Комментировать

28 Мая, 2018

Патша майрисен йĕрĕпе

«Ай-уй, сăнран уçăлса кайнă, лайăх канса таврăннă курăнать», — кĕтсе илчĕç ĕçтешĕмсем черетлĕ çул çÿрев-рен. Ара, уçăлмасăр, уçăлма кăна мар, йăлт хитреленсе те çамрăкланса таврăнма ĕмĕтленнĕччĕ-ха та… Клеопатра шыва кĕнĕ ваннăра ахальтен тăрăшсах чăмпăлтатрăмăр-и? Çавна май эпир те Египет патша майри пекех хитре пуласса шантарнăччĕ турккăсем. Анчах ăна-кăна — шутсăр чиперленсе кайнине — ĕçтешĕмсем те, пĕлĕшĕмсем те темшĕн пит шарламарĕç… Юрĕ, йăлтах йĕркипе каласа кăтартам.

Вăта çĕр тинĕс хĕрринче

Тинĕс хĕрринче çулталăк ытла пулманнипе тăварлă шывшăн, хĕрÿ хĕвелшĕн, йăрăс пальмăсемшĕн тунсăхласа çитнĕ хĕрĕмсем кăçал çине тăрсах çула тухма хистерĕç. Çу вĕçĕнче е кĕр пуçламăшĕнче канма хăнăхнин сăлтавĕ хамăр ĕçпе аппаланнипе çыхăннăччĕ-ха — пепкемсем пĕр харăс аслă пĕлÿ илчĕç те, шăрăх вăхăтра тÿпере шăвакан капмар пĕлĕтсене сăнаса выртма вăхăт çукрахчĕ. Вĕреннĕшĕн тÿлеме те, Мускавра хваттер тара илсе пурăнма та укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ пулчĕ. Халĕ диплом илсе хăйсем те ура çине тăнă май лару-тăру çăмăлланчĕ. Темиçе ĕçпе пилĕк авас нуша çук. Укçа вара çынна нихăçан та çитмест. Çавăнпа пурин çине те алă сулса кăçал алă-урапа кĕлеткене кăнтăр хĕвелĕпе çу пуçламăшĕнчех пиçĕхтерсе хăмăрлатма тĕв турăмăр. Раççей çыннисем ытларах Хĕрлĕ, Эгей тата Вăта çĕр тинĕсĕсене килĕштереççĕ. Египета хальлĕхе çул хупă. Эгей тинĕсĕ ăшăнса çитмен. Вăта çĕр тинĕсĕн хĕрринче пирĕн кĕсье хулăнăшĕпе Турци килĕшсе тăрать. Унта çул тытрăмăр та.
Ку çĕршыва канма кайса курманччĕ- ха, ĕçпе кăна пулнăччĕ. Хусан аэропортне суйланă самантра Шупашкарсем самолета лармалли шăп 3 билет тавăрса панă. Аван та пулчĕ-ха ку. Çапла Анталья тăрăхне кăçалхи сезонри пĕрремĕш рейспах тухрăмăр çула. Килтенех тенĕ пек пуçтарăнса тухнипе-ши, тинĕс хĕррине яла кайнă пек кăна туйăнчĕ. Çынсем вара çакна тахçанах хăнăхнă-мĕн: самолет тулли — ача-пăча! Вĕсен хушшинче кăкăр ĕмекенни те сахал мар. Инçе кай-иччен тÿрех каласа хăварам. Шупашкартан вĕçекен рейсра апат çитермеççĕ. Чăн та, çул çинче 3 сехет ытларах кăна иртнипе чăтма пулать пек. Анчах та Анталья аэропортĕнче тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнă май 1 сехет иртет. Унтан трансфер автобусĕ пассажирсене отельсене илсе çÿрет. Çапла кирлĕ вырăна çитнĕ çĕре каçхи апат та вĕçленет. Пирĕн тĕслĕхре шăпах çапла пулса тухрĕ те. Юрать, поварсем ирччен выçăпа муритлемерĕç, малтан — хамăр, унтан — трансфер, каярахпа отель гичĕсем ыйтнипе çапах та ирхи, кăнтăрлахи тата каçхи апатран мĕн юлнине кăна мар, десерт та кăларса лартрĕç сĕтел çине. Эх, хĕрĕмсемпе çула тухса черетлĕ хут ыр куратăп мар-и? Пĕри сарă, тепри хура пикесене курсан çамрăк администратор ирĕлсех кайрĕ пулас. Сĕтел çине юмахри пек çимĕçсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха ларчĕç. Маларах кайса вара çакна каласа хăварам. Каялла çула пуçтарăннă чух пушă сумкăсене силлесе тухмарăмăр, хайхи администратор пулăшнипех бутербродсем янтăларăмăр. Çапла вара Шупашкара таврăннă чух хырăмсем выçăпа чĕрик те чарик юрласа самолет салонне пăлхатмарĕç.

«Виççĕлĕх» «пиллĕк»

Ăçта, хăш отеле каяссине интернетра суйлама хăнăхса çитрĕмĕр. Тĕрĕссипе, супер хăна çурчĕ кирлех те мар — номере эпир çывăрма кăна çаврăнса çитетпĕр. Ытти чух кунĕпех — е тинĕс хĕрринче, е экскурсире. Турцире çапах та «5» паллăллине суйлама сĕнетпĕр — ку çĕршыври хаксем пире те çыртсах каймаççĕ. Эпир вара хальхинче «5 плюс» текеннипе те çырлахмарăмăр, ун çумне «ультра» тесе хушнине суйларăмăр. Чăн та, вырăна çитсен «пиллĕкне» те, «плюсне» те, «ультрине» те асăрхамарăмăр. Европа шайĕпе, тен, «виççĕпе» танлашать? Хăна çуртне, яланхи пекех, all inciusive меслетпе суйларăмăр. Апла, ĕçмелли те, çимелли те — мăй таран. Чăн та, пур те пур — эрех-сăри те, аш-какайĕ те, пулли те, улми-çырли те, пахча çимĕçĕ те… Сервис — тивĕçтерет. Нумайăшĕ ресторанра официантсен кăнттамлăхне палăртать те, анчах та эпир ăна асăрхамарăмăр. Пÿлĕмре тирпейлеменнине пĕлтереççĕ, туалет хутне памаççĕ, ал шăллисем улăштармаççĕ имĕш. Пирĕн ку енĕпе те пурте йĕркеллехчĕ. Шыв пĕрремĕш кун кăна тÿлевсĕр панине палăртаççĕ. Пире кашни кун виçшер кĕленчĕ лартса паратчĕç. Документсене упрама сейф — тÿлевсĕр. Пасарта е лавккара туяннă улма-çырлана упрама пÿлĕмрех сивĕтмĕш пур. Мини-баршăн кăна тÿлемелле. Анчах та ку ыйту шăпах — чи сахал кулянтараканни. Пирĕншĕн çапах та чи пĕлтерĕшли — тинĕс! Турцире Авсаллар тăрăхĕнче кăна — хăйăрлă тинĕс хĕрри. Çавăнпах шăпах çак вырăна суйларăмăр та. Ытти çĕрте шыва вак чул тăрăх кĕмелле. Ку вара ансатах мар. Тĕлĕнмелле те, талăкĕпех тăп-тăрă шыв. Тепĕр чухне асса кайса ахăракан хумсем те варалаймаççĕ ăна. Майĕпен кăна тарăнланса пынипе унта ача-пăчана шĕпĕлтетме — чухах. Эпир суйланă отель Инжекум поселокĕнче, хырлăх варринче вырнаçнă. Сывлăшĕ-ĕ-ĕ!!! Хăна çурчĕн хăйĕн уйрăм пляж. Çавăнпах туристсем канакан çĕре вырăнтисем кĕмеççĕ. Муниципалитетăн шутланакан пляж та инçе мар. Шывĕ вара — пурин валли те. Çавăнпа та тинĕсре çутă хĕр-хĕрарăм çумне çулăхма пăхаççĕ тĕксĕм ÿтлисем. Асăрхануллă пулни пăсмасть.
…Çулталăк ытла тĕл пулманнипе кÿреннĕ пулас тинĕс. Чаш! сапать шывĕпе. Тарăхни-качкипе кĕçех пуç çийĕпех уртать хумне. Чипер хĕр пек — ниепле те çывăха ямасть. Çыран хĕррине чикелентере- чикелентере хăвалать. Темиçе кун çапла тута тăснă хыççăн аранах лăпланать, кăмăлне ирĕке ярса йăвашлатать те ытамне йышăнса çупăрлать, ачашлать, кăтăклать. Çемçелсе унăн сăпкинче ярăнма пуçлатăн çеç, алхасса-выляса татах хум айне тă-вать… Вăт якăлти…
Хăна çуртĕнчи пĕртен-пĕр çитменлĕх — апат-çимĕç ытла та пăрăçлă пулни. Диета сĕтелĕ пачах та çук. Ачасемпе канма пыракансемшĕн кăткăслăх кăларса тăратать çакă. «Мĕн çитермеллине те пĕлместĕп, — калаçса кайнă май пăшăрханăвне палăртрĕ икĕ пĕчĕк ача амăшĕ. — Юрать-ха пилĕк кунлăха кăна килтĕмĕр… Улма- çырлапа тăранса пурăнатпăр».

Çу лайăх-и е турăх-и?

…Пăлханакан çын валли пăлханмалли пур пĕр тупăнать. Çанталăк прогнозне пăхнă май шăпах эпир каннă вăхăтра Анталья тăрăхĕнче çумăрлă, сивĕ пуласса пĕлтĕмĕр те хĕртĕнсе \ĕлкĕрес тĕллевпе пĕрремĕш кунах хăвăртрах тинĕс хĕррине васкарăмăр — сап-сарă кунпа кĕтсе илчĕ пире ют çĕршыв. Турци хĕвелĕ, Египетăнне çитмесен те, Шупашкартинчен пур пĕр ирттерет. Паллă ĕнтĕ, тÿрех «çунса кайрăмăр». Телее, отельре ĕçлекенсем пурте тенĕ пек вырăсла калаçаççĕ. Ĕçлекенсен хушшинче Казахстанран пынисем чылаййăн. Вĕсем вара вăхăтĕнче вырăсла вĕреннĕ те пире ăнланмалла шăкăлтаттараççĕ кăна. Турккăсем хăйсем те вырăсла перкелешме хăтланаççĕ. Хăшĕсемпе акăлчанла пĕр чĕлхе тупма пулать. Пĕтĕмĕшле вара Турцире патшалăх чĕлхи пĕрре кăна. Пире, рак пек пиçсе кайнăскерсене, курса массажистсем ятарлă çу сĕнеççĕ. Ахалех. Тÿлевсĕрех. Массажисткăсем 10 доллар ыйтнине кура арçыннисем вăрттăн, хĕрарăмсем асăрхаман чух, кĕленче савăта тултарса параççĕ. Каллех хĕрĕмсене пула-ха ĕнтĕ ку, хама кăна пулсан шеллекен тупăнас çук. Хам та аптрас çукчĕ-ха: ресторанра сĕт юр-варĕ — кашни апатрах. Хĕвелпе пиçнĕ вырăна хăйма-турăх сĕрмеллине ача чухне уйра кĕтÿ кĕтнĕ вăхăтранах питĕ лайăх ас тăват-пăр мар-и? Çапла темĕнпе те сипленсе туххăмрах ирттеретпĕр ыратнине. Хĕвел питтинче кашни кун ăшаланас мар тесе яланхи пекех экскурси суйлатпăр.

