Комментировать

28 Мая, 2018

Çамрăк ученăйсене чысларĕç

Наукăсăр пуласлăх çук. Пирĕн çĕршывра та ăслăлăха пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çамрăк ученăйсене аталанмашкăн çул уçаççĕ, тупăшусем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕлтерĕшлисенчен пĕри — Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илме май паракан конкурс. Çулсеренех ирттерекенскере çамрăк ученăйсемпе наука кандидачĕсем, наука докторĕсем тата наука шкулĕсем хутшăнаççĕ. Конкурс çĕнтерÿçи пулма çăмăлах мар, вĕсене Раççей Вĕрентÿпе наука министерстви экспертсен хакне шута илсе палăртать.

Кăçал гранта Атăлçи федераци округĕнчи 77 ученăй тивĕçнĕ. Вĕсен йышне Чăваш Ен çамрăксем те кĕнине палăртма кăмăллă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими технологийĕн тата тавралăха сыхлассин кафедрин доценчĕ Константин Липинпа органика тата фармацевтика химийĕн кафедрин аслă наука сотрудникне Сергей Федосеева паян, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, университетра чысларĕç. Вĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ректорĕ Андрей Александров, ЧР вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Кудряшов, ЧР федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров саламласа сертификатпа хавхалантарчĕç. «Ку кирек епле аслă шкулшăн та пысăк чыс. Чылай наука кандидичĕ кун йышши пысăк наградăна нихăçан та илеймест», — палăртрĕ университет ертÿçи. Çамрăк ученăйсем хăйсен проекчĕсемпе те кĕскен паллаштарчĕç. Тĕслĕхрен, Константин Владимирович конкурс ĕçне хĕвел çутинчи ультрафиолет пайăркасене сăрăхтаракан япалапа çыхăнтарнă. Вăл техникăна, тĕрлĕ хатĕре, çынна сиенлĕ пайăркасенчен сыхлама пулăшать. Синтеза сăрăпа, косметика хатĕрĕсемпе хутăштарма пулать. «Ку проекта пуçăнмашкăн мана Япони ученăйĕсен тĕпчевĕ хистерĕ. Вĕсем кун евĕр хутăша фотохут пичетленĕ çĕрте усă кураççĕ. Ун йышши хут çинче пичетленĕ сăн ÿкерчĕксене вăхăт иртсен те сарă тĕс çапмĕ, сăрă тĕсне çухатмĕ», — ăнлантарчĕ çамрăк доцент. Проект хими факультечĕшĕн пĕлтерĕшлине те палăртрĕ вăл.

Сергей Владимирович конкурс ĕçне туберкулез чирне хирĕç кĕрешмелли çĕнĕ эмелсен синтезне шухăшласа кăларассине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçе пĕр вĕçĕм аталантармалли çинче чарăнса тăчĕ каччă. Çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ микроорганизмсем паллă антибиотиксене хăвăрт хăнăхнăран эмелсен йышне çĕнетсех тăмаллине палăртрĕ.

Ученăйсем сумлă конкурса хутшăнмашкăн май туса панăшăн, аталанма хавхалантарнăшăн, пулăшса пынăшăн университета, преподавательсене тав турĕç.

 

Рубрика: 
Теги: