«Икĕ çунат» хÿттипе
Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, тĕрĕ тĕрлес, пир тĕртес ĕç вĕçен кайăкăн икĕ çуначĕ пекех пулнă. Çунатсăр кайăк вĕçеймест, асăннă промысласемсĕр халăх искусстви те çук.
Паллах, çав вăхăтрах ытти ремесла та аталанса пынă-ха, çапах та çак «икĕ çунат» пур енĕпе те палăрса тăнă. Тĕрĕ ăстисем хăйсен ĕçĕсенче юрăсем хывнă, пурнăçа мухтанă. Мĕншĕн шăпах халăх ÿнер промысли пирки сăмах пуçартăм-ха? Нумаях пулмасть Правительство çуртĕнче «Халăх ÿнер промыслине аталантарасси тата пулăшса пырасси» ыйтупа «çавра сĕтел» иртрĕ. Чăваш Респу-бликин Патшалăх Канашĕн тата Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕскер çак тытăмри ĕç-пуçа тĕрĕс хак пама тата ăна малалла аталантарас тĕлĕшпе мĕн тумаллине уçăмлатакан маяк вырăнĕнчех пулчĕ. Питĕ кирлĕччĕ пирĕн ăстасене çакăн пек хÿтлĕх тата пулăшу.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Инна Антонова тата ТР культура министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Эльвира Камалова тунă докладсем хыççăн çакна калама пулать: пирĕн те, кÿршĕсен те халăх ÿнер промысли çĕнĕрен вăй илме пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенче вăл пачах хавшакчĕ-ха. Тĕрĕссипе, пире пурне те пĕртен-пĕр совет халăхĕ тума пикеннĕрен несĕлсенчен килекен йăла- йĕркене, культурăна, промыслана чутах çухататтăмăр та-и тен. Ĕмĕр вĕçĕнче, тĕрĕсрех каласан, 1999 çулхи кăрлачра кун çути курнă «Халăх ÿнер промыслисем çинчен» федераци саккунĕ уяр кун аçа çапнăнах шутланчĕ. Хăй еккипе çеç аран-аран хăлтăртатса пыракан промысла патшалăх хÿттине лекрĕ. Шел, çав вăхăт тĕлне çĕршывра вун-вун ал ĕçĕн тĕсĕ çухалма ĕлкĕрнĕччĕ те ĕнтĕ, юлнисенчен те пысăк пайĕ çав çул çинчехчĕ. Мĕншĕн-и? Ÿнер промыслипе пурăнакан маçтăрсене /организацисене, çавăн пекех предпринимательсене/ хăйсен ĕçĕсене туса кăларма кăна мар, ăна аталантарма та укçа-тенкĕ çитменни чăрмантарнă. Хальхи вăхăтра вĕсем вак е вăтам бизнес тĕсĕсем шутланаççĕ. Çакскерсене халĕ те хăйсем тĕллĕн ура çине тăма кансĕр. Çавăнпах вăхăтран-вăхăт вăл е ку министерство урлă патшалăх пулăшăвĕ илеççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре 2011-2017 çулсенче халăх ÿнер промыслипе ĕçлекенсене мероприятисем йĕркелеме, производствăна аталантарма 15 миллион тенкĕ уйăрса панă.
Кÿршĕсен кăтартăвĕ ку енĕпе тата илĕртÿллĕрех. Юлашки тăватă çулта Тутарстанри халăх ÿнер промыслипе ĕçлекен 49 суб±ект 300-шер пин тенкĕ таран паракан гранта тивĕçнĕ. Çапла майпа ура çине тăма тытăннăскерсем малалла тĕрлĕ ярмăрккăна, курава хутшăнса хăйсем те ĕçлесе илме пуçланă. Эльвира Камалова пĕлтернĕ тăрăх, çулленех Елабугăра иртекен Пĕтĕм Раççейри ярмăрк-кăна çĕршыври 170 хуларан 900 ытла маçтăр килет. Иртнĕ çул, сăмахран, унта ал ĕç ăстисен таварĕсене 5 миллион тенкĕлĕх сутнă-мĕн.
Халăх маçтăрĕсем, тĕпрен илсен, авалхи мелсемпе, пурнăçран кая юлса пыракан хатĕрсемпе, ĕçлеççĕ. Техникăна çĕнетес тесен, паллах, енчĕк тулли пулмалла. Лава ку енĕпе кăштах та пулин вырăнтан тапратас тесен мĕн тумалла-ши? «Çавра сĕтеле» хутшăннисен шухăшĕпе, çак ĕçпе пурăнакансене налук тĕлĕшĕнчен те çăмăллăх пани кирлех.
Паян ал ĕç ăстисене канăçсăрлантаракан тепĕр çивĕч ыйту — контрафакт. Промышленноç шайĕпе штамплакан таварпа тупăшма тивет пĕччен ĕçлекенскерсен. Кунашкал лару-тăрура тата мĕн тума пулать? Канашлăва хутшăннисен шухăшĕпе — пĕрлехи информаци тытăмне йĕркелени тата тавар туянакансемпе тÿрремĕнех çыхăну тытма пултарни лару-тăрăва уçăмлатма пултарĕ.
Кадр ыйтăвĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак тытăм валли профессионалсем хатĕрлес ĕç пур çĕрте те йĕркеллĕ теме иртерех-ха. Паллах, пирĕн те, кÿршĕсен те вĕсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕсем пур. Акă «çавра сĕтел» иртнĕ кун хăнасене Шупашкарти ÿнер училищине илсе кайса килчĕç. Унта тăмран савăт-сапа, ытти хатĕр ăсталакансене, йывăç касса эрешлекенсене хатĕрлеççĕ. Вĕренÿ ушкăнĕсенче пурĕ те 7-8 студент çеç. Вĕсемпе калаçнă хыççăн çакă паллă пулчĕ: пулас маçтăрсенчен ытларахăшĕ малашне предприятисене каясшăнах мар, хăйсем тĕллĕн ĕçлесшĕн. Çапла майпа укçа ытларах ĕçлесе илме ĕмĕтленеççĕ.
Ку лару-тăрура мĕн тума пулать-ха? «Çавра сĕтеле» хутшăннисем çакăн пек сĕнÿсем пачĕç: Тутарстанпа Чăваш Ен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме; финанс, пурлăх, кадр, ăслăлăхпа методика, юридици, информаци тытăмне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ÿнер промыслин маçтăрĕсене, организацийĕсене хушма пулăшу парассине пурнăçа кĕртме; аталану программи хатĕрлесе ăна пурнăçа кĕртме; регионсенчи халăх ÿнер ăстисене çыхăнтаракан «Атăлçи эрешĕсем» фестиваль-ярмăрккă, çавăн пекех куравпа ярмăрккă мероприятийĕсем, конкурссем, ăслăлăх конференцийĕсем, семинарсем йĕркелесе яма. Малалла вулас...