Мамăк хула

«Памуккалере пулман тăк — эсир Турцире пулман». Çакăн пек каларăш çÿрет çĕршывра. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен пыракан пур турист та çитсе курма тăрăшать унта. Каласа хăварам, экскурси турĕсен хакĕсем Америкăпа Европăринчен йÿнĕрех. «Аланья сити тур», сăмахран, 30 доллар тăрать. Ку — отель гичĕн хакĕ. Хулапа паллашнă май Клеопатра пляжĕнче хĕртĕнме, порта, Ататюрк тÿремне çитсе курма май пур. Лавккасене илсе кĕреççĕ. Ресторанра хăналаççĕ. 20 доллар тÿлесен ту юхан шывĕпе ишме май туса параççĕ. Ачасем валли Пират карапĕсем — 20 доллар. Шурă яхтăпа ярăннă май уçă тинĕсре шыва кĕрес килет-и? 30 доллар тÿле те — тархасшăн. Турци ку енĕпе те перекетлĕ вариант шутланать. Анчах та отельре сĕнекеннисем урамрисенчен хаклăрах. Калăпăр, Памуккалене кайма туроператор гичĕ 65 доллар ыйтать. Çын пуçне. Урамра е пляжра — 50. Виççĕн каяс тăк 45 доллар ытларах тÿлеме тивет. Ку укçапа тепĕр экскурсие çырăнма пулать. Канакансем экскурсисене урамра ан туянччăр тесе отель /туроператор/ гичĕ темĕн те пĕр шухăшласа кăларать. Калăпăр, экскурсире инкек сиксе тухсан «урамрисем» страховка тÿлемеççĕ, ушкăнсене тĕрлĕ чĕлхепе калаçакансене пухаççĕ, çавна пула гид мĕн калаçнине ăнланмастăр… Ку, паллах, чăнлăхпа пĕрре те килĕшсе тăмасть. Страховкăшăн туроператора мар, страховани компанине тÿлетпĕр, унăн условийĕсем çĕршывĕпех сарăлаççĕ. /Анчах та путевка хакне кĕртнĕ страховка сахалтан та чĕркуççине «зеленка» сĕрнине кăна саплаштарать, тухтăра чĕннĕшĕн вара пур пĕр 30 доллар кăларса хума тивет/. Экскурси турĕсене вара «урамрисем» те пĕр чĕлхепе калаçакансенчен йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ çĕршывра пулса курнăскерсем эпир çакна хăнăхнă ĕнтĕ. Отель гичĕ экскурсисенчен процент илет — çавă кăна. Çавăнпах туроператор представителĕ хăлхасем çине çакса тултарнă лапша-макарона илсе пăрахатпăр та турсем туянма урама васкатпăр.
Памуккале — шурă хула. Кун пек вырăн çĕр çинче текех çук. Ăна ЮНЕСКО еткерлĕхне кĕртнĕ. “Памуккале” турккă чĕлхинчен куçарсан «çĕр мамăк керменĕ» тени пулать. Айккинчен вăл, шап-шурăскер, чăнласах мамăк тăвĕ пек курăнать. Çак вырăн çĕр чĕтреннипе пулса кайнă. Ту катрамĕ-сем арканса куçнипе çĕр айĕнчи вĕри 17 çăл куç çиеле тапса тухнă — унăн температури 30-100 градуса çитме пултарать. Вăхăт иртнĕ май пĕтĕм тавралăх акшарпа витĕннĕ. Шыв кальципе, магнипе, углеводородпа, натри сульфачĕпе пуян. Тавралăха упраса хăварас тесе халĕ туристсене кунта пĕр вырăнтан кăна кĕме ирĕк параççĕ, унсăр пуçне пушмаксене хывса çаран кăна çÿреме юрать. Хăрушсăрлăх мероприятийĕсем йăлтах акшар çăмăллăн тĕпренсе арканнипе çыхăннă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.