Комментировать

23 Мая, 2014

Çĕрлехи сунарçă

Сунара пурăшсем çĕрле кăна тухаççĕ. Тен, çа­­вăнпах ытла тухса çÿремен, вăтанчăк çынна "пурăш пекскер" тесе калаççĕ. Вырăсла ячĕ "барсук".

Апат енĕпе вăл тиркевлĕ мар, çирĕп чĕрнеллĕ пÿрнисемпе ÿсен-тăран тымарĕсене чавса кăларать, шăши, шапа, тĕрлĕ кăпшанкă тытса çиет.

Тискер кайăк йăвара пурăнать, ăна вăл тарăн çырма хĕрринче, этем çÿремен вырăнта чавать. Вăрттăн йăвана çапларах "ăсталать", чи малтан 2-3 метр тăршшĕ чавса шăтарать те айккинелле пăрăнать. Çемьери йыш ÿссе пынăçемĕн йăвана çулсерен тенĕ пек пысăклатсах тăрать, хĕле кĕрес умĕн тĕплĕн тасатать, типĕ ÿсен-тăран çулçисем сарать. Ватăрах пурăш йăви тĕрлĕ пÿлĕмсенчен тăрать, темиçе метр тарăнăш пулать.

Сунарçăсем çакна та сăнаса палăртнă, пурăш шăтăкĕнче унпа пĕрлех тилĕсем те курăнкалаççĕ иккен. Лăпкă та чăтăмлă чĕр чун хĕл каçма "хăнана" килекенсемпе килĕштерсе пурăнма тăрăшать.

Вăл питĕ тирпейлĕ, тасалăха юратакан чĕр чун. Пурăш йăви çывăхĕнче шăмă татăкĕсене, апат юлашкисене, хăрăк турат выртнине кураймăн. Унăн пÿрчĕ - кÿлĕ е юхан шыв хĕрринче.

Çуркунне çитсен пурăш ами 4-6 çура тăвать. Çурасем суккăр, пĕр уйăх иртсен тин куçĕсем уçăлаççĕ. Виçĕ уйăхрисем хăйсемех апат шырама тытăнаççĕ. Хĕлле пурăш - тарăн ыйхăра. Хура кĕркунне вĕсем питĕ хытă мăнтăрланаççĕ. Тир айĕнче 4-6 сантиметр хулăнăш çу пухăнать. Тарăн юр çуса лартсан пурăш шăтăкран тухма пăрахать. Тĕплĕн ĕçлет, шăтăка кĕмелли çулсене питĕрет.

Çак тискер кайăк йышĕ пирĕн тăрăхра хăвăрт чакса пырать. Сăмахран, 2010 çулта Чăваш Енре 592 пурăша шута илнĕ, 2011 çулта унăн йышĕ 447 таран чакнă. Ку пулăм шухăшламаллипех шухăшлаттарать. Мĕншĕн тесен пурăш - питĕ усăллă чĕр чун. Вăл сиенлĕ хурт-кăпшанкăна нумай пĕтерет, хăйĕн хитре кĕлеткипе çут çанталăка илемлетет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.