кĕрлев — ара, ют çĕрте çакăн пек кĕмсĕртеттерсе ларма, ĕçлекенсене чăрмантарма юрать-и вара? Пушшех те — хăй, калаçăвне итленĕ май, интеллигентлă çын пекех туйăнать тата. — Студентсене çавăн пек хушу патăмăр-ха. Хатĕрленеççĕ халĕ. А?! Мĕн тен??? Нимĕн те илтместĕп! СМС-и? Янинчен усси çук. Телефон экранĕ тулса ларнă та ман пата çитеймеççĕ вĕсем. Такама та кăтартса пăхрăм — никам та юсаса параймарĕ. Мĕн тен?! А, манăн вăхăт çук-ха, васкатăп, ĕç нумай. Халь те студентсемпе ларатăп авă…
Пăх-ха, куçăн суять мур илесшĕ! Хăй пирĕн коридорти çемçе диван çинче ниçта хыпаланмасăр меллĕ кăна саркаланса ансах ларать-иç? Ултав-суяна мĕн пĕчĕкрен чăтма пултараймастăп та, чутах ун патне пырса вăл калаçакан çынна хайхи арçынна сутаттăм. Юрать, коридор шăпланчĕ. Лаштах сывласа ятăм. Анчах та лăпкăлăх вăхăтлăха кăна пулчĕ-мĕн…
— Пĕлетĕн-и, Марье мана çăва çине çитсе курма чĕнет, — тата такам патне шăнкăравласа лĕхĕлтетрĕ «аслати». — Хам та тахçанах каясшăнччĕ-ха, анчах та ку студентсемпе ниепле те пушанаймастăп-иç! Каярахпа, çынсем çаврăнса килсен- тасатсан, тен, çитĕп те. Çулла ĕнтĕ, халех мар. Э, эсĕ мана хăнана чĕнетĕн-и? Çук çав, паян каçхине çиччĕре пушă мар эпĕ — студентсем… Тен, саккăрта? Ун чухне хăвăн вăхăт пулмĕ тен… Тупатăн-и? Э? Мĕн тен? Илтместĕп…
— Мĕнле пурăнатăн? — пĕтрĕмĕр, ку арçын калаçса пĕтерет-и паян? Тата такам патне шăнкăравларĕ хайхи. — Телефону мĕншĕн ĕçлемест санăн? Марье ман пата сана шыраса шăнкăравларĕ. Ман çинчен те манман-ха, çăва çине чĕнчĕ. Хамăн та укçа хумалла-ха телефон çине… Мĕн эсĕ? Манăн пĕр вăхăт та çук вĕт — студентсем… А? Усал сăмах? Мĕн эсĕ, анне мана ун пек воспитани парса ÿстермен. Эпĕ ĕмĕрне те усал сăмах каласа курман. Студентсемпе ятлаçнă чухне те усă курмастăп эпĕ вĕсемпе…
Унччен те пулмарĕ, ачалăха таврăнчĕ хайхи. Аса илÿ тĕнчине путрĕ. Мĕн каланă амăшĕ ăна, тантăшĕсем мĕнле условисенче çитĕннĕ, ÿссе çитсен мĕнле мăшăр тупнă — хăть ларса биографине çыр… Хальхинче хăлхи те чиперех илтет тата хайхин. Ниçта та васкамасть те. Студентсем те кĕтме пăрахрĕç курăнать хайхине...
Чăтăм пĕтрĕ. Сассине итлесен, хăй пĕр сакăр вуннăра пек туйăнать. Мĕнле студентсем сакăр вуннăри арçыннăн? Мĕншĕн пушă вăхăт пачах çук унăн? Коридора тухса хăть сăнне курас килсе кайрĕ. Анчах пĕр кĕтмен çĕртен шăпланчĕ хайхи. Кайрĕ пулас. Ĕçлĕ мучие тухса курса юлаймарăм. Шел. Тен, маншăн та чухахчĕ? Ара, ĕçлĕ çынсене питĕ юрататăп эпĕ. Хам вара этика çинчен мансах мĕншĕн çын калаçăвне хăлха тăратсах итлесе ларатăп тетĕр-и? Ара, ăçта кайса кĕрес? Çулла çитрĕ. Пÿлĕмсенче пăчă. Сывлăш çук. Патшалăх учрежденийĕсенче вара кондиционерсене пуçлăхсен пÿлĕмне кăна вырнаçтараççĕ. Ахаль йышши клерксен вара кондиционер — уçă алăк. Ларатăн вара кунĕпе итлесе-илтсе — кам миçе хутчен качча тухнă, камăн ачи миçемĕш класа куçнă, камăн упăшки çĕрле киле миçе сехетре таврăннă…
Вулаканăм пур пĕр ăнлансах çитеймерĕ пулĕ-ха. Ара, эпĕ ĕлĕкрех швейцар вырăнне тăраттăм вĕт. Пуçлăх умĕнче алăка яр! та яр! уçаттăм. Çын пуçлăхĕсем кирлĕ мар-ха мана, хамăннине юрама тăрăшаттăм. Шалăвĕ пысăк марччĕ чăн та. Пенси çумне ку та пăсмастчĕ-ха, анчах та пурнăçра оптимизаци тарăн тымар ячĕ мар-и? Вăт пирĕн организацире те алăк уçаканăн штатне кĕскетрĕç. Телее, мана ĕçрен кăларсах ямарĕç — алăк хыçĕнче пĕр пĕчĕк пÿлĕм уйăрса пачĕç. Коридор вĕçĕнчех вырнаçнă вăл. Коридор вĕçĕнче, манăн пÿлĕмсĕр пуçне, тата темĕн те пур. Çавăнпа пĕрле ĕçлекенсем ман еннелле хутлаççĕ анчах. Тата килне те вĕсен манăн пÿлĕм урлах тухса каймалла. Халĕ эпĕ хама ĕçре пуçлăх хыççăн иккĕмĕш çын пек туятăп — ара, пурте хăраççĕ манран. Пирĕн хальхи ертÿçĕ питĕ çирĕп ыйтаканскер — ĕçе вăхăтра килмелле, палăртнинчен маларах кайма юрамасть. Çакна çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă мана, çырса пыма ампар кĕнеки уйăрса панă. Кунне миçе курка чей ĕçме юрани таранчченех норматив пур та халĕ — кунĕпе кам миçе хутчен курка çума çÿрени таранчченех çырса пыратăп. Нормăран ытларах ĕçнĕ — апла, вăхăта пушăлла ирттернĕ. Апла, преми кураймăн. Вăт çавăн пек йĕрке халĕ пирĕн. Телефонпа та нумай калаçма юрамасть. Ĕçрипе кăна мар — килтипе те. Çавăнпа та каллех пÿлĕмсенче мар, коридор вĕçĕнче калаçма тăрăшаççĕ çынсем. Унта вара — эпĕ… Ăçта кайса кĕрес? Алăкăм уçă, куçăм курать, хăлхам илтет. Пушшех те, шалăва ĕçлесе илме хăнăхнă. Çавăнпах ампар кĕнеки тулсах-хулăнлансах пырать. Кашнин çинех компромат пур унта.
Кам кампа пурăнни таран йăлт пĕлсе çитрĕм халĕ. Çавăнпа пĕрлех — пурăнма та. Калăпăр, çĕр улми пĕтсе çитнĕ. Ĕçри водителе курсанах сар çу пекех ирĕлме пуçлатăп. Шÿтле-шÿтлех тĕп сакайĕ пушанни, çĕр улми пĕтнине систеретĕп. Ăнланать, ухмах мар вĕт. Ĕç вĕçленнĕ тĕле пĕр-икĕ михĕ хăйĕн укçипе туянсах кил умнех турттарса пырать. Ара, арăмĕ питĕ усал унăн, час урама кăларса çапма пултарать — çакна эпĕ каллех вăл мăшăрĕпе телефонпа мĕнле шикленсе чĕвĕлтетнинчен чухлатăп. Ĕçри çылăхĕсене пĕлсен лешĕ… Урама кăларса çапнипе те çырлахмĕ-ха. Çĕр улми илсе пынăшăн водителе чунран тав тăватăп. Малалла вулас...

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.