Комментировать

30 Мая, 2018

Манăçми суран

Павел Кузьмин Тури Панклире 1924 çулта çуралнă. Çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕпе пĕр килнĕ.
Пиччĕшĕ Петĕр 1942 çулхи авăн уйăхĕнче çапăçу хирĕнче пуç хуни çинчен пĕлмесĕрех уйăх маларах фронта тухса кайнă, артиллеристсен шкулĕнче вĕренсе кĕçĕн сержант званине илнĕ. Ăна минометчиксен отделенине ертсе пымашкăн шаннă.
— Окопсем чавса вырнаçрăмăр кăна, «Наступление хатĕрленмелле!» — янăрарĕ рота командирĕн сасси. Миномет пайĕсене, винтовкăсене çĕклесе малалла ыткăнтăмăр. Фашистсем пулемет-автоматран шатăртаттараççĕ кăна. Чупса пынă çĕртех хул калакки чăтмалла мар пĕçерсе кайрĕ. Ÿкрĕм, каç пуличчен юн юхтарса выртрăм. Тĕттĕмленсен санитарсем аманнисене медпункта илсе кайрĕç, — пăлханса аса илет çав кунсене ветеран.
Сурана ÿт илсен ăна тепĕр чаçе куçарнă. Чылай çапăçура пулма тивнĕ Павел Кузьмичăн. Тăшмана Киев патĕнчен хăваланă вăхăтра иккĕмĕш хут йывăр аманнă. Госпитальте çулталăка яхăн сипленнĕ. 1944 çулхи çу уйăхĕнче иккĕмĕш ушкăн инвалидне тухса тăван яла таврăннă.
Малтанхи тапхăрта хуçалăхри ĕçсене пачах хутшăнайман. Майĕпен ураланса пынă, колхоз ферминчен уя лашапа тислĕк турттарма хутшăннă. Унтан платникре, каярахпа сунтал умĕнче тăрăшнă. Тимĕрçĕ хуçалăх техники валли тĕрлĕ пай ăсталанă, ял çыннисене хатĕр-хĕтĕр юсаса панă.
Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă унăн. Вăрçă инваличĕ хальхи вăхăтра ывăлĕпе пурăнать. Вĕсем патĕнче çулленех пулатăп. Кашнинчех чылайччен ăшшăн калаçса ларса чуна кантаратпăр. Ку хутĕнче те 94 çулти ветерана тепре курнăçиччен ырă-сывă пурăнмашкăн ăнăçу сунса уйрăлтăм.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.