Комментировать

24 Мая, 2018

Шупашкарта «Бизнесри хĕрарăм» форум иртрĕ

Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕ йĕркеленĕ «Бизнесри хĕрарăм» форум республикăра паян пĕрремĕш хут иртрĕ. Çавăнпа та ăна, Раççей предпринимательлĕхĕн кунне халалланăскерне, уяв евĕрех йĕркелерĕç. Республика экономика аталанăвĕнче, социаллă пурнăçĕнче палăрнă хĕрарăм предпринимательсене, Союз хастарĕсене ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе, республикăри предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйăн Тав хучĕпе, Раççей Хĕрарăмĕсен союзĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Республикăри Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ И. Кустарин Раççейри предпринимательство аталанăвĕн историйĕн пуçламăшне таврăнчĕ. Нумай шăпа арканчĕ ун чухне. Пуçлама нихăçан та çăмăл мар. Хăшĕ чиперех алă-ура çавăрса ячĕ, хăшĕ вара пĕр такăннă хыççăн тăраймарĕ. «Предприниматель вăл — хăй пĕр оркестр», — яваплăх тата ĕçе йĕркелеме пĕлес пултарулăха аса илтерсе палăртрĕ Игорь Владимирович.

Предприниматель çулне суйласа илнисен мĕн пĕлмелле? Шăпах çак ыйту хуравне пĕрле шырарĕç пухăннисем. Телее, патшалăх ку енĕпе те пулăшу алли тăсать — тĕрлĕ ведомство представителĕсем пухăннисене ятарлă программăсемпе паллаштарчĕç. ЧР экономика министерствин пай пуçлăхĕ З. Магомедова республикăри тата Раççей шайĕнчи программăсене аса илтерчĕ. Форума опытлă предпринимательсене мар, ку енĕпе пуçламăш утăмсем тăвакансене те йыхравланă.

Рубрика: 
Теги: